Министр техника культурисем акма сĕннĕ

5 Çурла, 2016

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе Правительствăн АПК, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăру улшăннине хăвăрт туякан комиссипе министерство коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ Вăрнар районĕнче иртнĕ.

Хăнасем лару пуçланиччен ял хуçалăх культурисен технологийĕпе «Санары» агрофирмăра вырма епле пынипе, патшалăхăн сорт комиссийĕн вырăнти филиалĕпе, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тĕшĕлĕх çитĕнекен куккурус анипе паллашнă.

С.Артамонов уйсене курса çÿренĕ май аграрисене пусăмласах çу паракан тата техника культурисем акма сĕннĕ. Вĕсене рынокра питĕ хапăл иккен. Пирĕн тăрăхра чиперех ÿсеççĕ, тупăш ытларах параççĕ.

Поселокри культура çуртĕнче иртнĕ ларура ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Александр Жуков доклад тунă. Хресченсем пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе, вырмапа, кĕрхи культурăсем акассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Министр ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕр лаптăкĕсене çине тăрсах пусă çаврăнăшне кĕртме чĕнсе каланă. Ларура тырă хакĕ пирки те сăмах пынă.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.