Мускавра Европа бизнесĕн ассоциацийĕн çуртĕнче Чăваш Ен презентацийĕ иртнĕ

30 Çу, 2017

Паян, çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Мускавра, Европа бизнесĕн Раççейри ассоциацийĕн çуртĕнче, Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин пулнă.

Ĕçлĕ калаçăва Европа бизнесĕн ассоциацийĕн правленийĕн  председателĕ  Томас Штерцель, Европа бизнесĕн ассоциацийĕн гендиректорĕ Франк Шауфф, Европа бизнесĕн ассоциацийĕн директор ĕçĕсене пурнăçлакан Руслан Кокарев тата ыттисем хутшăннă. Вĕсем Чăваш Енре пурнăçламалли проектсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев правлени пайташĕсене регион пирки ырă сăмахсем каланăшăн тав тунă май: «Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – пысăк технологиллĕ производствăсем хута яма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси», - тесе палăртнă.

www.hypar.ru

Комментари хушас