«Мускавра мĕн çухатнă эпĕ?..»

14 Ака, 2017

Хучелте пурăнакан Владимир Алексеев механизаторта 30 çул ытла ĕçлесе РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне илме тивĕçнĕ. МТЗ-82 трактор ял хушшипе кĕрлеттерсе пынине курсан вĕт-шакăр Сергее ăмсанатчĕ: «Ăна ашшĕпе пĕрле кабинăра ларса çÿреме лайăх».

— Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут руль тытса куртăм, — аса илчĕ ачалăхне С.Алексеев. — Хурçă ута итлеттерме атте пĕчĕкрен хăнăхтарчĕ. Механизаци предметне шкулта юратса вĕрентĕм. Сÿтсе пăрахнă двигателе хам тĕллĕнех пуçтаратăп халĕ.

Шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче 2 çул инженера вĕреннĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула яла таврăннă. ЧПУн Канашри филиалĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, экономист. Апла пулин те трактортан уйрăлаймасть. «Хучель» тулли мар яваплă обществăра хĕлĕн-çăвĕн ĕç тупăнать. Владимир Александров ертÿçĕ техникăна вăл ашшĕ пекех типтерлĕ те юсавлă тытнине пĕлтерчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.