Михаил ИГНАТЬЕВ: "Мана Президент шанни кирлĕччĕ.Халĕ вăл шаннине пĕлетĕп..."

11 Çĕртме, 2015

Кĕтнĕ пекех, республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне Раççей Президенчĕн тÿрремĕнех хăйне пырса тивекен указĕ пирки каланинчен пуçларĕ.

Владимир Путин июнĕн 9-мĕшĕнче хăйĕн отставкине йышăнни, хăйне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама уйăрса лартни çинчен пĕлтернĕ май Михаил Васильевич Владимир Владимировича çак шанăçшăн тав турĕ. "Эпĕ хама отставкăна яма ыйтнăччĕ, - терĕ вăл. - Республика Пуçлăхĕн должноçĕшĕн кĕрешме суйлава хутшăнмашкăн манăн Раççей Президенчĕ хама шаннине, вăл манăн халичченхи ĕçе ырланине пĕлмеллеччĕ..." Указ вара, унăн шухăшĕпе, шăпах çакна çирĕплетет, çавна май Михаил Игнатьев татăклăн палăртрĕ: "Единая Россия" партирен хамăн кандидатурăна тăрататăп. Паллах, ку - пысăк яваплăх. Халăхшăн уççăн, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлĕп". "Вăхăтлăх пурнăçлаканăн" статусĕ вара нимĕн те улăштармасть: республика Пуçлăхĕ, Правительство халиччен мĕнле ĕçленĕ - малашне те çакнашкал режимпах ĕçлĕç. "Пирĕн умра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç нумай. Республика ертÿлĕхĕ çитес суйлава уççăн, конкурентлăх никĕсĕ çинче йĕркелессине шантаратăп", - терĕ Михаил Васильевич.

Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçланă май чи малтан экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова сăмах илнине кура Михаил Игнатьев тÿрех асăрхаттарчĕ: "Иван Моторин премьер - Мускавра. Владимир Аврелькин министр вара - Японире служба командировкинче. Кусем - планпа пăхнă çулçÿревсем, хамăрăн унчченхи йышăнусене пурнăçлассипе çыхăннăскерсем".

Инна Антонова алкоголь продукцийĕн çаврăнăшне патшалăх енчен йĕркелекен саккуна кĕртмелли улшăнусемпе паллаштарчĕ. Вĕсем чи малтанах спиртлă шĕвексен суту-илĕвĕпе ĕçлекенсене лицензи парассипе çыхăннă - тавлашу-мĕн пулмарĕ.

Вице-премьер - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов муниципалитетсене граждансен вырăнти пуçарăвĕсене пурнăçламашкăн грант пулăшăвĕ парасси пирки сăмах илсен вара Михаил Васильевичăн ыйтмалли самантсем тупăнчĕç. Кăçал грантсене Элĕк районне райцентрти спорт площадкине йĕркелеме, Муркаш районне Сыпайра хоккей курупки тума памашкăн йышăннă. ЧР ертÿçи укçа виçипе, ялсене мĕнле критерисене кура суйласа илнипе кăсăкланчĕ. Министр палăртнă тăрăх - конкурс ирттернĕ, 8 проектран иккĕшне суйласа илнĕ. Вĕсем валли федераци бюджетĕнчен /тĕп пайĕ/, республика, районсен бюджечĕсенчен тата бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен пĕ-тĕмпе 2,5 млн тенке яхăн уйăраççĕ. "Темле пысăк укçа мар, - палăртрĕ Михаил Игнатьев, - анчах çак миллионсем ялсен сăн-сăпатне улăштармашкăн пулăшма тивĕç".

Муниципалитетсен çĕр тĕ-рĕслевне ирттермелли йĕркене чăрмавсăр çирĕплетрĕç. Культура министрĕ Вадим Ефимов Элли Юрьев çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă тăвас енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитетне туса хурасси пирки пĕлтернĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан художник çинчен тĕплĕнрех калама ыйтрĕ. Вăл - ЧР Гербĕн, Ялавĕн эскизĕсен авторĕ, Чăваш халăх художникĕ... "Республикăшăн пысăк ĕçсем тунă çынсем пирки ытларах калаçмалла - çамрăксем те пĕлччĕр", - асăрхаттарса хăварчĕ Михаил Васильевич.

