Моторлă, анчах катаччи валли мар

Мотоблоксемпе çыхăннă аварисем — çине-çинех

Колхозсем ĕçленĕ чухне ялсенче мотоблоксем кирлех те пулман-тăр. Пĕрлехи хуçалăх трактористне çур литр тыттар та — пахчана сухаласа парать. Çĕрулми йăранĕсен хушшине çырмалла-и — тархасшăн, колхоз хăйĕн лашисемпе усă курма чармасть. Халь чылай çĕрте пĕрлехи хуçалăхсем те çук, нумайăшĕ уйрăм çынсен харпăрлăхне куçрĕ, ялсенче лаша та йышлă мар. Эппин, хушма хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама мотоблок кирлех. Паян вăл ялта пурăнакан, хăйне хисеплекен кашни арçыннăн пур. Чăннипех меллĕ техника, анчах вăл ялти ĕçе çăмăллатнипе пĕрлех хăрушлăх та илсе килчĕ — çулсем çинче мотоблоксем хутшăннипе çине-çинех инкексем пулаççĕ.

Республикăра паян миçе мотоблок-ши — çакна никам та пĕлмест-тĕр. Никам та шутламан, мĕншĕн тесен ку техникăна регистрацилеме кирлĕ мар. Чăваш Енĕн Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен техника юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Еландаев татăклăн калать: «Тракторсен, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕрпе строительство машинисен тата вĕсен прицепĕсен патшалăх регистрацийĕн правилисем пур. Вĕсемпе килĕшÿллĕн двигатель калăпăшĕ 50 кубла сантиметртан пысăкрах, чи пысăк конструкци хăвăртлăхĕ сехетре 50 километртан иртекен автомототранспорт хатĕрĕсене, пурте усă куракан автомобиль çулĕсемпе çÿремеллискерсене, кăна регистрацилемелле».

Паллах, çынсем ăна нумай туяннине çакă та сăлтавлать-тĕр. Регистрацилесе чăрманмалла, тăкакланмалла, çуллен транспорт налукĕ тÿлемелле пулсан хăшĕсем алă сулнă пулĕччĕç. Хакĕ пур-ха, çапах пурпĕр икĕ кустăрмаллă çак хатĕре нумаййăн туянаççĕ. Ĕçре чăннипех пысăк пулăшу кÿрет: калăпăшлă техника кĕреймен лаптăксене сухалама-кăпкалатма лайăх, ăна-кăна тиесе килме меллĕ. Теприсем вара унпа пассажирсене илсе çÿремелли транспорт хатĕрĕ пек те усă кураççĕ. Пĕлĕшĕм ялта пурăнать те — лавкка инçе маррине пăхмасăр çăкăр илме каймашкăн та хăйĕн мотоблокне хускатать, çуран утасшăн мар. Велосипед тейĕн!

Паллах, мотоблокпа пассажирсене илсе çÿреме юрамасть. Прицепĕ пулсан та — юрамасть! Çакна унăн эксплуатаци хучĕсенче те çирĕплетсех палăртнă. Прицеплă тăк — вăл груз турттармалли платформăпа танлашать. Çул-йĕр правилисен 22-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн пассажирсене автомобильсемпе кăна илсе çÿремелле. Груз турттармалли платформăсем вара — тĕрлĕ тиев валли кăна, пассажирсем валли мар. ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн управленийĕнче эпир интересленнине хуравланă май çаплах каларĕç: «Мотоблок — уйрăм çын усă курмалли транспорт хатĕрĕ. Унăн водителĕпе юнашар пассажирсен çÿреме юрамасть, мĕншĕн тесен вăл водителе маневр тума чăрмантарасси те часах — хăрушлăх пысăк».

Çак техника паспортĕнче вăл хушма хуçалăхра усă курмалли хатĕр пулнине, унпа çулсем çине тухма юраманнине те палăртнă. Çул çине тухасах пулсан водитель ытти транспорт хатĕрĕн рулĕ умĕнчи çынпа танлашать. Эппин, çул-йĕр правилисемпе килĕшÿллĕн транспорт хатĕрĕн çывăх çутă е кăнтăрлахи çулçÿрев çути пулмалла, прицеп çине фара çути ÿксен хирĕç хĕрлĕ тĕспе çутатакан элементсем вырнаçтармалла. Кун пек чухне мотоблок водителĕн ытти транспорт хатĕрĕпе çÿрекен мĕнпур çынна пырса тивекен правилăсене пăхăнмалла.

