Михаил Игнатьев Общество палатин членĕсемпе тĕл пулчĕ

11 Кăрлач, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлачăн 10-мĕшĕнче ЧР Общество палатин членĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ.

Унта палатăн пилĕк çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевĕсем пирки калаçрĕç. Михаил Игнатьев граждан обществин институчĕн членĕсене хастарлăхшăн тав турĕ. Влаç органĕсем тата Общество палати пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлени халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшакан çулсенчен пĕри пулнине палăртрĕ.

Тĕлпулура граждан обществин институчĕсен аталанăвне, коммерципе çыхăнман организацисен пĕлтерĕшне тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç. Общество палатин членĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне яма хатĕрлекен Çырăва мĕн кĕртсен аванраххине те тишкерчĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА