Мускавран - медальсемпе

25 Пуш, 2014

Çак кунсенче Чăваш Ен спортсменĕсем Мускавра пауэрлифтинг енĕпе иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнчен медальсемпе таврăннă. Ăмăртура хĕрсемпе яшсем, арçынсемпе хĕрарăмсем вăй виçнĕ.

Пирĕн ентешсенчен чемпионата пилĕк атлет хутшăннă, виççĕшĕ тĕрлĕ медаль çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен чи пултарулли - Европа тата тĕнче рекордсменки Анастасия Петрова. Пике хăйĕн ушкăнĕнче 150 килограмлă штанга çĕклесе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Ăна çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командин йышне илнĕ. Çу уйăхĕнче вăл Данире иртекен тĕнче чемпионатĕнче тупăшĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Ольга Пинкчян та 57 килограмлă виçере пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Каччăсенчен Станислав Амосев 187,5 килограмм тĕртсе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Екатерина Николаевăпа Елена Кудрявцева хăйсен ушкăнĕсенче - тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн команда виççĕмĕш вырăнта.


А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.