Михаил БАБИЧ: Çирĕп аталанас тесен кÿршĕсенчен ырра вĕренмелле

9 Раштав, 2016

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чулхулари Президент залĕнче округри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ. Çулталăкра тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, унсăр пуçне телекурав, радио хыпарлав, пичет кăларăмĕсен ертÿçисемпе заместителĕсен 40 ытла ыйтăвне тĕплĕн хуравларĕ. Ыйтусенчен чылайăшĕ Атăлçи округĕнчи регионсен экономикăри лару-тăрăвĕпе, социаллă пурнăç аталанăвĕпе çыхăннă. Çавăн пекех вăл автомобиль промышленноçне патшалăх мĕнле тĕрев пани, 2018 çулта Раççейре футбол енĕпе иртекен тĕнче чемпионатне епле хатĕрленни, инвестици климатне лайăхлатас тĕллевпе мĕн-мĕн туни пирки каласа кăтартрĕ. Хăшпĕр самант çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха.

 Пĕлтерĕшлĕ пулăм

К ăçалхи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышне Михаил Викторович Раççейре авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ суйлава кĕртрĕ. Ăна мĕнле йĕркеленине сăнаса тăракансен те ытлашши чăркăшланма сăлтавсем пулман: суйлав питĕ уççăн иртнĕ-çке. Округри виçĕ участокра кăна пĕтĕмлетĕве пăрахăçланă. «Пур çĕрте те видеокамера вырнаçтарнăран, сăнавçăсем бюллетень-сене çăмăллăнах тепĕр хут шутлама пултарнăран кандидатсем «вăрланă сасăсем» пирки калаçаймарĕç», — çирĕплетрĕ полпред. Суйлава ăнăçлă йĕркелесе ирттерме Владимир Путин Президент хăй вырăнти ертÿçĕсене Суйлав çинчен калакан саккуна çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарни те витĕм кÿнех. «Çапла майпа суйлав халăх кăмăлне туллин кăтартрĕ, унăн пĕтĕмлетĕвне никам та сивлеме пултараймасть», — шухăшне тăсрĕ Михаил Бабич. Раççейĕпе илсен, суйлава хутшăнакансен йышĕ чакнă, апла пулин те Атăлçи тăрăхĕнче сасăланисен шучĕ, çĕршыври вăтам кăтартупа танлаштарсан, 9 процент пысăкрах.

 

Çивĕч ыйту

Юлашки çулсенче çивĕчленнĕ ыйту — Раççей çамрăкĕсен пуçне çавăрса араб çĕршывĕсенчи вăрçăсене, хирĕçтăрусене илсе кайса боевиксем майлă çапăçтарни. ИГИЛ тенине унччен никамах та илтмен-тĕр, халĕ ку сăмах массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах илтĕнет тата курăнать. Саккунпа килĕшÿллĕн Раççее таврăнакан çав çамрăксене тытса чараççĕ, явап тыттараççĕ. Ку çапла пулмалла та. Анчах яш- кĕрĕмпе хĕр-упраçа çухатас мар тесен паян мĕн тумалла-ха? Çитĕнекен ăрăва тÿрĕ çулпа утма хăнăхтарас, патриотизм туйăмне вăйлатас, кăмăл-сипет мĕнне пĕлсе ÿстерес тĕллевпе округра самай ĕç туса ирттереççĕ. Атăлçи тăрăхĕнче православи тĕнне ĕненекенсем те, мăсăльмансем те йышлăн пурăнаççĕ. Полпред хăйĕн сăмахĕнче ислам тĕнне малашне çĕнĕлле, виçĕ тапхăрлă тытăмпа, вĕрентессине палăртрĕ. Мăсăльман священнослужителĕсене тарăн пĕлÿ пама аслă шкул — ислам академийĕ — Тутарстанра çитес çул уçăлĕ. Унсăр пуçне халĕ ĕçлекен имамсем валли ăсталăха ÿстерме ятарлă курссем йĕркеленĕ, унта ял-салари мечĕтсенче вăй хуракансене ытларах йыхравлаççĕ. Михаил Бабич православи тĕнне пăхăнса пурăнакансен ыйтăвĕсене те куçран вĕçертменнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Кăçал Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Тутарстанра тата Пушкăртстанра пулни те, Салават хулинче православи тĕнне ĕненекен çамрăксен форумне йĕркелени те çакăнпах çыхăннă. Чулхулара «Лукойл» компани пулăшнипе çак кунсенче уçăлнă питĕ хăтлă православи гимназийĕнче çитес çултан 550 ача тĕллевлĕ вĕренесси те — савăнăçлă хыпар. Çамрăк ăру кăмăл-сипет тасалăхне упрама мĕн пĕчĕкрен хăнăхса ÿсĕ. «Тĕрлĕ тĕне пăхăнакансене туслă пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парасси пирĕншĕн халĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», — шухăшне пĕтĕмлетрĕ Михаил Викторович.

