Миçе çăмарта кирлĕ?

Хур ами 20-е яхăн çăмарта турĕ. Пусма ларнă май ăна миçе çăмарта хурса памалла-ши?

Нина Полякова. Шăмăршă районĕ.

Хур çăмартине вунă кунран ытла упрама кирлĕ мар. Вĕсене 8-12 градус ăшăра тытмалла. Талăкра пĕр хутчен горизонталь енĕпе кустармалла. Пусма ларнă чухне йăвана 13 çăмартаран ытла хумалла мар. Мĕншĕн тесен хур ами пурне те ăшăтаймасть. Ыттине кăркка ами айне хума пултаратăр. Вăл 15-шне хуплать. Хур çăмартине чăхха та хурса параççĕ, 3-5 çăмартана «хÿтлĕхе» илеет.

Хура пусма лартма çăмартасене çĕнĕ уйăх вăхăтĕнче ытларикун тата эрнекун хурса пани вырăнлă. Йăла-йĕркене пăхăнсан чĕпĕсем харăс тухаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.