Республика территорийĕнчи усă курман выльăх масарĕсене пĕтермелли йĕркене çирĕплетес ыйтупа ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Харитонов сăмах илчĕ. Çав масарсемпе Чăваш Енре 78-мĕш çултанпах усă курмаççĕ, халĕ вилнĕ выльăха Çĕрпÿри ятарлă предприятире тирпейлеççĕ. Акă мĕншĕн масарсене пĕтерес ыйту тухса тăнă. Николай Викторович Çĕпĕр язвипе чирленипе вилнĕ выльăх масарĕсем çеç юлассине палăртрĕ.

Пĕтерекен масар вырăнĕсемпе мĕнле усă курасшăн? Михаил Игнатьевăн çак ыйтăвне "тĕп ветеринар" кĕскен хуравларĕ: "Промышленноç строительстви валли... Апат-çи-мĕçпе çыхăннă предприятисем йĕркелеме юрамасть". Кунашкал хурав Михаил Васильевича тивĕçтермерĕ. Вăл ялсенче хăшĕсем вилнĕ выльăха вăрттăн-хĕрттĕн чавса чикменни пирки те иккĕленет. Çавнашкал тĕслĕхсене пытарнăшăн айăплисене саккунпа килĕшÿллĕн штрафлаççĕ, анчах ветеринари службин ертÿçи çапла явап тыттарнă пĕр тĕслĕхе те аса илеймерĕ те - ку пушшех иккĕленÿ çуратать. Акă мĕншĕн Михаил Игнатьев службăн асăннă ыйтусене куçран вĕçертме юраманни пирки аса илтерчĕ: "Сыхланмасан - тем курас пур..."

Халăха сутакан газăн вак суту-илÿри хакĕсемпе Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова паллаштарчĕ. Цифра чылай та пурне те асăнса тăни вырăнлă мар-тăр. Çакна палăртмалла: июлĕн 1-мĕшĕнчен халăх çутçанталăк газĕшĕн, шĕветнĕ газшăн 7,5% ытларах тÿлеме пуçлĕ. Патшалăх Канашĕн спикерĕ Юрий Попов "çынсен ĕç укçи чакать, газ хакĕн çакнашкал самай пысăк ÿсĕмĕ мĕнпе сăлтавланнă?" тесе çăвар уçрĕ-ха, анчах тема малалла аталанмарĕ, калаçу Альбина Егорова ÿсĕм газ федераци шайĕнче хакланнипе çыхăннă тенипех вĕçленчĕ.

Тепĕр ыйту та укçапах çыхăннă. Тарифсен службин ертÿçи чукун çул транспорчĕн хула çумĕнчи маршручĕсемпе пассажирсене илсе çÿремелли тăкаксене саплаштарса бюджетран уйăрмалли укçа виçи ÿсесси çинчен каларĕ - пĕтĕмпе 72 млн тенкĕ пулать. Çак ĕçе пурнăçлакан "Содружество" компани тăкакĕсем пысăкланнă-мĕн. Финанс министрĕ Светлана Енилина "Содружество" хăйĕн тăкакĕсем мĕнле пухăннине тĕплĕн уçса паманни пирки тепĕр хут аса илтерчĕ, ыйтăва Раççей Правительствин шайĕнчех çĕклемелле-тĕр. Анчах хальлĕхе тăкаксене саплаштармах тивет.

Ыйтăва сумлă канашлусенче пĕрре кăна мар çĕкленĕ, ку хутĕнче те Михаил Игнатьев калаçăва малалла тăсрĕ. Хула çумĕнчи чукун çул транспорчĕпе мĕнпур пассажирăн /çав шутра автомобиль, сывлăш, шыв транспорчĕпе çÿрекенсен/ 1% яхăн йышне кăна илсе çÿреççĕ. Çав вăхăтрах пассажирсене илсе çÿренĕшĕн бюджетран уйăракан субсидисен 70-80% шăпах чукун çул валли каять. "Пассажирсен 70% автотранспортпа çÿрет. Енчен те эпир дачăсен хуçисене, пахчаçăсене автотранспортпах илсе çÿреме пултаратпăр-тăк - çапла тăвассине татса памалла. Шел те, Транспорт министерстви ку ыйтупа халиччен те нимĕн те туман..." - терĕ Михаил Васильевич. Капла каланă хыççăн яваплă ведомство кăштах та пулин йăшăлтататех пуль.

Лару Правительствăн маларах кăларнă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕç-ленчĕ. Темле пысăк пĕлтерĕшлĕскерсем мар, техника саманчĕсем темелле пуль, çавăнпа та вĕсем пирки уйрăммăн çырни кирлех мар-тăр.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.