Михаил ИГНАТЬЕВ: Халăх шанăçĕ суйлава хутшăнмашкăн хистет

20 Пуш, 2015

Журналистсен çакăн пек пысăк йышĕпе курнăçса республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕрхи августра анлă пресс-конференци ирттернĕччĕ. Унтанпа массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене куçа-куçăн каласа памалли капланса çитнĕ пулас - çакă иртнĕ юнкунхи тĕлпулура куçкĕрет палăрчĕ. Икĕ сехете тăсăлнă калаçура Михаил Васильевич икĕ теçетке ытла ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ те - журналистсем çĕннине чылай пĕлчĕç. Тĕп хыпар вара çакă пулчĕ-тĕр: Михаил Игнатьев Чăваш Ен Пуçлăхĕн çывхаракан суйлавне кандидат пулса хутшăнас шухăшлине çирĕплетрĕ.

Пиçиххисене туртарах çыхма тивĕ

Пресс-конференци «умсăмахĕнчи» калаçура Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн резерв фондĕнчен пирĕн республикăри учрежденисене пулăшмашкăн укçа уйăрма йышăннине палăртрĕ: Улатăрти 9-мĕш вăтам шкул валли - 5 млн, Пăрачкаври ача çуртне пулăшма - 5,8 млн тенкĕ. Çавăн пекех Шупашкарти ачасен 1-мĕш больници 7,5 млн тенкĕ илет. Михаил Васильевич республика резерв фончĕн тĕревне туйсах тăнине аса илтерчĕ: 2011 çултанпа унтан пĕтĕмпе 73,4 млн тенкĕ ытла илнĕ.

Тепĕр хыпар - Балтика флочĕн ракета катерне «Чувашия» ят пама йышăнни. «Эпир командованирен çапла тума ыйтнăччĕ - пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕç», - пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев.

Экономикăри лару-тăрăва хакланă май кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенчи кăтартусене асăнчĕ те - мухтанмалли çукрах иккен. Промышленноç производствин индексĕ 92,1% танлашнă, тирпейлекен производствăра - 93,5%, электричество, газ валеçессинче - 85,9%. Тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ те самаях чакнă. Çав вăхăтрах вăтам ĕç укçи кăшт ÿсни сисĕнет - 19682 тенкĕ /пĕлтĕрхи çак тапхăртин 103,6% чухлĕ/. Потребитель хакĕсем 106,5% пысăкланнă. Михаил Васильевич пытармарĕ: çулталăк вĕçлениччен çак ÿсĕм 115% çитессе те кĕтмелле - пиçиххисене туртарах çыхма тивесси куçкĕрет.

Йывăрлăхсем пурри вăрттăнлăх мар. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Ен кризиспа кĕрешме 2015-2017 çулсем валли анлă программа та хатĕрленĕ. Вăл 77 пунктран тăрать - импорта хамăрăн продукципе улăштарассинчен пуçласа инвестици хывасси таранах.

Промышленноçри йывăр лару-тăру пирки каланă май Михаил Игнатьев влаçăн «пысăк бизнеса витĕм кÿмелли рычаксем» сахаллине те йышăнчĕ. Çав «пысăк бизнесра» хамăрăн ентешсем сахалраххи те чăрмав кÿрет. Çĕнĕ Шупашкарта хăватлă «Хĕвел» завода хута янă В.Вексельберг евĕр бизнесменсем пирĕн çук вĕт. «Çĕршыври чи пуян 100 е 500 çын шутĕнче пирĕн ентешсем пулсан мĕнле лайăхчĕ. Пуянсем ыттисен ырă пурнăçне те тĕревлеççĕ - калăпăр, ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. Пуянсем пурри - ырлăх. Вĕсенчен пуян çемьесем йĕркеленеççĕ, пуян ялсем, пуян хуласем...» - шухăшне уçрĕ Чăваш Ен ертÿçи.

