Муркашсен туристсене кăтартмалли те нумай

15 Нарăс, 2019

Муркаш районĕнче пурăнакансен тата çак тăрăхра çуралса ÿснĕ çынсен паян пысăк уяв: вĕсем район йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине чыслăн паллă тăваççĕ. Муркаш районне туса хурасси пирки Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕ 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Муркашсем хăйсен сумлă юбилейне çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ. Районта пурăнакансене
тата мĕн савăнтарать, хавхалантарать? Мĕн пирки ĕмĕтленеççĕ вĕсем? Çакăн çинчен Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа калаçрăмăр.

Ростислав Николаевич, нумаях пулмасть районăн 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕр. Хăш- пĕр кăтартупа тĕплĕнрех паллаштарсамăр.
— Предприятисем йĕркеллĕ ĕçлени, инвестицисене явăçтарни, предпринимательлĕхе аталантар-ни — пирĕн бюджетăн тупăш пайне йĕркелемелли тĕп çăл куçсем. 2018 çулхи бюджет пирки калас тăк — пирĕн хамăрăн тупăшсем 196,2 миллион тенкĕпе танлашрĕç. Ку виçĕм çулхинчен 11,4% нумайрах. Налукпа çыхăнман тупăшсем те 2017 çулхинчен 19,6% нумайрах. 2017 çул кăтартăвĕсемпе Муркаш районĕ республикăра финанссемпе пысăк пахалăхпа усă куракан муниципалитетсен йышне кĕчĕ. Çапла майпа бюджет процесĕсене яваплăн йĕркеленине çирĕплетсе пачĕ.
Муркашсем республикăра çеç мар, Раççейри конкурссенче те палăраççĕ. Пĕлтĕр те, виçĕм çул та малти вырăнсенчен пĕрне йышăнтăр…
— Чăнласах та, пирĕн район Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» конкурсра темиçе хутчен те лайăххисен шутне кĕчĕ. 2018 çулта Пĕтĕм Раççейри «Раççейри общество финансĕсемпе усă куракан сферăри чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» XI конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. 2017 çулта — 2-мĕш. Асăннă конкурса пĕтĕмпе 11 хут ирттернĕ. Муркашсем унта 8 хут хутшăннă, çав шутран 4-шĕнче çĕнтернĕ. Пире савăнтаракан тепĕр самант — Юнкă ял тăрăхĕ Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурсра «Муниципалитетăн экономика политики тата муниципалитет финансĕсемпе усă курасси» номинацире 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Вăл 720 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ. Çак укçапа ялти шыв пăрăхĕн тытăмне юсарĕç.
Инвестици проекчĕсем пирки мĕн калама пултаратăр?
— Пĕлтĕр районта 16 инвестици проектне пурнăçа кĕртрĕмĕр, çавна май çĕнĕ 65 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килчĕ. Кăçал çакнашкал 20 проектпа ĕçлеме палăртнă, пĕтĕмпе — 300 ытла милли-он тенкĕлĕх. Çав шутран чи пысăккисенчен пĕри — «Сеспель» предприятире танк-контейнерсен про-изводствине йĕркелесси. Сăмах май, çак предприяти районăн промышленноç аталанăвне пысăк тÿпе хывать. Унта продукци туса илесси 14,5% пысăкланнă. Пĕлтĕр çĕнĕ цех уçăлнă. Предприятире 400 ытла çын вăй хурать, вăтам ĕç укçи — 45 пин тенкĕ. Эпир «Сеспель» обществăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн инвестици площадки йĕркелемешкĕн çĕр лаптăкĕ уйăрса панăччĕ. Çакнашкал инвестици площадкисем кăçал 4-5 таранах хатĕрлесшĕн. Çапла майпа районта татах çĕнĕ производствăсем хута каясса шанатпăр. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура республикăра агропарк туса хумалли пирки каланăччĕ, эпир çавăн валли те 1 площадка хатĕрлесшĕн. Тулли верси...

Сурăх усрасан урара кăçатă пулатех

Çеçмер ялĕнчи Елена Скворцовăн хресчен-фермер хуçалăхĕ 7 çул каялла йĕркеленнĕ. Вăл сысна тата сурăх ĕрчетет. Елена Николаевна урăх районта çуралса ÿснĕ пулин те хăйĕн ĕçне уçма тата аталантарма шăпах Муркаш районне суйланă.

«Çĕр ĕçне питĕ юратать вăл, ÿркенмест», — терĕç маттур фермер пирки район администрацийĕнче. Елена Скворцова арканнă колхозăн юхăннă ĕне фермине пăстарнă, ун вырăнне çĕннине хăпартнă. Халĕ çак витере сысна усраççĕ. Ку территорие йĕри-тавра хÿмепе тытса çавăрнă. Колхоз пÿрчĕ пулнă çурта юсаса хитрелетнĕ. Унта офис валли пÿлĕм уйăрнă. Çавăн пекех фермăра ĕçлекенсем валли тум улăштарма кĕтес хатĕрленĕ, унта душ та, япала çумалли машина та пур. Çак çуртра тĕрлĕ чечек ÿстернĕрен-ши унта килти пекех хăтлă.
Пуçаруллă фермер утă тата тырă склачĕсене çĕнĕрен хăпартнă. «Беларус» трактор, «Вектор» комбайн, ытти техника туяннă. Колхозăн чылай çул акăнман çĕр лаптăкĕсене, «вăрмана» çаврăннăскерсене, тасатса çаврăнăша кĕртнĕ. ХФХ паянхи кун 300 гектар яхăн çĕрпе усă курать. Унта ĕçлекенсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çĕр улми акса-лартса ÿстереççĕ. Выльăх апатне йăлтах хăйсем хатĕрлеççĕ.
«Эпир кавăн та ÿстеретпĕр. Ăна сыснасене çитеретпĕр. Выльăха хамăр туса илнĕ тата пĕçернĕ апатпа çеç тăрантаратпăр. Ăна хăвăрт çитĕнтерекен хутăшсем те, витаминсем те памастпăр. Çавăнпа сысна ашĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса тата пысăк пахалăхлă пулать. Какая уйрăм çынсем маларах саккас парса туянаççĕ. Пысăк хуласенчен килекенсем те пур. Çак сысна какайне пĕрре çисе курнисем малашне те пирĕн хуçалăхранах илеççĕ», — каласа кăтартрĕ сысна фермин за-ведующийĕ Алина Семенова /сăн ÿкерчĕкре/. Вăл кунта ХФХ йĕркеленнĕренпех вăй хурать. Унăн мăшăрĕ те кунтах ĕçлет: сыснасем валли апат пĕçерет, çулла трактор рулĕ умне ларать.
Сурăхсем пирки калас тăк — Елена Скворцовăн хресчен-фермер хуçалăхĕ «курдючный» ăратлине усрать. «Романовский» ăрат та пур. Сурăх какайне те уйрăм çынсем туянаççĕ. Çăмне ХФХра ĕçлекенсем касаççĕ. «Пуçлăх çав çăма ятарласа пуçтарса çÿрекенсене пачĕ, вĕсенчен ХФХра тăрăшакансем валли кăçатă туянчĕ», — йăл кулчĕ Алина Ивановна пире урари кăçаттине кăтартнă май.
Ферма заведующийĕ пĕлтернĕ тăрăх — ХФХ ертÿçин ĕмĕчĕсем пысăк. Выльăх шутне ÿстересшĕн вăл. Ĕçне тата анлăлатасшăн.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.