 

Ĕç укçи парăмĕ

Хупăнас патне çитнĕ предприятисенче ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварасси, вăй хуракансен умĕнчи шалу парăмне татасси — кун йĕркинчен татăлман ыйтусем. «Оренбург авиалинийĕсем» 2 пин çынна ĕçсĕр хăварма тытăннă, Самар облаçĕнчи «АвтоВАЗагрегат» 1700 çынна хăрушлăха кĕртсе ÿкернĕ. «Вырăнти чиновниксемпе, асăннă сферăсенчи ытти предприяти ертÿçисемпе калаçса татăлса, реорганизаци ĕçĕсем ирттерсе çынсене ĕçрех хăварма май килчĕ», — ăнлантарчĕ Михаил Викторович. Округри ĕç укçи парăмĕ паянхи куна 315 миллион тенкĕпе танлашнă. Полпред ку ый-тусене хуравланă май Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концерна асăнмарĕ. Апла пулсан пирĕн патри лару-тăру ун пекех хăрушă мар.

Сăмах май, автомобиль промышленноçне нихăш çĕршыв та укçа-тенкĕ хывмасть, Раççейре вара пач урăхла лару-тăру: патшалăх хыснаран кунашкал предприятисене аталантарма пысăк укçа уйăрать. Тепĕр шухăша та палăртрĕ полпред: çĕршывра экономика кризисĕ тетпĕр пулсан та регионтан региона самолетпа вĕçекенсен йышĕ пĕрмай ÿсет. 2012 çулта 40 пин çын çак транспортпа усă курнă пулсан, кăçал — 120 пин çын. «Çакна шута илсе пирĕн хамăрăн самолетсем туса кăларма тытăнмалла. Ку енĕпе çитес вăхăтра çине тăрса ĕçлĕпĕр», — шантарчĕ Михаил Викторович.

 

Демографи лару-тăрăвĕ

Пĕтĕмĕшле илсен, округра çуралакансен йышĕ те, вилекенсен йышĕ те чакать. Çав вăхăтрах хăшпĕр субъектра çут тĕнчене килекен ачасен шучĕ пурнăçран уйрăлакансенчен чылай пысăкрах. Чи лайăх кăтарту Тутарстанра: 1 пин çын пуçне 2,9. «Çакă, паллах, хальхи йышши медицина пу-лăшăвĕ паракан учреждени нумай хута янинчен, çакнашкал центрсенче пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕçленинчен килет», — уçăмлатрĕ Михаил Викторович. Унăн шухăшĕпе — ку кăтартура перинаталь центрĕсен тÿпи те пур. «Тин çуралнă ачасен вилеслĕхĕ Чăваш Енре чи пĕчĕкки: 1 пин пепке пуçне 3,3. Çав вăхăтрах кÿршĕллĕ Ульяновск облаçĕнче — 6,9. Мĕншĕн тесен унта паянхи кунччен те ача çуратмалли пысăк технологиллĕ центр хăпартман. Вăл Чĕмпĕрте çитес çул пуçламăшĕнче уçăлĕ. Ун чухне ку регионта та лару-тăру Чăваш Енри евĕрех лайăхланасса шанатпăр. Нумаях пулмасть çеç çакнашкал центрсем Чулхулара, Самарта тата Хусанта çире пур хĕрарăмсене йышăнма тытăнчĕç», — цифрăсем илсе кăтартса танлаштарчĕ полпред.

 

