Мирлĕ вăхăтра пуç хунисене асăнса
«Мирлĕ вăхăтра çар службин тивĕçĕсене пурнăçланă чухне вилнĕ çар çыннисен Астăвăм кĕнеки» — шăпах çак ятпа кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кăларăм кун çути курчĕ. Ăна Чăваш Республикинче çуралнă çынсене — 1946-2015 çулсенче тĕрлĕ çар конфликтĕнче тата мирлĕ вăхăтра пуç хунисене — халалланă. Астăвăм кĕнеки çинчен ăна хатĕрлекен ĕç ушкăнĕн ертÿçи, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Татьяна КАЗАКОВА каласа кăтартать:
— Астăвăм кĕнекине хатĕрлес ĕç икĕ çул ытла тăсăлчĕ, унта ЧР çар комиссариачĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен уйрăмĕсем, Наци библиотеки, Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕ хутшăнчĕç. Вĕсене республикăра пурăнакансем те пулăшрĕç: хăйсен вилнĕ тăванĕсем, пĕлĕшĕсемпе юлташĕсем пирки сведенисене çар комиссариачĕсен уйрăмĕсене çитерчĕç. Çапла вара пĕрлехи вăйпа пархатарлă ĕç — Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă май пуç хунă ентешсен хăйнеевĕрлĕ мемориалне — хатĕрлеме май килчĕ.
— Çакнашкал кĕнеке кăларас ĕçĕн пуçаруçи кам?
— Ку пуçару — Раççей Оборона министерствин. Саппасри офицерсем асăннă министерствăна мирлĕ вăхăтра тата тĕрлĕ хирĕçтăру вăхăтĕнче çар службин тивĕçĕсене пурнăçланă чухне вилнисене асăнса Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче Астăвăм кĕнеки кăлармашкăн сĕнÿпе тухнă. Чăваш Республикинче çакнашкал кĕнекене тивĕçлипе хатĕрлеме 2013 çулта ĕç ушкăнĕ туса хунă.
— Кĕнекен тĕллевĕ мĕнлерех?
— Мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварас тĕллевпе хăйсен тивĕçне пурнăçланă май хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса вилнĕ салтаксене яланлăхах асра тытасси — пирĕн таса тивĕç. Астăвăм кĕнекин тĕллевĕ — Раççей Федерацийĕн тата Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар çыннисен — Раççейри тата унăн тулашĕнчи хĕç-пăшаллă хирĕçтăрусенче аманса-суранланса, контузи илсе, чирлесе пурнăçран уйрăлнисен, çавăн пекех хыпарсăр çухалнисен — ятне яланлăхах асра хăварасси. Астăвăм кĕнекине мирлĕ вăхăтра — 1946 çултан пуçласа 2015 çулччен — çар службин тивĕçĕсене пурнăçланă чухне вилнĕ çар çыннисен ят-хушаматне пĕрремĕш хут кĕртнĕ.
— Çĕнĕ кăларăмăн тытăмĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес килет. Унта камсен хушамачĕсене кĕртнĕ?
— Пĕр томлă кăларăм вăл, виçĕ пайран тăрать. Пайсенче алфавит йĕркипе пуç хунисен хушамачĕпе сăнÿкерчĕкне, çар званине, Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретне хăçан тăнине вырнаçтарнă. Кашнин пирки кĕске биографи, мĕнле çапăçусене хутшăнни, хăçан вилни тата ăçта пытарни пур.
Пĕрремĕш пайра Афганистанра 1979-1988 çулсенче вилнĕ интернационалист салтаксен списокĕ вырăн тупнă. Иккĕмĕшĕнче — Чечня Республикинче тата Раççей Федерацийĕн унпа юнашарти территорийĕсенче хĕç-пăшаллă хирĕçтăру условийĕсенче, 1994 çулхи раштавран пуçласа 1996 çулхи раштав уйăхĕччен хĕç-пăшаллă хирĕçтăру зони тесе йышăннисенче тата Çурçĕр-Кавказ регионĕнчи 1999 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçланнă контртерроризм операцийĕсен вăхăтĕнче, Таджикистан Республикинчи çар действийĕсенче /1992 çулхи авăн-чÿк, 1993 çулхи нарăс — 1997 çулхи раштав/, Абхази Республикинче тăнăçлăха сыхласа хăварас миссие пурнăçланă чухне /Грузипе Абхази конфликчĕ — 2008 çулхи çурлан 8-22-мĕшĕсенчи çар действийĕсене шута илмесĕр/, Раççей Федерацийĕн гражданĕсене, Кăнтăр Осети тата Абхази Республикисенче пурăнакансене, хÿтĕлессипе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă тĕллевсене пурнăçланă чухне /2008 çулхи çурлан 8-22-мĕшĕсенче/, тахçан Югослави Республики пулнăскерте тăнăçлăха сыхласа хăварас миссие пурнăçланă чухне пуç хунисен. Виççĕмĕш пайра — çар службин тивĕçĕсене мирлĕ вăхăтра пурнăçланă май вилнисен. Хушăмра Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче вилнĕ, çапах тĕрлĕ сăлтавпа Чăваш Республикин АСТĂВĂМ-ПАМЯТЬ кĕнекин кун çути курнă томĕсене кĕреймен çынсен хушамачĕсене уйрăм списокпа вырнаçтарнă.
Астăвăм кĕнекине пĕтĕмпе 592 çар çыннин хушаматне кĕртнĕ. Унтах литературăн анлă списокĕ те пур, ăна ЧР Наци библиотеки хатĕрленĕ.
— Астăвăм кĕнекин электрон версийĕ пулĕ-и?
— Çак кĕнекене кăларнипе редакци коллегийĕн ĕçĕ вĕçленмест-ха. ЧР Наци библиотекин сайтне Астăвăм кĕнекин электрон версине вырнаçтарăпăр. Шел, список вĕçленмест-ха. Çĕнĕ сведенисем тупăнса пынăçемĕн çар çыннисен ят-хушаматне, тĕрлĕ сăлтавпа пичет кăларăмне лекейменнисенне, кĕнекен электрон версине вырнаçтарăпăр е халĕ пур списоксене хушăмсемпе улшăнусем кĕртĕпĕр. Ентешĕмĕрсен ятне яланлăхах асра хăварас ĕçе республикăра пурăнакансене те хутшăнма чĕнсе калатпăр: вĕсен çĕнĕ сведенисем пур-тăк çакăн пирки çар комиссариачĕн вырăнсенчи уйрăмĕсене пĕлтерме ыйтатпăр.
Ирина НИКОЛАЕВА
калаçнă
Комментари хушас