Монополипе çивĕчрех кĕрешме саккуна çĕнетмелле
Монополипе кĕрешес тата контракт тытăмĕ çинчен саккунсем кăларас, ăна çĕнетес ыйтупа июнĕн 16-17-мĕшĕсенче Шупашкарта регионсен хушшинчи семинар-канашлу иртрĕ. Ăна федерацин Монополипе кĕрешекен службин управленийĕн Чăваш Енри ертÿçи Вячеслав Борисов йĕркелерĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата РФ Монополипе кĕрешекен службин тĕп аппарачĕн ертÿçин заместителĕ Андрей Кашеваров хутшăнчĕç.
Семинар-канашлура Раççей Монополипе кĕрешекен службин, унăн 18 регионти органĕпе вĕренÿпе меслетлĕх центрĕн, ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствин, Шупашкар хула администрацийĕн, федерацин республикăри ĕç тăвакан органĕсен, судсен, аслă шкулсен, патшалăхпа муниципалитетăн ытти представителĕсем федерацин 2013 çулхи апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнчи "Патшалăх тата муниципалитет ыйтăвĕсене татса пама тавар туянмалли, ĕçпе тивĕçтермелли, пулăшу кÿрекен тытăмри контракт системи çинчен" 44-мĕш саккунĕпе тата патшалăх саккасĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Контракт тытăмĕ çинчен йышăннă саккуна пурнăçлас тĕлĕшпе республика тăвалла чылай туртăннине палăртрĕ Иван Борисович. "Тавар туянас ĕçри ырă утăмсем малалла аталанма хавхалантараççĕ, - терĕ. - Конкуренци çивĕч-лĕхĕсĕр хаклашусен тÿпи чакни вара - ырă пулăм. Малашне патшалăх тата муниципалитет ыйтăвĕсене татса пама тавар туянассине электрон хатĕрĕсен пулăшăвĕпе пурнăçлĕç. Çакă вăхăта, укçана перекетлеме, экономикăна аталантарма май парĕ".
2014 çулта халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерме республикăра 15,3 млрд тенкĕлĕх тавар туяннă. 2012 çула пĕтĕмлетнĕ хыççăн ăна туянма ирттернĕ хаклашу тÿпи - 75, 2013 çулта - 77,3, пĕлтĕр 85,3% пулнă. Хаклашăва хутшăнакансен йышĕ те çулсерен ÿсет. Контракт тытăмĕ лайăх ĕçленине пула республикăра бюджет тухăçлăхĕ 924,7 млн тенке /ÿсĕм - 6,6%/ çитнĕ.
ЧР экономика министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Инна Антонова патшалăх ыйтăвĕсене татса пама таварпа тивĕçтерес ĕçре пулакан улшăнусемпе паллаштарчĕ. ЧР конкурент политикин тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин заместителĕ Алина Елисеева 44-мĕш саккуна тиркевлĕн тишкерчĕ. Икĕ çул иртнĕ пулин те унпа усă курнă чухне кăткăслăхпа тĕлпулнине асăнчĕ. Монополипе çивĕчрех кĕрешес тĕллевпе саккуна çĕнетсе улшăнусем кĕртме сĕнчĕ. "Тивĕçтермест вăл пире, - терĕ Алина Юрьевна. - Контракт тытăмĕнче ĕçлемелли специалистсене шыраса хăшкăлатпăр. Пĕр аукцион та пĕрремĕш хутĕнче ăнăçлă иртмест. Суту-илÿ хаклашăвĕ хамăра тивĕçтертĕр тесе ку ыйту патне темиçе таврăнма тивет. Çак çитменлĕхсем йăлтах саккуна ăнланма йывăррипе çыхăннă".
Семинар-канашлура унăн шухăшĕпе нумайăшĕ килĕшрĕ.
Комментари хушас