Мускава, Президент полкне

19 Чÿк, 2014

Хĕсмет вырăнне вĕсене чыслăн ăсатрĕç. Çакăнта кăçал хĕсметре тăма тивĕçнисен йышĕнче Шупашкар районĕнчи Шорчекасси ял каччи Павел Григорьев та пур. Павел - 20 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультечĕн тăваттăмĕш курс студенчĕ. Вĕренÿре илнĕ пĕлĕве пĕр хут çеç мар практика вăхăтĕнче республикăри пысăк предприятисенче кăткăс оборудованипе ĕçлесе çирĕплетнĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухнех ĕмĕтленнĕ. Малтанлăха çар тумĕ тăхăнма аслă пĕлÿ илес туртăм тытса тăнă, анчах шăллĕ хĕсметрен таврăнсан урăх чăтса тăрайман - çар комиссариатне çитнĕ, рапорт çырнă. «Çар тумĕпе çÿремен çын нихăçан та хисепре пулман. Халĕ те çак ăнлавăн чăнлăхĕ пĕтмен. Манăн шухăшăмпа, вăл - айванкка çын. Вĕренĕве каярах тăсăп, хĕсметре хам ÿсĕмрисемпе ирттерсен аванрах та. Ахальтен каламан ĕнтĕ «Служба - пурнăç шкулĕ» тесе. Тăван çĕршыва сыхласси - кашнин тивĕçĕ вĕт». Хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсен Павел çуралнă тăрăха таврăнса МЧС е ФХС тытăмĕнче ĕçлес кăмăл пуррине те пытармарĕ.

Пысăк чыса тивĕçнĕ командăра вĕсем - 15-ĕн. Пурте - яштака та патвар, чылайăшĕ аслă пĕлÿллĕ, спорт разрячĕсем пур. Çар специальноçĕсемлĕ. Чи сумли - кăçалхи призывра çар тумĕ тăхăнма хатĕрленекен республикăри 1204 яшран вĕсене, 15 каччăна, суйласа илни.

Çар хĕсметне Мускаври Кремлĕн комендатуринче ирттерме тивĕçнисене виçĕм кун служба вырăнне чыслăн ăсатрĕç. Канашри сбор пунктĕнчи çакна халалланă «Раççее сыхлама шаннă!» мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин Чăваш Республикинчи инспекторĕ Геннадий Соколов генерал-майор, республикăри çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник, Канаш хулипе районĕн ертÿçисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, кадетсем хутшăнчĕç. Мускаври Кремлĕн комендатуринчи хĕсмет вăхăтне вĕçлесе таврăннă 15 ентеше Иван Борисович тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе республика символикиллĕ алла çыхмалли сехетсем парнелерĕ, тав турĕ: «Эсир хăвăра тивĕçлипе кăтартрăр, республика сумне çĕре ÿкермесĕр, çулталăк каялла хăвăра панă наказа чыслăн пурнăçларăр. Халĕ акă сире паян çула тухакан тепĕр 15 ентеш улăштарать, вĕсем те ырă йăла-йĕркене малалла тăсасса, сирĕнтен тĕслĕх илсе Конституцире палăртнă тивĕçе чыслăн пурнăçласса çирĕп шанатăп. Эпĕ кăна мар, республика шанать. Паллах, çăмăл пулмĕ, анчах Чăваш Енĕн тата хăвăрăн ят-сума упрăр...» Иван Моторин Президент полкне хĕсмете каякан 15 призывника республика ертÿçин пил сăмахне тата парне пачĕ. Премьер-министрпа пĕрле ÿкерттернĕ сăн кашнин «дембель» альбомĕнче вырăн тупатех.

Çак самантра кадетсен ушкăнĕ чечексен карçинккине сбор пункчĕ умĕнчи Салтак палăкĕ умне пуç тайса вырнаçтарчĕ. Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса, çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрсен вилĕмĕпе пурнăçран уйрăлнисене асăнса пĕр самант шăп тăнă хыççăн микрофон умне Геннадий Соколов генерал-майорпа Александр Мокрушин полковник тухрĕç. Геннадий Леонидовичпа Александр Александрович сăмахĕ кĕске те витĕмлĕ пулчĕ: Раççей çарĕн салтакĕ чыса нихăçан та çĕре ÿкермен, тăшмана парăнман. Чыс, тивĕç вĕсемшĕн пуш сăмах мар!..

Канашра пурăнакан сумлă ватăн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче нимĕç фашисчĕсене шеллемесĕр тустарнă ветеранăн Вячеслав Калинкин аса илĕвĕ те пил евĕр янăрарĕ çак самантра. Çамрăк ăру тăнлавĕсем тахçанах кĕмĕлленнĕ, туя çине таянса утакан, хăй вăхăтĕнче тăнăç пурнăçа упраса хăварнă аслă ăру çыннисене чĕрĕ чечексем парнелерĕç, ăшпиллĕн тав сăмахĕ каларĕç.

Тахçанах кĕтнĕ самант çитрĕ: Мускав Кремлĕн комендатурин çар çыннин тумне тăхăннă 15 ентеш инçе çула тухрĕ. Республика тата Канаш хулипе район ертÿçисем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем, савнă хĕрĕсем вĕсемпе чукун çул вокзалĕнче ырă сунса сыв пуллашрĕç. Тепĕр çулччен.

 

Юрий СТЕПАНОВ

Рубрика: