Мунча сивви

7 Юпа, 2016

Кÿршĕ пултăр тăванран лайăх... Ваттисен çак сăмахĕ, паллах, ахальтен çуралман. Тăванпа куллен тĕл пулмастăн, унпа уйăхĕ-уйăхĕпе курнăçмасса пултаратăн. Кÿршĕ вара куллен юнашар — пулăшу кирлĕ чухне те чи малтан ун патне васкатăн. Акă мĕншĕн лайăх кÿршĕрен пахи çук. Унпа пĕр чĕлхе тупаймасан, пушшех те хирĕçсе кайсан — пĕтрĕ лăпкăлăх, пурнăç тамăка çаврăнать.

Хуйхă çине суйхă

Çĕрпÿре пурăнакан Павловсемпе Пронюхинсен хушшипе хура кушак тÿрех чупса каçман. Кунта Шупашкартан куçса килнĕ май Валериан Пронюхин Павловсем патĕнче пĕрре кăна мар мунча та кĕнĕ-мĕн — хирĕçтăру пуласси пирки тĕлленмен те. Анчах вăхăт иртнĕ май шăпах çак мунча икĕ çемьене хирĕçтерсе янă — хутшăнусене сивĕтнĕ.

Тĕрĕссипе, вĕсем кÿршĕсемех те мар. Павловсем Çĕрпÿри Ломоносов урамĕнче пурăнаççĕ. Пронюхинсем — Комсомолăн 50 çулĕн урамĕнче. Анчах вĕсен юнашар урамсенчи çĕр лаптăкĕсем пĕр-пĕринпе чикĕленеççĕ те — кÿршĕсем теме пулать. Çийĕнчен кунти лаптăксем пысăк мар — 6-шар сотка кăна, çавна май çурчĕсем тĕрлĕ урамра шутланаççĕ пулин те «карта урлă» кăна пурăнаканскерсем пĕр-пĕрне куллен кураççĕ теме те пулать. Шел те, пĕр-пĕрин çине тăшмансем пек пăхаççĕ — ним ăмсанмалли те çук.

Тĕрĕссипе, пирĕн хаçатран Геннадий Павлов пулăшу ыйтни корреспондента çула тухма хистерĕ, хайхи кÿрши унăн мунчине ятарласа çĕртет-мĕн. Командировка вара пĕлтерĕшлĕ пек туйăнман вак-тĕвек те çынсен хутшăнăвĕсене мĕнешкел çивĕчлĕх кÿме пултарнине курса ĕненме май пачĕ.

Павловсем пуян пурăнаççĕ тееймĕн. Кивĕ йывăç çурт — хăй вăхăтĕнче, çемье пуçĕ райкомра инструкторта ĕçленĕ чухне, панăскер. Чăн та, тăрăсăр гаражра МТЗ трактор та, «Жигули» çăмăл машина та пур. «Вĕсем пирĕн мар — кĕрĕвĕн пулнăскерсем», — пăшăрханса ăнлантарать Геннадий Павлович. Вăл вара, Анатолий, пурăнмасть ĕнтĕ — сакăр çул каяллах çĕре кĕнĕ. Циркуляркăпа ĕçленĕ чухне инкек пулнă-мĕн. Вăт, тракторпа машина çавăнтанпах кунта лараççĕ — унтанпа вĕсемпе усă курман.

Çав вăхăталла Павловсен хуйхă çине хуйхă пулнă темелле. Хĕрĕ Валентина вăйпитти çулсенчи упăшкине çухатса тăлăха юлни çитмен, 2010 çулта ывăлĕ çухалнă. Вăл, моряк пулнăскер, Санкт-Петербургра пурăннă. Унран хыпарсем килме пăрахсан пĕртăванĕсем Нева çинчи хулана та кайнă — çĕр çăтнă тейĕн. Хăйĕн автомобилĕпе такси вырăнне те усă курнăскере машинăшăн вĕлермен-ши? — çывăх çыннисен çакнашкал шухăш та пулнă. Апла мар иккен. Çур çултан уççи-хуппи палăрнă. Ладога кÿллине пулла кайнă та — çил тăвăл вăхăтĕнче кимĕ çаврăнса ÿкнĕ, арçын путса вилнĕ. Унăн кайран çиеле тухнă ÿтне тепĕр пулăç асăрханă. Камне палăртайманнине кура ятсăрах пытарнă. Вăхăт иртнĕ май тин кĕсйинчи телефон тăрăх ăна-кăна палăртма пултарнă. «Çапла вара çурла уйăхĕнче путса вилнĕскере нарăсра тин тăван ене илсе килсе пытартăмăр», — ывăлне аса илсе шывланнă куçне шăлать амăшĕ Зоя Федоровна.

«Вĕри» хирĕçÿ

Кĕрĕвне аса илнĕ май Павловсем ун пирки «ылтăн алăллăччĕ» теççĕ. Хайхи гараж та — унăн ĕçĕ. Стенине кирпĕчрен çĕкленĕ, анчах тăррине туса пĕтереймен. Хаçат корреспонденчĕн çулçÿревне сăлтавланă мунчана та Анатолий тунă. Ăна йывăç бруссенчен 1991 çулта çĕкленĕ. Кĕрÿ алли çыпăçуллă пулни куçкĕрет. Аялта — мунча, çÿлте — çуллахи кану пÿлĕмĕ. Шăпах çак мунча ун хыçĕнчи çĕр лаптăкĕн хуçипе Валериан Пронюхинпа килĕштерсе пурăнма чăрмантарать.

Мунчана тунă чухне Пронюхинсем кунта пурăнман-ха. Вĕсем 2002 çулта тин Çĕрпĕве куçса килнĕ. Павловсем каланă тăрăх — мунча тунă чух вĕсен хыçĕнче пурăнакан Рита аппапа нимĕнле тавлашу та пулман: «Эпир ĕçленĕ чухне ирте-ирте кайнă май «вăй патăр!» тетчĕ». Теçетке çултан çак мунчашăн кÿршĕсемпе ятлаçмалла пуласса тĕлленмен те. Çавна май 2013 çулта Пронюхинсем Павловсен мунчине пăстарма ыйтса суда тавăç тăратни чăннипех кĕтменлĕх пулнă-тăр.

Кил хуçи хĕрарăмĕн Зоя Пронюхинăн ячĕпе çырнă тавăç заявленийĕнче палăртнă тăрăх — Павловсем мунчана строительство нормисене пăсса лартнă-мĕн. Правилăсемпе килĕшÿллĕн хуралтăсене çĕр чиккинчен 1 метртан кая мар шаларах кĕртсе хăпартмалла, ку тĕслĕхре вара çак требование пăхăнман. «Мунча стени тата унăн бетон отмостки манăн çĕр çинче, — тенĕ çак документра. — Çавна май çумăр шывĕ манăн çĕр лаптăкĕ çине анать, манăн пурлăха — вутта — сиенлес хăрушлăх тухса тăрать. Çавăнпа та манăн правăна хÿтĕлесе судран мунчана пăстарма ыйтатăп».

Суд ыйтăва тишкернĕ, Пронюхинсен ыйтăвне тивĕçтермен. Вĕсем ку йышăнупа килĕшмесĕр çÿллĕрех инстанцие те кассаци çырнă, анчах Аслă суд та хăйĕн 2014 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчи пĕтĕмлетĕвĕпе район сучĕн йышăнăвне çаплипех хăварнă.

Кун хыççăн лăпланса пурăнмалла пек ĕнтĕ, çапах çураçу тени асра та çук. Тепĕр тесен хирĕçтăру Пронюхинсем суда тавăç тăратичченех пуçланнă — çапла вара вăл чылай çул тăсăлать ĕнтĕ. Валериан Сергеевич Павловсен мунчи çумне хăйĕн вуттине купаласа хунă. Пĕррехинче темиçе ретпе купаланă çав шаршансенчен вутă çухалнă имĕш. Кил хуçи ăна Павловсем вăрлама пултарнă тесе полицие евитленĕ. Павловсем Пронюхин вĕсем пирки элек сарать тесе хăйсен енчен шалти ĕçсен пайне заявлени панă. Çапла вара хирĕçÿ тамалмасть, шалтан шала кĕрсе пырать.

Павловсем кÿрши хăйсен мунчин стенине ятарласа шывпа йĕпетет теççĕ, мунча кантăкĕсене вăлах ватнă имĕш. Пронюхин та вĕсене темшĕн те айăплама пăхать. Суд хăйĕн ыйтăвне тивĕçтермен хыççăн вăл хайхи мунчапа кĕрешмелли шанчăклă мел тупнă. Вуттине кÿршисен мунчи çумне маларахах купаланă-ха. Кăçал вутă шаршанĕсене тăрăпа хупланă — ăна мунча стени еннелле тайлăк тунă. Çапла вара çумăр шывĕ халь çав тăрă тăрăх юхса пĕтĕмпех Павловсен мунчин стени çине каять.

«Çĕртĕр!»

Геннадий Павлович мана мунчана илсе кĕртсех кăтартрĕ: пĕренисем шалтан та нÿрлĕ — типмеççĕ. Шалтан та капла та — тултан пушшех нÿрлĕ ĕнтĕ. Вутă шаршанĕсемпе хупланăскер йĕп-йĕпе тăрать-тĕр. Акă мĕншĕн Павловсем мунчашăн хуйха ÿкнĕ — çĕрсе каять вĕт! Ватăскерсем çĕнĕ мунча тăваясси иккĕленÿллĕ, çавăнпа Пронюхинсене вуттине унтан илме тархаслаççĕ — кăлăхах.

