- Чăвашла верси
- Русская версия
Московскин Царевна çуралнă, Терентьева качча тухнă
Халĕ пурте тенĕ пекех варени-компот хатĕрлеççĕ. Ял халăхĕ выльăх валли утă тăвать, пахча çимĕç пуçтарать. Пĕр сăмахпа каласан — канма пушă пĕр минут та çук. Чăваш эстрада юрăçисем вăхăта мĕнле ирттереççĕ-ха? Вĕсен пурнăçĕнче çĕнни мĕн пулнă? Халех пĕлĕпĕр.
Чăвашсен кĕр мăнтăрĕпе кĕрекене ларасси йăлана кĕнĕ. Уйрăмах çак вăхăтра туй кĕрлеттерекен нумай. Акă «Янташ» ушкăн солистки Ольга Терентьева та алла çĕрĕ тăхăннă — темиçе эрне каялла вăл арăм пулса тăнă. «Манăн чи кĕтнĕ ир», — çапла çырнă Ольга туй кунхине шурă пĕркенчĕк тăхăнса ÿкнĕ сăн ÿкерчĕк айне. Пĕрлешекенсем мăшăрлану керменĕнче мар, урамра çырăннă. Çавăнпа çав вырăна капăрлатнă. Пулать вĕт çавăн пекки! Ольга хăйĕнни пек хушаматлă яшпа çемье çавăрнă. «Кам пĕлмест — манăн хушамат улшăнман», — пĕлтернĕ юрăç хăйĕн страницине пăхса тăракансене. Туй хыççăн çĕнĕ мăшăр çул çÿреве тухса кайнă, Кипра çитнĕ. «Кипр — тĕлĕнмелле вырăн. Эпир Айя-Напăра – чикĕсĕр «тусовкăсен» хулинче — вырнаçрăмăр. Урам тăрăх уçăлса çÿретпĕр, пляжра хĕртĕнетпĕр», — тенĕ артистка тинĕс хĕрринче ÿкнĕ сăн ÿкерчĕксен айĕнче. Мăшăрĕпе иккĕшĕ Троодос сăрчĕпе киленнĕ, сăваплă мăнастире çитес тесе 1 пин метр çÿллĕшне хăпарнă, тинĕс апат-çимĕçĕпе сăйланнă. Чылай каннă унта вĕсем, çĕнĕ кăмăл- туйăмпа тăван çĕршыва таврăннă. Ольга Терентьевăн пултарулăхĕпе кăсăкланакансене кăмăла хуçакан хыпар пĕлтерме тивĕ: çамрăк артистка Шупашкара таврăнма шухăшламасть иккен. «Эпĕ Мускава куçса кайрăм. Кун пирки ача чухнех ĕмĕтленнĕ, алла диплом илни те, качча тухни те витĕм кÿчĕç. Чăвашра мĕн пулса иртни çавăнтах юлчĕ. Паллах, веçех пăрахса хăварма çăмăл мар. Анчах манăн вăй-хăват тапса тăрать. Çĕнĕ хулара çĕнĕлле пурăнма пуçлăп», — пĕлтернĕ Ольга. Вăл пултарулăх енĕпех аталанасшăн иккен — мероприятисене йĕркелекенре тăрăшасшăн. Çанă тавăрса ĕçлесен веçех пурнăçа кĕрет мар-и?
Пĕрисем туй кĕрлеттереççĕ тĕк теприсем йыш хушаççĕ. Нумаях пулмасть Алексей Московский виççĕмĕш хут ашшĕ ятне илтнĕ. Московскисен çемйинче ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ-ха. Халĕ тепĕр хĕр пĕрчи çуралнă. Алексей Инстаграмра çырнă тăрăх, пĕчĕкскере Царевна ят панă. Ахăртнех, Московскисем хĕрĕ валли питĕ сайра тĕл пулакан ят шыранă. Вăл ÿссен пысăк çын пуласса та шанаççĕ пулĕ. Ара, патша ячĕсем хăйсемех влаçа алла илме хĕтĕртеççĕ вĕт. Алексей пĕчĕкскерпе амăшне больницăна кĕтме пысăк чечек çыххипе, тĕрлĕ тĕслĕ сывлăш хăмписемпе пырса тăнă. «Царевна Алексеевна ашшĕне, пиччĕшĕпе аппăшне курма, илтме питĕ хавас пулчĕ», — тенĕ «Арăм юнашар пулсан», «Ман юлташăн паян туй» тата ытти хита куракан патне илсе çитернĕ юрăç.
Спортпа кăсăкланакан юрăçсен ретне Сергей Лекеров та тăрас тенĕ пулĕ. Вăл бадминтонла вылянă. Çакна çирĕплетсе Инстаграма сăн ÿкерчĕк вырнаçтарнă. Патăрьел районĕн каччи пурнăçне çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăрать. Халĕ акă купăс калама вĕренес тенĕ. Çак музыка инструментне алла тытнăскер çамрăк юрăçăн Владимир Егоровăн «Эпĕ мар» юррине шăрантарнă. «Пĕрремĕш урок. Мĕнле пек?» — ыйтнă Сергей хăй купăс каланине ÿкернĕ видео айĕнче. «Пĕрреллĕхе — чаплă», «Питĕ лайăх. Вĕренмелле тата!», «Темччен итлеме хатĕр», — тенĕ пĕри те тепри юрăçа хавхалантарса. «Сергей, юрри санăн мар, Володя Егоровăн. «Авторство» пур-и?» — интересленнĕ Валентина Кузнецова юрăç. Мĕн каласшăн пулнă-ши вăл? Юрри урăх артистăн пулсан ăна юрлама юраманнине-и? «Эпĕ купăспа хамăн мар 1000000000000 юрра шăрантарма пултаратăп», — хуравланă Сергей Лекеров. Купăс калама çеç мар, шахматла выляма та ухута «Оппа, чиперкке», «Арăм ман» юрăсене шăрантаракан артист. Çакна çирĕплетсе вăл Сергей Павлов юрăçпа шахматла вылянă чухне ÿкернĕ сăн ÿкерчĕке вырнаçтарнă. «Паян профессионал шахматистсен хушшинче Раççей шайĕнчи конкурс иртрĕ. Эпир ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕпе Сергей Павловпа финала тухрăмăр. Туслăх çĕнтерчĕ: пĕрремĕш вырăна иккĕн пайларăмăр», — шÿтлесе шăрçаланă çамрăк юрăç. Малалла вулас...
Çăлтăрсен Инстаграмри
страницисене
Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ тишкернĕ.
Комментари хушас