- Чăвашла верси
- Русская версия
Мунчала Пети çыхать, арлать, купалать...
"Йывăç хапхана улăштарасчĕ. Кама чĕнмелле-ши ĕç тума?" – текен ыйтупа пуç ватмаççĕ Канаш районĕнчи Вăрăмпуçсем. Кил хуçалăхĕнче кăмака е хулари пек камин купаламалла пулсан та çаплах. Тÿрех ял вĕçĕнче уй хĕрринче пурăнакан Мунчала Пети патне çул тытаççĕ. Унăн кил-çурчĕ тĕп урамран инçетерех пулсан та шыраса хăшкăлмастăн. Ăста ятне асăн кăна – ватти те, вĕтти те çул кăтартса ярать. Тăван ялĕнче, таврара çеç мар, Мускавра та, Питĕрте те илтнĕ унăн ырă ĕçĕ çинчен.
"Ара, ылтăн алăллă ăстасем сахал мар-çке чăвашра. Камах тĕлĕнтерĕн тимĕр хапха шăратма е кăмака купалама пултараканпа?" – тейĕ тиркевлĕ вулакан. Вăл е ку ĕç ăстисем чылай пулĕ-ха, анчах Петр Максимов (ялта ăна Мунчала Пети ятпа лайăх пĕлеççĕ) пеккисем тем тесен те сайра. Хăва е çÿçе хуллинчен карçинкка авса пама ыйт – тĕлĕнмелле тирпейлĕ те илемлĕ япала тухать унăн аллинчен. Хушăран вĕсене арçын пасара сутма илсе тухать. Пĕри чарăнса тăрсах киленет Петĕрĕн илемлĕ карçинккисемпе, тепри васкать пулин те вĕсен умĕпе иртнĕ чухне пур пĕр хăвăртлăхне чакарать. Пурне те алăсемпе тытса тĕрĕслеме хăнăхнă кинемейсем вара: "Ывăлăм, çак ытарайми илеме хăвах ăсталарăн-и?" – темесĕр тÿсеймеççĕ.
Кирлĕ пулсан Петĕр кăçатă йăвалама та пултарать. Пĕлесчĕ сирĕн, мĕнлерех ăшă та çемçе унăн çăм аттисем! Пасарта ун пеккисене пайтах шырамалла. Çак ал ĕçне ывăлĕ ашшĕнчен – Иван Мочаловран – вĕренсе юлнă. Лешĕ пурнăçран уйрăлса кайнăранпа виçĕ çул çитет. Анчах Петĕр паян кун та ашшĕпе мухтанать. Мĕн пур ĕçе маçтăрччĕ, алли темĕн тума пултаратчĕ тет.
Улми йывăçĕнчен аякка ÿкмен. Петĕрĕн алли те темĕн патне те пырать. Ĕçсĕр вăл самант та лараймасть. Калăпăр, каннă вăхăтра тепри пĕр-пĕр журналти пуç ватмăшсен тупсăмне тупма кăмăллать. Ку ĕç Петр Максимов валли мар. Каннă чухне те унăн пуçĕ те, алли те ĕçлемелле. Ним çукран вăл çип арлама ларать. Ăна пĕтĕрме те пултарать. Кĕске хушăрах чăлха-нуски е алсиш çыхса хĕрарăмсене тĕлĕнтерет. Мăшăрĕ хăнăхнă ĕнтĕ. Ара кунашкал упăшкапа савăнса кăна пурăнмалла. Упăшки çыхма пĕлнĕрен хĕрарăм алла йĕп тытмасть тесе ан шухăшлăр. Тĕпелте унăн çĕр ĕç, вăхăт çитсен ĕне сума та тухмалла. Кун пек чух арăмĕн аллинче вылянă йĕпе упăшки тытать.
"Манăн асаттепе асанне колхозăн кирпĕч завочĕ пулнă вырăнта пурăннă. Пирĕн ял вĕсенчен самай инçерех. Эпир, вĕтĕр-шакăр, киле каймасăр ялан тенĕн вĕсен çумĕнче кĕшĕлтетнĕ. Асанне алсиш çыхнă е çип арланă чухне унран хăпман. Вăл мĕн тунине пăхса вĕреннĕ. Кайран анне суккăрланчĕ, икĕ куçĕпе те курми пулчĕ. Ачасене чăлха-нуски кирлĕ вĕт. Аппа-йăмăксем çыхма пĕлетчĕç, анчах çăм арлама пултараймастчĕç. Ирĕксĕрех манăн ларма тиврĕ", – каласа парать Петр Иванович.
