Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ: ăшă пÿлĕмре тулти сивĕ туйăнмасть

Паян республика Пуçлăхĕ Правительство членĕсем тĕлĕшпе нихçанхинчен тиркевлĕ пек те туйăнчĕ. Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тишкерме пысăк пĕлтерĕшлĕ документсене тăратнă, çав шутра — патшалăхăн экономика, социаллă пурнăç аталанăвне йĕркелекен программисем. Чылайăшĕ тĕлĕшпе Михаил Игнатьевăн министрсене ÿпкелемелли тупăнчĕ, çавна май темиçе документа тÿрлетÿсем кĕртмешкĕн хушма вăхăт уйăрма та тиврĕ.

Инвестици ĕç-хĕлне патшалăх енчен пулăшасси çинчен калакан саккуна тÿрлетесси калаçтармарĕ-ха. Унта пĕтĕмпех уçăмлă — уйăракан укçапа тĕллевлĕн усă курассине çирĕп тĕрĕслесе тăрасси таранах. Инвестицисене патшалăх енчен тĕревлемелли çĕнĕ формăсене те палăртнă. Экономика аталанăвĕн патшалăх программин проектĕнче вара Михаил Игнатьев нумай çитменлĕх асăрхарĕ.

Темăна тăснă май вăл темиçе министртан хăйсем яваплă отрасльсенчи вăтам шалу пуласлăхĕ пирки ыйтрĕ. Ял хуçалăхĕ, промышленноç, строительство… Юлашкинчен асăннă отрасльте паян ĕç укçи 26 пин тенкĕрен иртет, çичĕ çултан 33 пине çитмелле. Çук, кунашкал хăюсăр плансем Чăваш Ен Пуçлăхне тивĕçтермерĕç. Министерствăсенчен пĕрин представительне, отрасльти вăтам шалу виçине калайманскере, пушшех сăмах тиврĕ: «Эсир хăвăрăн ĕç укçине шутлатăр вĕт-ха! Малашлăх мĕнле пулассине кашни çын пĕлесшĕн — вĕсем кунта та лайăх ĕçлесе илмелли майсем пулассине туйччăр». Программа проектне тÿрлетме — 7 кун…

Хивре калаçу çуратнă тепĕр программа — халăха ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелекенни. Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева документра 2036 çул тĕлне регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайне çуллен вăтамран 0,55% таран пĕчĕклетсе пырассине палăртни пирки пĕлтерчĕ. Ĕçсĕррисен регистрациленĕ шучĕ 4,2 пин çын таран чакмалла. Хăш-пĕр енĕпе вара тĕллевсене программăра çитес кĕске вăхăт валли кăна палăртнă — каярах çулсем тĕлĕшпе уçăмлăх çук.

Лариса Геннадьевна федераци бюджетĕнчен мĕн чухлĕ укçа уйăрасси уçăмлансан тивĕçлĕ тÿрлетÿсем пулĕç тенине регион ертÿçи йышăнмарĕ: «Эсир ăшă пÿлĕмсенче ларатăр, çынсем вара ĕçсĕр юлаççĕ — вĕсем малашне мĕнле пулăшу пулассине пĕлсе тăрасшăн…» Çийĕнчен вăл республикăра ĕç укçин парăмĕ ÿссе пынине аса илтерчĕ: «87 миллион тенкĕ! Шухăшласа пăхăр: çын — ĕç укçисĕр, ачисем вара ăна куçран тинкереççĕ…» Каллех — юсамашкăн темиçе кун.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас