Михаил Игнатьев — Китай телеэфирĕнче

20 Нарăс, 2017

Эрнекун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Китайри «Жэньминь жибао» хаçатăн — тĕнчери чи пысăк кăларăмсенчен пĕрин .пичет кăларăмĕн тиражĕ 3 миллиона яхăн экземплярпа танлашать. — телекурав проектне хутшăннă. Журналистсем ЧР Пуçлăхĕпе Чăваш Енре Китай бизнесменĕсемпе пĕрле инвестици проекчĕсене пурнăçлассипе, туризм сферинчи ĕçтешлĕхе аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев ЧР Правительстви инвесторсем валли лайăх условисем йĕркелес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине палăртнă. Республикăн ют çĕршывсен инвесторĕсемпе ĕçлессипе çыхăннă опычĕ пысăк. Япони, Испани, Итали, ытти çĕршыв компанийĕсем Чăваш Енре бизнеса аталантармалли условисене хаклама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ — кунта хăйсен производствине уçнă. «Пирĕн вăйлă енсен шутĕнче инвесторсене хăтлă условисемпе тивĕçтерни кăна мар. Республикăн кадрсен хăвачĕ пысăк, экологи лару-тăрăвĕ лайăх. Эпир хулара та, ялта та ĕçлемешкĕн лайăх майсем йĕркелетпĕр», — тенĕ Михаил Васильевич.

Вăл республикăн туризм майĕсемпе çыхăннă ыйтусене хуравланă, хаçат корреспонденчĕсене, вулаканĕсене, интервью телеверсийĕн кураканĕсене Республика кунĕнче Чăваш Ене килсе курма йыхравланă.

Аса илтерни вырăнлă: Чăваш Енпе Китай çыхăнăвĕсен тымарĕсем тарăн. Пирвайхи паллă китаеведсенчен пĕри Никита Бичурин Чăваш Енре çуралнă. Вăл тăрăшнипе пĕтĕм тĕнче Китай историйĕпе культури çинчен ытларах пĕлме пултарнă. Бичурин ĕçĕсем Раççейпе Китай халăхĕсен ырă хутшăнăвĕсене çирĕплетме пулăшнă.

2013 çулта икĕ çĕршыв регионĕсем çыхăну тытмалли çĕнĕ механизм йĕркеленнĕ — федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем Китайри регионсемпе суту- илÿпе экономика тата гуманитари енĕпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи ушкăна, унăн канашне туса хунă. Миха­ил Игнатьев палăртнă тăрăх — Раççейпе Китай çыхăнăвĕсем çуллен çирĕпленсе пыраççĕ. Чăваш Республики Сычуань провинцийĕпе тата Чунцин хулипе çыхăну тытса ĕçлеме килĕшÿсене алă пуснă. Унти компанисем Чăваш Енри агропарк строительствин проектне пурнăçлама, глифосат производствине йĕркелеме хутшăнаççĕ. Китай компанийĕн технологийĕпе «Химпром» кальци гипохлоричĕн производствине хута ямалли проекта пурнăçлама пикеннĕ.

Чăваш Енри тата Китайри аслă шкулсем те çыхăну тытаççĕ. Тивĕçлĕ килĕшÿсене тĕпе хурса пирĕн педуниверситет студенчĕсем Китайра пĕлÿ илеççĕ. 2012 çултанпа Чăваш патшалăх университетĕнче Китай чĕлхипе культурин центрĕ ĕçлет, ăна пĕлтĕр уçнă. 2015 çулта Китайри Аньхой университетĕнче Чăваш Ен кунĕсем иртнĕ.

Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче Чăваш Енĕн официаллă делегацийĕ Пекинра, ытти хулара «Китайпа Раççей диалогĕ» форума хутшăннă. Унта Раççей субъекчĕсен, çав шутра Чăваш Енĕн инвестици условийĕсемпе экономика хăвачĕн презентацийĕ пулнă. Китай енĕ туризма аталантарас, Раççейре предприятисем уçас, инфратытăм проекчĕсене хутшăнас кăмăллине палăртнă. Пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи полпречĕ Михаил Бабич тата КНР Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе Ульяновскра çÿлерех асăннă ка­нашăн пирвайхи ларăвĕ иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Китай регионĕсемпе çыхăну тытса ĕçлени, ĕçтешлĕх малашлăхĕ çинчен каласа кăтартнă.

К.АНДРЕЕВ

Автор: 

Комментари хушас