МИХ тытăмĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă

19 Çурла, 2015

Августăн 15-17-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей Федерацийĕн пичет тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Волин ĕçлĕ çÿревпе пулнă.

Алексей Константинович Хула кунне уявланă çĕре те хутшăннă, ăна халалланă пысăк мероприятисенче пулнă, предприяти ертÿçисемпе курса калаçнă. Августăн 17-мĕшĕнче вăл Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе, республикăри влаç органĕсен пресс-секретарĕсемпе тĕл пулнă. Чи маттур та ăста калем ăстисене савăнăçлă лару-тăрура ЧР Информполитикин министерствин Хисеп хучĕсене панă. Пичет ĕçĕнче нумай çул вăй хунăшăн, хастарлăхпа тата пуçарулăхпа палăрнăшăн «Хыпар» тата «Грани» Издательство çурчĕсен тата Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсене Алексей Волин РФ Пичет тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕсемпе чысланă. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтеш - «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп бухгалтерăн заместителĕ Елена Козлова - пурри уйрăмах савăнтарать. Хамăр енчен эпир Елена Петровнăна пысăк чыса тивĕçнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

Ларура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов регионти МИХ хатĕрĕсен аталанăвĕпе паллаштарнă. Министр çавăн пекех Чăваш Енри Наци телерадиокомпанийĕн ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсемпе малашлăх планĕ çинчен каласа панă, кĕнеке кăларас ĕç-хĕл çинчен те пĕлтернĕ. Сăмах май, Алексей Волина Чăваш Енре нумай кĕнеке кун çути курни, уйрăмах ачасем валли, савăнтарнă. «2014 çулта кăна 127 «чун çимĕçĕ» тухни, çав шутран 30-шĕ ачасем валли пулни - питĕ лайăх кăтарту», - палăртнă вăл. Алексей Константинович Чăваш Енри хаçат-журнал çырăнтарăвĕн кăтартăвĕсемпе те кăмăллă пулнине пĕл-тернĕ. «Манăн шухăшăмпа, Чăваш Республикинчи иккĕмĕш çур çулта хаçат-журнал мĕнле çырăнтарни Раççейрипе танлаштарсан аванрах», - тенĕ вăл.

Ларура çавăн пекех ытти нумай ыйтăва сÿтсе явнă.

Р.АНАТОЛЬЕВА