«Муркаш çăмарти»

27 Авăн, 2014

"Моргаушская" чăх-чĕп фабрики" АУО çăмартисене туянма шухăш тытрăр тăк - сирĕн кăштах черет тăма тивет-тĕр. Умра пĕр 5-10 çын пулатех. Тĕрлĕ брендлă çак çимĕç халĕ суту-илÿре пайтаххине кура, килĕшетĕр пуль, тĕлĕнмеллерех. "Муркаш çăмартине" çынсем мĕншĕн кăмăллаççĕ - пирĕн корреспондент çакна тĕпчесе пĕлес тенĕ.

Чи лайăххине туянатпăр

"Северная" ярмăркка. Шупашкарти "Муркаш çăмартине" сутакан вырăнсенчен пĕри. Предприятин фирма тĕсĕсемпе илемлетнĕ суту-илÿ павильонĕ çакăнта вырнаçнă. Фирма палли - симĕс çаран çинче ÿсекен салтак тÿми чечекĕсем. Хăйне евĕрлĕ тата илемлĕ символ. Тавар туянма килнĕ Юрий Иванов хăйĕн витрине пĕрремĕш сортлă 60 çăмарта хурса пама ыйтать. Ветераншăн йăлана кĕнĕ ĕнтĕ - холодильникре стратеги саппасĕ яланах пулмалла. Чылай çул "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин продукцине кăна туянать.

"Муркаш çăмарти" чи тутли пирки Наталья Голдобина та иккĕленмест. Чăн та, вăл нумай туянмасть - йăваран тин илнĕ çăмарта пултăр тет. Ÿксен те ванман, экологи тĕлĕшĕнчен таса, 10 çăмарта кĕрекен курупкасемпе усă курма тытăннă май тавара тыкалама пушшех меллĕ - киле тĕрĕс-тĕкел илсе çитересси пирки пăшăрханма кирлĕ мар.

"Муркаш çăмартин" пахалăхĕ пирки Зоя Гончарова та ыррине çеç калать. Ăна çăмарта сарри çутă тĕслĕ пулни килĕшет, хакĕ те тивĕçтерет - вăл пахалăхĕпе шайлашуллă. Екатерина Тихоновăпа та калаçрăм. Вăл анне пулма хатĕрленет - ывăл çураласса кĕтет. Çавна май халĕ апат-çимĕç тутлăлăхĕ, унăн пахалăхĕ пушшех пĕлтерĕшлĕ - çавăнпа Муркашри чăх-чĕп фабрикин павильонне кĕнĕ. Кампа кĕскен те пулин калаçма май пулчĕ - пурте хăйсен юратнă предприятийĕ райцентрта вырнаçнă тесе шухăшлаççĕ. Апла мар. "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики" АУО Кораккасси ялĕнче вырнаçнă. Вăрман, уй-хир, Атăл та юнашарах.

Лидер статусĕпе

Ял хуçалăх предприятийĕ 1968 çулта йĕркеленнĕ. Унăн тытăмĕнче - 12 производство цехĕ, инкубатори, чĕпсене çитĕнтермелли виçĕ цех. Акционерсен обществисен ретне фабрика 2012 çулта куçнă. Коллективра 150 çын тăрăшать. Голландин çăмарта тăвакан Шурă Хайсекс кросĕн чăххисене çитĕнтереççĕ. Çак кросс тÿсĕмлĕхпе, нумай çăмарта тунипе уйрăлса тăрать. Анчах чăхсем "чăкăлташма" та пултараççĕ. Калăпăр, витере лампочка çунса кайтăр-ха - талăкри чĕпсем шыв ĕçмессе, апат çимессе те кĕтме пулать. Ун пек чух инкек пуласси те часах - вилме пултараççĕ. Технологи картти пăсăлĕ. Чăхсене çитĕнтерсе вырнаçтармалли вăхăт виçеллĕ пулни вара - тухăçа ÿстермелли тĕп резервсенчен пĕри. Акă мĕншĕн ĕçе тĕплĕ сăнаса тăраççĕ.

Чĕпсенчен 120 кунрах çăмарта тăвакан чăх тумалла. Çавăнпа лайăх пăхмалла, тăрантармалла - ку паха çăмарта туса илмелли тĕп услови. Микроклимат пĕлтерĕшĕ те пысăк. Хĕле хатĕрленнĕ май фабрикăра производство пÿлĕмĕсене тĕплĕ юсаççĕ, фуражлă тырă хатĕрлеççĕ. Предприяти хăйĕн уйĕсенчен аван тыр-пул пухса кĕртнĕ. Унсăр пуçне айккинчен 8 пин тонна тулă туяннă, вăл - комбикормăн тĕп компоненчĕ.

Çавăн чухлĕ тырра вырнаçтармалла вĕт - хушма икĕ пысăк склада хатĕрлеме тивнĕ. Авăн уйăхĕнче комбикорм хатĕрлекен çĕнĕ станци ĕçлесе кайнă. Германире туса кăларнă "Бушхов Турмикс" агрегат сехетре 12 тонна таран апат хатĕрлеме пултарать. Ку - фабрикăна куллен кирлĕ калăпăшăн виççĕмĕш пайĕ. Апат хатĕрлекен цех операторĕ Леонид Грачев кăмăллă, çĕнĕ машина пысăк вырăн йышăнмасть пулин те тухăçлă ĕçлет. Унчченхи оборудовани вара темиçе комплексран тăнă, икĕ цехра вырнаçнă. Халĕ компонентсене авăртса хутăштарасси пĕр вырăнта.

Фабрикăн тĕп технологĕ Ольга Храмова кивелнĕ техникăна инноваци оборудованийĕпе улăштарнине тĕп тĕллев, пулас çитĕнÿсен никĕсĕ тесе хаклать. Хута янă станци кĕске вăхăтра ытларах апат хатĕрлет кăна мар, унăн пахалăхне те лайăхлатать-çке. Чăхсем ытларах çăмарта тăвасси, çăмарта тутлă пуласси шăпах çакăнтан килет. "Тулăсăр пуçне комбикорм тытăмне хĕвел çаврăнăш хывăхĕпе шрочĕ, витаминсем, тинĕс ракушки, витаминлă курăк çăнăхĕ тата ытти кĕреççĕ. Вĕсене япăх хутăштарсан хăш-пĕр чăхха тутлăхлă компонентсем лекмĕç - çăмарта тăвасси чакать. Çĕнĕ комбикорм станцийĕ вара унашкаллинчен упрать, хутăштарасси 1,100000 шайлашăва тивĕçтерет вĕт", - ăнлантарать Ольга Леонидовна. "Бушхов Турмикс" станцие туянма 15 млн тенкĕ тăкакланă. Çулталăк-çулталăк çурăра хакне саплаштарĕ.

Хамăр та, çынсем те кăмăллă

"Муркаш çăмарти" - çирĕпленнĕ, пурте пĕлекен бренд. Апла пулин те - лăпланса ларма юрамасть. Пачах тепĕр майлă теме те юрать - çине тăрарах ĕçлеме, продукцие сутмалли çĕнĕ рыноксем шырама хистет. "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики" АУО ертÿçисем шăпах çапла шухăшлаççĕ.

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2014 çулта чăх-чĕп шучĕ 40 пин пуç пысăкланнă, рекорд шайĕнчи 370 пине çитнĕ. Çакă - чи малтанах технологсемпе ветеринарсен ăсталăхĕпе опычĕн, вĕсем Шурă Хайсекс кросĕн чăххисене ÿстерессипе тăрантарассин тухăçлăхĕн ыйтăвĕсемпе ирттерекен семинарсене кайса илекен çĕнĕ пĕлÿсен кăтартăвĕ. Çав семинарсем Хендрикс Дженетикс компанири голландецсем ертсе пынипе иртеççĕ. Анăçри ĕçтеш çапла пулăшса пынин усси пысăк. "Моргаушская" фабрика кăçал потребительсем валли 74 млн çăмарта тиесе ăсатасшăн. Ку планланинчен - 2 млн, 2013 çулта туса илнинчен 7 млн нумайрах.

Çавна кура çынсене йĕркеллĕ ĕç укçи тÿлеме май пур. Вăл районта чи пысăкки. Администрацире "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики социаллă обязательствăсене чыслăн пурнăçланипе те кăмăллă. Тĕслĕхрен - хăмла çитĕнтересси. "Муркаш çăмартине" федераци шайĕнчи "Магнит", "Метро", "Севен" суту-илÿ сечĕсенче хапăл тунине те çитĕнÿ тесе хакламалла. Унта, пĕлетпĕр, продукципе тивĕçтерекенсем тĕлĕшпе требованисем çирĕп. Çирĕп суйлав витĕр тухни - пысăк ĕç.

"О" - суйласа илнĕ çăмарта

Федераци сечĕсене валли фабрика хăйĕн ассортиментне "Ялти суйласа илнĕ çăмартапа" пуянлатрĕ. Суйласа илнĕ, эппин, чи лайăххи. Кунашкал çăмартана фирма курупкисемпе "О" сас палли хушса сете ăсатаççĕ. Анчах çав курупкасем Чул хулари складсене лексен Чăваш Ене текех таврăнман - ытти региона ăсаннă. Халĕ ку ыйтăва татса панă. "Муркаш çăмарти" Зеленодольскри базăна каять. Маркетологсемпе калаçса татăлнă май "Магнит" сечĕн Чăваш Ен территорийĕнчи лавккисене кирлĕ чухлĕ таврăнать.

Хамăрăн предприятисем туса кăларакан продукци кунти лавккасен сентрисем çинче пултăр тени паян уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн рыноксене ытти регионти конкурентсем çине тăрсах "тапăнаççĕ". Тĕллев - хамăр республикăри кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсен позицийĕсене упраса хăварасси. Çакă республика бюджетне пуянлатас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики" АУОн, куратпăр, малалла ÿсмелли, аталанмалли пĕтĕм услови пур. Пĕр сăмахпа, кунти ĕçченсем хăйсен суту-илÿ маркин чысне упрас тĕллевпе малашне те çине тăрса ĕçлеме, çынсене паха çимĕçпе савăнтарма хатĕр.

Леонид НИКИТИН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.