Михаил Игнатьев - Мускавра

21 Кăрлач, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Мускава кайнă. Унта регион ертÿçи ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерет.

Михаил Игнатьев "Московский комсомолец" хаçат редакцийĕнче пулнă. Кăларăмăн тĕп редакторĕпе Павел Гусевпа калаçнă май вĕсем Чăваш Енĕн тĕп кăтартăвĕсене тата социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малашлăхне, патшалăхăн социаллă политикин приоритечĕсене, туризм аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

ЧР Пуçлăхĕнчен Михаил Игнатьевран илнĕ интервьюна "Московский комсомолец" хаçатăн федераци кăларăмĕн черетлĕ номерĕнче вулама май килĕ. Материалсене асăннă хаçатăн регион кăларăмĕнче кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче пичетлĕç.

И.НИКОЛАЕВА