Монохула тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрĕ
10 Aug, 2016 | Хыпар | Хула | Уяв

Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хули 464 çул тултарнине уявлама хутшăннă. Праçник «Труд» стадионра иртнĕ.

Михаил Игнатьев Улатăрсене Хула кунĕ ячĕпе саламланă. «Улатăрăн — историпе çыхăннă хăйĕн илемĕ, хăвачĕ. Вăл хăйнеевĕрлĕхпе, йăлисемпе мухтавлă. Паян хулана хăнасем килеççĕ, туризм аталанать, предпринимательсем çĕнĕ производствăсем, ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. Монохула Раççей Правительствин шайĕнче тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрĕ, пурнăçа лайăхлатмашкăн çĕр-çĕр миллион тенкĕ илме пултартăмăр. Пĕрле вăй хурса эпир Улатăра тата та хăтлăрах тăвасшăн, хула аталанăвĕн программисене пурнăçлама укçа хыватпăр», — тенĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ хулан ырми- канми ĕçпе палăрнă çыннисене тав тунă, наградăсемпе чысланă. Вĕсен шутĕнче — Улатăрти общество хăйтытăмлăхĕн «Западный» территори организацийĕн председателĕ Елена Гарцева, вырăнти хут фабрикин тĕп инженерĕ Алексей Савинов.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Седов хăйĕн сăмахĕнче Улатăрта федераци тата республика шайĕнчи программăсем ăнăçлă пурнăçланнине палăртнă. Çак ĕç валли укçа çителĕклĕ тата вăхăтра килет. Калăпăр, çулсем тума, вĕсене юсама республикăн Çул-йĕр фондĕнчен кăçал муниципалитет валли 50 миллион тенке яхăн уйăрнă.

Вăл кăçал, Кино çулталăкĕнче, «Лабиринт» суту-илÿ çуртĕнче икĕ кинозал уçăласси çинчен те пĕлтернĕ. Çакă — хула федерацин кинозалсене çĕнетмелли программине кĕнин кăтартăвĕ, çак тĕллевпе 4,7 миллион тенкĕ уйăрнă.

Улатăрсене çавăн пекех Федераци Канашĕн комитечĕн председателĕ, Улатăр хулин Хисеплĕ гражданинĕ Константин Косачев, Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ыттисем саламланă.

Михаил Игнатьев «Западный» микрорайонта пулнă, нумай хваттерлĕ çурт строительствипе паллашнă. Александр Седов çынсене авариллĕ çуртсенчен куçармалли программăпа килĕшÿллĕн кăçал хулара нумай хваттерлĕ пилĕк çурт хута ярассине çирĕплетнĕ. «460 çынна хăтлă хват-терсене куçаратпăр. Çавăн пекех нумай ачаллă виçĕ, çамрăк тăватă çемьен, тăлăх икĕ ачан пурăнмалли лаптăкпа çыхăннă ыйтăвне татса паратпăр. Виçĕ тата ытларах ачаллă 66 çемье уйрăм çурт çĕклемешкĕн çĕр лаптăкĕ илет», — тенĕ вăл.

Михаил Васильевич строительство ĕçĕсен культури çÿллĕ шайра пулмаллине аса илтернĕ, строительсен хăйсем çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçламалли, ĕçсен пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулмалли, мĕнпур ĕçе вăхăтра пурнăçламалли пирки асăрхаттарнă.

Е.ПЕТРОВ

 

Е.ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.