Пĕр енне итленĕ хыççăн тепринпе курнăçманни корреспондента чыс тумасть. Йышăнатăп, усал та чее çынпа тĕл пулма тивессе кĕтсе тепĕр урама каçрăм. Йăнăшрăм пек те туйăнчĕ: 79 çулти Валериан Сергеевич манпа йĕркеллех калаçрĕ. Тепĕр тесен манпа мĕншĕн хирĕçмелле? — эпĕ унăн çĕрĕпе юнашар мунча лартман вĕт.

Вутта Павловсен мунчи çумĕнчен илме сĕннине вара вăл яхăнне те йышăнмасть. Унăн логики çирĕп: «Кунта такам та килчĕ ĕнтĕ. Хăйсен удостоверенийĕсене кăтартаççĕ — чинлă çынсем. Пурте Геннадипе мирлешме сĕнеççĕ. Анчах мирлешмешкĕн темшĕн манăн утăм тумалла — вутта урăх çĕре куçармалла... Вăл мунчине куçартăр, вара тин мир пулать», — татăклăн калать вăл.

Зоя Федоровна хăйĕнчен вутта унтан илме сĕннине, мунча стенине ан çĕртĕр тесе тимĕрпе сăрас тенине çаплах хуравланă-мĕн: «Мунчăра шалалла куçарăр та — хуть те ылтăнпа сăрăр». Геннадий Павлович пирки те сăмахсене суйласа тăмасть: «Эпĕ çав çынпа пĕр гектар çинче с...ма та лармастăп!» Акă еплерех кÿршĕсен хутшăнăвĕсем!

Мана пахчана та ертсе тухрĕ. Унăн та кунта мунча пур — кăшт айккинерех. Вутта вара унта мар /меллĕрех пулатчĕ пек/, кÿршисен мунчи çумне купаланă. «Пахча варрине шаршанлаймастăп ĕнтĕ», — тет. Тепĕр тесен мĕншĕн шăпах ют мунча патне купаланине те пытармасть: «Çĕртĕр! Эпĕ мар, вĕсем ман çĕр çине кĕнĕ. Апла тăк манăн вутта куçармалла мар, вĕсен мунчине куçармалла».

Судăн Павловсем майлă йышăнăвĕ пирки те унăн шухăшĕ çирĕп: «Судра райкомра-мĕнре ĕçленĕскерĕн пĕлĕшĕсем лараççĕ — çавăнпа манăн ыйтăва тивĕçтермерĕç. Манăн çĕр çине шыв анасран Павловсене валак ларттарма йышăнчĕç — усси çавă кăна пулчĕ».

Хăй тĕрĕссине ĕнентермешкĕн пÿртрен пĕр тĕрке хут илсе тухрĕ. Вутă çухалнă тĕслĕхпе право хуралĕн органĕсем ĕçе вĕçне çитерменнипе питĕ кăмăлсăр: полици, прокуратура — пурте ячĕшĕн кăна хуравланă-мĕн. Хула администрацине те лăпкă пурăнма памасть: унти чиновниксен те Валериан Сергеевичăн ыйтăвĕсене пĕрре кăна мар хуравлама тивнĕ. Çав хуравсенче хуралтăсем — чикĕрен 1 метртан, пурăнмалли çурт 3 метртан кая мар пулмалли пирки уçăмлă каланă, Пронюхин çак норма çине пусăм тăвать. Павловсем мунча тунă чух кунашкал нормăсем пулманни пирки каланине шута илмест. Çийĕнчен нумаях пулмасть вăл техника инвентаризацийĕн бюровĕнчен справка илнĕ. Çав документ чикĕ мунча стенипе иртнине палăртнă. «БТИ ĕçченĕ чикĕ мунча пĕренин варрипе иртет терĕ. Стени те чикĕ çинче те, эппин, стенаран тухса тăракан тăрă, стена çумĕнчи бетон отмостка пушшех ман енне каçнă», — хăех тĕрĕссине ĕнентерет Валериан Сергеевич. Çавна май малалла кĕрешес кăмăлĕ çирĕппине палăртать — эппин, тавăçсем татах та пулĕç-ха.

...Истори çĕршĕн çĕршывсен хушшинче вăрçăсем пуçланнин нумай тĕслĕхне пĕлет. Ку тĕслĕхре те çавах. Икĕ çемье хушшинче чăн-чăн вăрçă. Шел те, çак хирĕçтăрура çĕнтерÿçĕ пулма ăнтăлни вырăнсăр. Павловсем те, Пронюхинсем те çамрăк мар — ватлăха, пурнăçăн юлашки сыпăкне çакнашкал киревсĕр хирĕçÿ наркăмăшлани пĕр енне те савăнтармасть ĕнтĕ. Апла тăк, чăнах та, мирлешмелле кăна. Çук, пĕри тĕрĕс, тепри йăнăш темешкĕн эпĕ судья та, следователь те мар. Çапах, килĕшсемĕр, вутта куçарасси мунча пăсассинчен тем тесен те çăмăлрах. Апла тăк, тен, Валериан Сергеевич, кăмăлăра çемçетсе хайхи 1 метрлă строительство норми çине алă сулма вăй çитеретĕр?

Николай КОНОВАЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.