Ашшĕнчен вăл кăçатă йăвалама вĕреннисĕр пуçне кăмака купалама хăнăхнă. Ку енпе пултарулăхĕ пысăк пулнăран ăна час-часах Мускава йыхравлаççĕ. Илемлĕхпе пахалăха хаклама пĕлекен чаплă çынсем валли пысăк кăмакасем, пĕчĕк каминсем, голландкăсем мĕн чухлĕ ăсталаман-ши? Юнашар пурăнакансен те кÿршисенчен ÿксе юлас килмен. Вĕсем те Петĕре хăйсен дачисене ăмăртмалла чĕннĕ. Ыр ят утпа çÿрет çав.
Тимĕр хапхана шăратмасăр лартаймăн. Вăл ĕмĕр çирĕп тăтăр тесен метала шăратма пĕлмелле. Таврара каллех Мунчала Пети пек ăста тупаймăн. Ахальтен-им ăна Питĕре метро тунă çĕре чĕнеççĕ? Унта вăл вахта мелĕпе çÿрет. Чи кăткăс ĕçе ăна шанса параççĕ.
Петр Иванч килĕнчи мастерскойĕпе те мухтанма пултарать. Пуян вăл. Унта платник-столяр тумне тăхăнать те сĕтел-пукан ăсталать. Ыйт кăна – темĕн тĕрлипе тивĕçтерет. Чÿрече хашакĕ тăвасси те икĕ алла пĕр ĕç темелле. Пластик чÿречесем лартакансене шеллет вăл. Ара, капла хăйсен сывлăхне шар кăтартаççĕ-çке. Йывăçран таси, сиенсĕрри мĕн пултăр!
Ку ĕçе пултараймастăп теес йăла çук Мунчала Петин. Пĕлменнине яланах вĕренме тăрăшать. Акă выльăха апатлама меллĕ пысăк карçинккасем кирлĕ пулнă кил хуçалăхĕнче. Мĕн тумалла? Пасара чупма васкаман Петя. Колхоз ферминче киввине шыраса тупнă та ăна пăхса вĕренме тытăннă. Пĕрремĕш карçинкка савăнтарман, чăлăш-чалăшскер пулса тухнă, çавах хуçи уншăн хĕпĕртенĕ. Кайран ăсталăх хушăнса пынă. Тарăхнă самантсене те аса илет Петр Иванович. Хулăсем хуçăлсан ĕçе йăлт çĕнĕрен пуçлама тивнĕ. Мĕн аппаланатăп çакăнпа, тарама кайтăр вăл тесе те каланă. Кăшт тăхтасан тарăху иртнĕ те арçын каллех ĕçе пикеннĕ.
"Карçинккасем, илемлĕ вазăсем валли пĕр çул ÿснĕ çÿçе хуллисем кăна юрăхлă. Вĕсем вăрăм, çинçе, лайăх авăнаççĕ. Çÿçелĕх таврара чылай, анчах илемлĕ хатĕр тума каякан хулă тупма йывăр. Тинкеререх пăхатăн та – вĕсем кĕске е яка мар. Çÿçелĕх варринче кăна авма юрăхлине иккĕ-виççĕ куратăн. Кăмпа пуçтармалли карçинкка тума çĕр алла яхăн хулă кирлĕ. Эпĕ ăна саппаслăх хатĕрлеме тăрăшатăп", – тет ăстаçă.
Арçын алли витĕр тухнă илемлĕ япаласем Мускава та ăсанаççĕ. Чăвашран парне пултăр тесе пĕлекенсем Мунчала Пети патне ятарласа туянма пыраççĕ.
Инçете ĕçлеме çÿрекенскерĕн ялта вăхăт та сахал ĕнтĕ. Икĕ эрнере килти ĕçсене туса пĕтерме ĕлкĕрмелле те каллех çула тухмалла. Анчах çĕннине алла илесси канăç памасть Петр Ивановича. Çÿçе е хăва хуллинчен вăл пысăкрах япаласем те авса хатĕрлесшĕн. Тем вăхăтран, тен, эпир вăл авса çыхнă пукан, кресло чăтăмлăхне тĕрĕслесе пăхăпăр е сĕтел хушшине ларса чей те ĕçĕпĕр-ха.
Комментари хушас