Правилăсене пăссан водителе РФ КоАПĕн 12.29 статйин 2-мĕш пайĕпе административлă майпа явап тыттараççĕ. Шел те, хăшпĕр çын мотоблокпа çула ÿсĕрле тухма та шикленмест. Кун пек чухне ПАИ инспекторĕ чарсан 1-1,5 пин тенкĕлĕх штрафланинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Чăн та, хăшĕсем мотоблок транспорт хатĕрĕ мар, эппин, унăн водительне штрафлани те саккунсăр теме пăхаççĕ. Анчах ПАИре ку енĕпе иккĕленÿ çук: «Мотоблок та — транспорт хатĕрĕ. Унăн водителĕ çулçÿреве хутшăнать тĕк — эппин, туллин явап тытма тивĕç». Суд та çак позицие йышăнать.

Чăваш Енри тĕслĕхе аса илеймерĕç, анчах Алтай крайĕнче мотоблокăн ÿсĕр водительне пысăк штрафпа явап тыттарни пулнă. Унта Н.-а шăпах мотоблокпа ÿсĕрле çула тухнăшăн ПАИ инспекторĕсем тытса чарнă, 30 пин тенкĕлĕх штрафланă, çулталăк çурăлăха водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă. Вăл вара яваплăхăн çак мерипе килĕшмен, суда тавăç тăратнă. Мотоблок рулĕ умĕнче пулман, юнашар кăна тăнă имĕш. Çийĕнчен — ку техника транспорт хатĕрĕ шутланмасть...

Суд ĕç-пуçа тĕпченĕ, мотоблок прицеплă пулнине кура вăл транспорт хатĕрĕ шутланнине çирĕплетнĕ, яваплăх мерине улăштармасăр çаплипех хăварнă. Çапла вара икĕ кустăрмаллă техника та çăмăлттайлăха каçармасть — яваплăх çирĕп.

Шел те, чылайăшĕ çак яваплăха туймасть çав. Кăтартăвĕ хурлăхлă: мотоблоксем сăлтавланă аварисем — çине-çинех. Юлашки тĕслĕх — авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулни. Каçхине çул çине тухнă мотоблок çине çăмăл машина пырса кĕнĕ. Хăрушă инкек: виçĕ çын вилнĕ, çиччĕн суранланнă. Тĕттĕмре çăмăл машина водителĕ нимĕнле çутăпа та палăртман мотоблока тем тесен те асăрхаса ĕлкĕреймен...

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче вара Етĕрне районĕнче инкек пулнăччĕ. Унта та каçхине 19 сехет çитеспе «Хонда» автомобиль мотоблок çине пырса кĕнĕ. Ял хуçалăх техникин пĕр пассажирĕ васкавлă медпулăшу машини çитиччен вырăнтах вилнĕ, водитель тата тепĕр пассажир суранланнă.

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Элĕк-Ишек автоçул çинче çын пурнăçĕ татăлнă. Ку тĕслĕхре те мотоблок хуçи пассажирсене лартса тухнă. Вĕсем çине ГАЗ машина пырса кĕнĕ. Аварире мотоблокăн пĕчĕк пассажирĕ, 8 çулти ача, вилнĕ, тата икĕ пассажира больницăна ăсатма тивнĕ.

...Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Анчах правилăсене пĕлсе тăрсах пăсатпăр тăк — ку инкек пултăр тенипе танах мар-и? Мотоблокпа пассажирсене илсе çÿреме, аслă çулсем çине тухма юрамасть — çак правилăсем, тĕрĕссипе, юнпа çырăннă. Вĕсене уямасăр çăмăлттайланни ырăпа вĕçленмест.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Хушса калани. Мотоблок пирки трактор прототипĕ теççĕ. Суха тумалли çак хатĕрпе чи малтан ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Швейцарире усă курма тытăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ку техника СССРта та курăнкалама пуçланă. Паян вара ун пирки техникăн Раççейри, çав шутра Чăваш Енри ялсенчи чи анлă сарăлнă тĕсĕ теме те пулать.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.