Мускавра Лизăпа та курнăçнă

23 Çурла, 2016

156-мĕш библиотекăра ĕçлекенсем ăна кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ: юмахсем, юптарусем, сăвăсен авторĕн пултарулăх биографине тĕпчесе пĕлнĕ, Чăваш Республики çинчен видеоролик хатĕрленĕ. Чăннипех кĕтменлĕх пулнă çакă хăнашăн.

Вулавăша ачасем «Çемье планети» социаллă центр çумĕнче йĕркеленнĕ лагерьтен пынă. Çавна май çыравçă вĕсемпе çемье пĕлтерĕшĕ çинчен калаçнă, хăйĕн сăввисемпе паллаштарнă.

2016 çул Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине палăртнă май Елена Владимировна чăваш çыравçисем — республикăрисем те, унăн тулашĕнче пурăнаканнисем те — литература каçалăкĕнче нумай вăй хуни çинчен каласа кăтартнă. Сывпуллашиччен библиотекăна хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ.

Иккĕмĕш тĕлпулу 117-мĕш библиотекăра «Çуллахи вулав пÿлĕмĕ» мероприяти картинче иртнĕ. Ача-пăча валли хайлавсем калăплакан çыравçă кунта 2089-мĕш садик ачисемпе курнăçнă. Питĕрте иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери пултарулăх фестивалĕнче Елена Светлая шăпах асăннă вулавăша çÿрекен хĕрачапа Лизăпа паллашнă. Çавăнтанпах Чăваш Ен çыравçи унпа туслă çыхăну тытать. Тĕлпулура Лиза Елена Владимировна хайланă «Муха-Нехочуха» юмаха вуланă.

Кăнтăр Чертаново районĕнче вырнаçнă вулавăшра çамрăк вулакансене хăна хăйĕн тăван кĕтесĕ, сăнав драма театрĕнче ĕçлени, «Чăваш Ен çамрăк çуран çÿрекенĕсем» социаллă проект епле вăя кĕни çинчен каласа кăтартнă. Пĕтĕм Раççейри «Ачана кĕнеке парнеле!» акци тĕллевне пурнăçласа асăннă библиотекăна та хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ.

Л.ИВАНОВА

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.