«Трактор завочĕсем» концерн пирки пайăр калаçу пулчĕ. Тулашэкономбанкăн сăнав канашĕ концернăн 32 млрд тенкĕлĕх кредитне реструктуризацилеме йышăнни паллă. Анчах çак ĕç тăсăлса кайни те куçкĕрет. Чылай çул каялла кивçен панă банксем çине тăнипе, сăмахран, агрегат заводĕнче панкрутлăх процедурине пуçарас хăрушлăх та çук мар. Анчах çак завод федераци пулăшăвĕпе тивĕçтермеллисен списокне кĕни шанăç кÿрет. Михаил Васильевич шухăшĕпе, «Трактор завочĕсен» малашлăхĕ пур, анчах модернизаци кирлĕ: вĕсен паян рынок пур, укçа çаврăнăшĕ валли капитал çителĕксĕр». Çийĕнчен агрегат завочĕ паянхи условисенче конкурентлă продукци кăларайманнине те хирĕçлеймĕн: «Унта иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенчех вырнаçтарнă оборудовани вĕт!» Çапах предприяти хуçисемпе калаçнă май вĕсем ку енĕпе мерăсем йышăнма шантараççĕ-мĕн.

 

Ялхуçалăх шанăç кÿрет

Ялхуçалăх тĕлĕшпе вара шанăç пысăкрах. Ялхуçалăх продукцийĕн хакĕсем аваннине кура хресчен тинех сывлăш çавăрса ярасса кĕтни вырăнлă. Михаил Васильевич та иккĕленмесĕр палăртрĕ: аш-какай, пахчаçимĕç, ытти кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах пулмалла. Мĕншĕн тесен «мĕн çитĕнтеретпĕр - пĕтĕмпех тупăшлă сутăнать». Уйрăм çынсем хушма хуçалăха аталантарма илнĕ кредитсемшĕн субсиди тÿлесси «такăннăччĕ». Ку енĕпе те ырă улшăнусем пур: «14-мĕш çулшăн парса пĕтертĕмĕр. Кăçал субсиди валли 2 млрд тенкĕ ытла пăхса хăварнă - чăрмавсем пулмалла мар».

Крым «тăван çемьене таврăннăранпа» - Раççейпе пĕрлешнĕренпе - шăпах çулталăк çитнине кура журналистсен çурутравпа çыхăннă ыйту çурални ăнсăртран мар. ЧР Пуçлăхĕ нумаях пулмасть хăй те унта кайса килнине аса илтерчĕ:

- Унти чăвашсемпе те курнăçрăм. Украина Раççейрен уйрăлнă хыççăн унăн тытăмĕнчи Крымра 23 çул пурăнса ыррине нимĕн те курмарăмăр теççĕ. Халĕ Украинăра пурăнакан тăванĕсемшĕн питĕ пăшăрханаççĕ - вĕсен малашлăхĕ çуккине курса кулянаççĕ. Крым та Украина йышĕнче юхăнса çитнĕ. Промышленноç производстви юлманпа пĕрех. Вĕсемшĕн йĕркеллĕ шутланакан завод та - пирĕн патри вилме выртнă предприяти пек...

Федераци центрĕпе, çĕршыв ертÿçисемпе тытакан хутшăнусемпе интересленнĕ журналиста хуравланă май Михаил Васильевич «çав хутшăнусем ĕçлĕ шайра» пулнине палăртрĕ: «Пирĕн ыйтусене шута илеççĕ. Çавна май федераци центрĕ республика валли укçа уйăрнă, уйăрать те». Ку, сăмахран, Чăваш Ен монохуласене пулăшмалли программăна ăнăçлă хутшăннинче те курăнать. Дмитрий Медведев премьер Çĕнĕ Шупашкара килсен Михаил Васильевич химиксен хулин тĕслĕхĕпе ăна та паллаштарнă: çак монохулара ĕçсĕрлĕх 9,5% пулнă, халь - 0,5%. Патшалăх пулăшăвĕн усси куç умĕнче. Маларах вара Çĕнĕ Шупашкарта Владимир Путин Президент пулнăччĕ - спорт форумне килнĕччĕ. «Лару-тăрупа эпĕ ăна та паллаштартăм, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Унпа ĕçлĕ тĕлпулу та ирттернĕччĕ, республикăри ĕçсем валли федераци укçине явăçтарасси çинчен калаçнăччĕ. Çавăнпа та çĕршыв ертÿçисем иккĕшĕ те республикăри лару-тăрăва аван пĕлеççĕ».

 

Социаллă хÿтлĕхе - тимлĕх

Ĕç-пуç çăмăл мар пулин те влаçсем социаллă ыйтусем çине те алă сулмĕç. Çын сывлăхĕ 10-15% кăна медицинăран килнине аса илтерчĕ пулин те Михаил Васильевич сывлăх сыхлавĕн сферине малалла аталантарасси пирки каларĕ. Фельдшер-акушер пункчĕсем тумалли программа ĕçлет. 60 ФАП хута янă ĕнтĕ, кăçалхи августчен тата 40 пункт хăйсен алăкĕсене уçĕ. Çивĕчлĕх - кадрсем çитменни. «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялсенче çамрăк 239 врач ĕçлеме тытăннă-ха, анчах çакă çителĕксĕр.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтермелли программăпа малалла ĕçлĕç. Паянхи кун тĕлне 5 пин хваттер панă. Халь Мускав тата 215 млн тенкĕ парать - майăн 9-мĕшĕччен тата 190 ветеран хваттер илĕ. Кăçал çавăн пекех нумай ачаллă 33 çемье, 120 яхăн тăлăх ача хваттерлĕ пулĕç.

Вăрçă тенĕрен - Михаил Васильевичшăн та вăл пушă сăмах мар: «Раççейре вăрçă пырса тивмен çемье те çук-тăр. Манăн та атте вăрçă участникĕ пулнă, суранланнă. Кукка Псков облаçĕнче пуç хунă», - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Çавăнпа та Аслă вăрçă историне çĕнĕлле çырма, совет халăхĕн Çĕнтерĕвне туртса илме хăтланакансене вырăна лартмалла. Çĕнтерĕвĕн 70 çулне уявлама хатĕрленнĕ май республикăри 1026 монумента бюджет шучĕпе, ниме мелĕпе çĕнетни-юсани - çак пысăк ĕçĕн пĕр пайĕ.

Пуç ыратмăш ЖКХ

ЖКХри ĕç-пуçпа нумайăшĕ кăмăлсăрри - паллă. Управляющи компанисенчен чылайăшĕн ĕçĕ республика ертÿçисене те тивĕçтермест. Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти «Новэк» УК директорĕпе Ющенкăпа çыхăннă пăтăрмахлă ĕç-пуçа аса илтерчĕ:

- Вăл тÿрĕ кăмăлпа ĕçлетпĕр тетчĕ. Суд йышăну кăлариччен 2,5 çул иртрĕ. Активсене айккине кăларни çирĕпленчĕ. Миронов пирки те çавнах каламалла: малтан - Çĕнĕ Шупашкарта, унтан - Çĕмĕрлере. Е тата - Алякин /Канаш, Тăвай районĕ/, «Коммуналлă технологисене» ертсе пынă Лучинкин, ыттисем... Çынсем кăмăлсăрри паллăччĕ, анчах пирĕн çав тытăмсене витĕм кÿмелли инструментсем пулман. Вĕсем нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен шучĕпе иртĕхеççĕ. Кам ултавлă схемăсемпе усă курать - унашкаллисен ури айĕнче çĕр çунмалла.

«Коммуналлă технологисем» тенĕрен, ăна парăмĕсемпе пĕрлех туянас кăмăллисем те пур-мĕн. Влаçсем «КТ» активсене ăçта илсе тухнине курмаççĕ: «Хула çыннисем тÿлеççĕ, «КТ» вара ресурссемпе тивĕçтерекенсене газшăн, ăшăшăн тÿлемест. Малашне çаплах пулсан хĕле кĕрес умĕн ăна ăшă памасса пултараççĕ вĕт. Çийĕнчен çав компанире директорсем вĕçĕмсĕр улшăнса тăраççĕ. Пĕринпе калаçу йĕркелеме тытăнатпăр кăна - компани хуçисем яваплăхран пăрăнас тĕллевпе ăна çийĕнчех улăштараççĕ...» - кăмăлсăрланчĕ Михаил Васильевич.

 

«Вĕри» сауна, хаклă «Тойотăсем»...

Паянхи условисенче Республика кунĕ ирттерсе аслă пилотаж авиаушкăнĕ, хаклă эстрада çăлтăрĕсем, фейерверксем валли тăкакланнин вырăнсăрлăхĕпе çыхăннă ÿпкеве Михаил Игнатьев йышăнмарĕ: «Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - кусем валли бюджет пĕр пус та тăкакламасть, предпринимательсем укçа уйăраççĕ». Суд умне тăнă Иван Исаев çав-çавах çутçанталăк ресурсĕсен министрĕн должноçне йышăннинче те вăл саккуна пăснине курмасть: «Суд çеç çынна айăплă тесе йышăнма пултарать. Уголовлă ĕç пуçарнă-пуçарманах эпир хĕçпе сулкалама пуçлани тĕрĕс мар пулĕччĕ. Исаев хăйне отставкăна яма ыйтрĕ. Эпĕ ыйтăва тивĕçтермерĕм, мĕншĕн тесен манăн хальлĕхе унăн айăпне çирĕплетекен нимĕнле материал та çук».

Оппозицие юлашки уйăхсенче нумай калаçтарнă тепĕр тема - Правительство çуртĕнчи сауна. Михаил Васильевич унран та пăрăнса иртмерĕ: «Эпĕ нимĕнле сауна тума та саккас паман. Саккасçисем паллă. Хăшĕсем мана ĕç вăхăтĕнче Правительство çуртĕнчи саунăра çăвăнасшăн тесе айăпласшăн. Манăн Шупашкар районĕнчи Янăшра еткере илсе юлнă çурт пур, унта та çăвăнма пулать...» Иртнĕ çул вĕçĕнче ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн гаражĕнче çĕнĕ 6 «Тойота Камри» автомобиль хушăннинче те Михаил Игнатьев ним япăххине те курмасть:

- Çав автомобильсем паян 25% хаклăрах. Правительство хăйĕн ĕçĕн кăтартăвĕсемшĕн илнĕ преми укçин пĕр пайĕпе çĕнĕ машинăсем туянма ирĕк пур тесе шутларăмăр. Паллах, министрсем çуран çÿреме те пултаратчĕç пуль... 6 млн тенкĕлĕх 6 автомобиль туянтăмăр. Кăшт каярах юлнă пулсанах çав укçапа 4 автомобиль те туянаймастăмăр.

 

«Суйлава хутшăнатăп!»

Муниципалитетсен ертÿçисен тÿрĕ суйлавне пăрахăçланăшăн ÿпкеленĕ журналиста вара Михаил Васильевич самай хиврен хуравларĕ: «Хăш регионта муниципалитетсен пуçлăхĕсен тÿрĕ суйлавĕ упранса юлнă - тĕслĕх илсе парăр! Районсенче тÿрĕ суйлавсенчен пăрăнни лару-тăрăва шуйхатасран сыхланнипе çыхăннă, мĕншĕн тесен тÿрĕ суйлавра сасăлав кăтартăвне тавçăрма май çук. Эпĕ куншăн хама сăмах тивессе пĕлнĕ. Çавăнпа саккунăн малтанхи вариантне алă пусрăм. Ăна улăштарас тени вара - манăн мар, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пуçарăвĕ».

ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ тĕлĕшпе те Михаил Васильевич сăмахĕсем татăклă пулчĕç:

- Кандидата тăрас тĕллев тытрăм. Вăхăт нумаях та юлмарĕ вĕт. Суйлава уççăн, тÿрĕ кăмăллăха, конкурентлăха тивĕçтерсе йĕркелемелле. Праймериз пулĕ, ун хыççăн вара «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти кандидатура тăратассине татса парĕ. Манăн республика Пуçлăхĕн должноçĕнчи полномочисем августăн 28-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Суйлав - сентябрĕн 13-мĕшĕнче. Апла-тăк манăн е Раççей Президентĕнчен хама отставкăна яма ыйтмалла, е отпуска каймалла. Миçе кандидат пулĕ - калама хĕн. Халăх шанăçне туятăп - суйлава хутшăнас кăмăл пур.

 

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.