Коррупци калаçтарать

Чăнах та, çĕршывра ку ыйту паян чылайăшне калаçтарать. Юлашки вăхăтра çакнашкал преступлени нумайланни, паллă ĕнтĕ, право тĕлĕшĕнчен улшăнусем кĕртнипе, саккуна хытарнипе çыхăннă. Кăçалхи 9 уйăхра Атăлçи тăрăхĕнче коррупци сĕмĕллĕ 5210 преступлени шута илнĕ. «Чăваш Енре, сăмахран, коррупципе çыхăннă ĕç-пуçа уçăмлатма кăçал пĕлтĕрхинчен вунă хут ытларах тĕрлĕ йышши тĕрĕслев ирттернĕ. Çавна май тупса палăртнă киревсĕр тĕслĕх те пур», — калаçăва тăсрĕ Михаил Бабич. Мордва Республики те ку тĕлĕшпе Чăваш Енрен юлмасть иккен. Унта та çур çулта регион влаçĕнчи 11 çын тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннине пулах Киров, Самар облаçĕсенчи министрсем те суд тенкелĕ çине ларнă. «Паллах, уголовлă ĕçсем пуçарса тишкересси — тĕп тĕллев мар. Чи пĕлтерĕшли — шанса панă должноçра пурин те саккуна пăхăнса вăй хумалла. Хăй вăхăтĕнче ача сачĕн заве-дующийĕсем, шкул директорĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем ытларах «çакланатчĕç» пулсан, халĕ район, регион влаçĕнчи çынсем те коррупципе çыхăннине асăрхатпăр. Ку ĕçе малалла тăсăпăр. Влаçра тÿрĕ чунлисен, таса чĕреллисен çеç ĕçлемелле», — ăнлантарчĕ полпред.

 

Умра — Экологи çулталăкĕ, тĕнче чемпионачĕ

Владимир Путин 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе палăртнине Михаил Бабич ырласа йышăннă. Раççей Президенчĕн ятарлă представителĕн Сергей Ивановăн шухăшĕпе те — «çĕршывра тирпей-илем кĕртмелле» тенипе — килĕшет вăл. Çакă çут çанталăка упрас, экологи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе пысăк проектсем пурнăçа кĕртме çул уçассине систерчĕ. Унсăр пуçне 2018 çулта Раççейре футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ май пысăк строительство ĕçĕсем тахçанах пуçланнă ĕнтĕ. Футбол матчĕсем Атăлçи округĕнчи тăватă хулара иртмелле: Чулхулара, Хусанта, Самарта тата Ижевскра. «Президент каланипе килĕшетĕп: тĕнче шайĕнчи спорт мероприятийĕсем йĕркелесе эпир халăха хальхи йышши инфратытăмлă хуласенче пурăнма май туса паратпăр. Сăмахран, Самарта халĕ пĕтĕм çул-йĕре юсаççĕ, çĕнетеççĕ. Çитес çул çакăн валли кăна тĕрлĕ бюджетран 23 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Хăшпĕр субћектăн çулталăкри бюджечĕ чухлĕ! Самарти спорт керменĕ çĕршыври чи хитре те хăтлă сооруженисенчен пĕри пулĕ. Май пулсан пырса курăр унта!» — йыхравларĕ Михаил Бабич. Журналистсем Олимпиадăпа тата Паралимпиадăпа çыхăннă пăтăрмахсене аса илтерсен полпред хăйĕн шухăшне çирĕп палăртрĕ: «Спорт — вăй кăна мар, илем те, çирĕп сывлăх та. Раççей спорта малашне те çавăн пекех аталантарĕ. Тĕнче аренинчи çынсем улшăнĕç те лару-тăру та пачах урăхланĕ. Историре кунашкал тапхăр темиçе те пулнă. Сăлтавсăр тапăнма, хăратма кирлĕ мар — пире чĕркуçлентереймĕн. Эпир хамăр вăйлине ахаль те пĕлетпĕр!»

 

Рейтинг — ĕç кăтартăвĕ

Атăлçи тăрăхĕнчи 14 регионтан Чăваш Ене Михаил Бабич тĕлпулу вăхăтĕнче темиçе те асăнчĕ. Кашнинчех — ырăпа. Инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕнче Тутарстан — 1-мĕш вырăнта. Чăваш Республики — 6-мĕшĕнче. Округри икĕ субћект кăна пĕрремĕш теçеткене кĕме пултарнă. Палăртмалла: ку рейтинга 11 кăтартăва тĕпе хурса палăртаççĕ. Вăл йышра — строительство ĕçне пуçăнма ирĕк илнин тапхăрĕ, бизнес предприятийĕсене электросетьпе çыхăнтарма ирĕк илнин вăхăчĕ... «Пĕр тĕслĕх çеç: Чăваш Енре кадастр шутне 14 кунра тăратаççĕ, Чулхула облаçĕнче — 54 кунра. Регионсем кÿршĕллĕ вырнаçнă-çке, мĕншĕн уйрăмлăх çавăн пек пысăк? — тĕлĕннине пытармарĕ Михаил Викторович. — Регионсен пĕр-пĕринчен вĕренмелле, ыррине хăйсен тăрăхĕнче усă курма илмелле. Пĕрлехи ĕçре çакă çирĕп тĕллев пулмалла».

 

Дмитрий МОИСЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.