Мускавра çухалнă, кунта тупнă
10 Ноября, 2015 | Пулса иртни

Мускавра çухалнă автомобиле чăваш полицейскийĕсем республика территорийĕнче тытса чарнă. Автомашина ăçтине спутник урлă ĕçлекен хăрушсăрлăх системи пулăшнипе тупса палăртнă.

"Тойота-Камри" хуçи хăйĕн транспорт хатĕрне Мускаври юханшыв портĕнче лартса хăварнă. Таврăнать те - машина çук! Çийĕнчех çывăхри полици уйрăмĕнчен пулăшу ыйтнă.

Вăрласа кайнă автомобиль двигательне спутник çыхăнăвĕ урлă чарса лартма май килнĕ. Кун хыççăн Чăваш Енĕн Шалти ĕçсен министерствине машина трасса çинче ăçтарах пулма пултарни пирки хыпар çитнĕ. ЧР ШĔМĕн ПАИ экипажĕ хайхи транспорт хатĕрне çĕрле М-7 автоçул çинче Шупашкар районĕнче тупнă. "Тойота" салонĕнче иккĕн пулнă - Ĕпхÿ çыннисем. Вĕсем машинăна Мускавра туяннă иккен, вăл вăрланăскер пулнине пĕлмен.

Автомобиле ятарлă площадкăна вырнаçтарнă, ĕç-пуçа тĕрĕслеççĕ.

 

Н.СТЕПАНОВ.

Н.СТЕПАНОВ