Министр суд умне тăрать
Республика прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - ЧР прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ Чăваш Енĕн çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев тата министерствăн пай пуçлăхĕ Геннадий Мусабиров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ.
Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн 2011 çулта Мусабиров хатĕрленĕ тата Исаев çирĕплетнĕ документсене тĕпе хурса саккуна пăсса вăрман каснă. Патшалăха кÿнĕ сиен виçи - 280 млн яхăн тенкĕлĕх. Унсăр пуçне çав çулах министр хушăвĕпе «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» ПУПăн 15 млн ытла тенкĕлĕх пурлăхне, çав шутра техникăна, складсене, гаражсене, вăрман питомникĕсен ытти пурлăхне туртса илнĕ, çакă предприяти хăйĕн ĕçне малалла тăсаймасси, вăл панкрута тухасси патне илсе çитернĕ.
Уголовлă ĕçе Шупашкарти Ленин районĕн судне тишкерме панă.
К.НИКОЛАЕВ
Комментари хушас