Мĕншĕн сухăр юхать?

Пахчара çÿренĕ чухне улма-çырла тĕмĕсен сухăрĕ юхса хытнине курнă-тĕр. Ача чухне вĕсене хăйпăтса чăмлакалани те пулнă. Вăл, кăшт пылакрахскер, чăмланă майăн çăварта ирĕлсех пĕтетчĕ. Пирĕншĕн, ачасемшĕн, çав чăмлак лайăх пек туйăннă-ха, анчах вăл йывăçшăн — суран, чир. "Йывăç куççулĕ", — тетчĕç çитĕннисем.

Чиен, сливăн, алычан, абрикосăн чи паха, тутлă çимĕç паракан сорчĕсем час-часах чирлеççĕ, вĕсене тимлĕ пăхмалла. Паллах, чир-чĕре парăнманнисем те пур, анчах вĕсен çимĕçĕ йÿçенкĕ, вĕтĕ.

Йывăç "куççулленнин" сăлтавĕ тĕрлĕрен. Тĕпрен илсен йывăç çимĕç нумай панипе ытлашши ывăнса вăйсăрланни, тĕрĕс мар касни, сивĕпе сиенленни, çуркунне хĕвелпе пиçсе кайни т.ыт.

Чир йывăç вулли çинче, туратсем йÿпленнĕ çĕрте, пысăк туратсене каснă тĕлте аталанать, вулă хуппи çурăлнă тĕлсем курăнаççĕ, унтан сарă е сарă-хĕрлĕ тĕслĕ сĕткен /сухăр/ юхать. Вăл турат çине хытса çыпăçса ларать.

Сухăр яланах юхсан тĕмĕн çимĕç параслăхĕ самаях чакать. Сурансене сиплемесессĕн вĕсем тарăнланса пыраççĕ, йывăç хăрса ларма та пултарать.

Вăйлă сивĕсенче йывăç турачĕсем шăнса çуркаланаççĕ. Çакă сухăр юхассин пĕр сăлтавĕ. Сиенленнĕ тĕле кăмпа е вирус, микроб чирĕсем лекеççĕ те суран татах тарăнланать, сухăр вăйлăрах юхма пуçлать. Йывăç сурана сиплессишĕн кĕрешет, çурăк тĕлсенче вулă тăвакан клеткăсем вăйлă пайланма пуçлаççĕ, çавна май йывăç хуппи кĕсенленме пуçлать.

Йывăç вуллинчен сухăр юхма пуçланине асăрхасан мĕн тумалла? Пĕрремĕшĕнчен, пирĕн тăрăхра, сивĕ çанталăка, чăтăмлă сортсене лартса çитĕнтерме тăрăшмалла. Çамрăк тĕмсен вуллисене кĕркунне, хĕлле, çуркунне хÿтĕлемелле. Йывăç турачĕсене иртессине тĕрĕс йĕркелемелле. Кĕркунне, уйрăмах çамрăк вулăсене, шуратмалла. Çакă пуш уйăхĕнчи хĕвелпе туратсем пиçсе каясран хÿтĕлет. Хĕллехи сивĕсенчен вулăсене хаçатпа, карттунпа е ытти "сывлакан" япалапа чĕркемелле.

Çуркунне, çулла вирус, кăмпа чирĕсем аталанаççĕ, хурт-кăпшанкă тапăнать. Ятарлă препаратсемпе пĕрĕхмелле.

Йывăçа лартнă чухнех тăпра тытăмне шута илмелле. Йывăр, тăмлă тăпра чие-сливăшăн лайăх мар.

Кăпăшка, пулăхлă тăпра сывлать. Веществосен ылмашăвĕ лайăх пулсан ÿсен-тăран çирĕп пулать, чире-чĕре парăнмасть.

Азотлă удобрени виçесĕр пулни те аван мар. Йывăç хăвăрт ÿсме пуçланипе вулăсем сарăлса ĕлкĕреймеççĕ, çуркаланаççĕ.

Вулă çинче сухăр тухнине асăрхасан суран тĕлне çивĕч çĕçĕпе сывă хуппа та 0,5-1 см кĕрсе касса тасатмалла, дезинфекцилемелле те сад варĕпе сĕрсе хумалла. Дезинфекцилеме тимĕр е пăхăр купоросĕн 1%-лă шĕвекĕ юрăхлă. Халĕ сад-пахча валли тĕрлĕ препаратсем сутаççĕ. Вĕсемпе инструкципе тĕплĕн паллашса ĕçлемелле.

Йывăçа пăхăр /медь/ çитмесессĕн те вулă хуппи çуркаланма пуçлать. Имшерленнĕ тĕмсене пăхăр купоросĕпе /10 литр шыва 3-5 г/ пĕрĕхмелле.

Сухăр юхакан тĕлсене халăх меслечĕпе те сиплеме пулать. Сурана тасатмалла, сиенлĕ хуппа касса пăрахмалла та чĕрĕ кăшкар утин /щавель/ çулçине лутăркаса сăтăрмалла. Çак ĕçе 2-3 хутчен, 5-10 минут сиктерсе, пурнăçламалла. Унтан сипленĕ тĕлсене нигрол маçĕпе /70% нигрол, 30% йывăç кĕлĕ/ сĕрсе хупламалла.

Çуркунне йывăç вулли çывăхĕнче юр хăвăрт ирĕлет. Вулă хĕвелпе ăшăнать, вăранать, "ĕçлеме" хатĕрленет. Тымарсем вара шăн тăпрара пулнипе сĕткенпе тивĕçтереймеççĕ. Юр ирĕлнипе йывăç вуллин тымарланнă тĕлĕ /корневая шейка/ ялан нÿрĕ тăрать. Ăшăпа вăраннă вулă шыв хупăрласа тăнипе сывлаймасть, пăчăхать те вулă çуркаланма тытăнать. Çурхи çанталăк вылянчăк, кăнтăрла ăшă, çĕрле тăруках сивĕтет, çакă та йывăçшăн йывăрлăх.

Йывăç турачĕсене каснă хыççăн 1 сантиметртан хулăнраххисене пăхăр купоросĕпе йĕпетмелле, типсессĕн çуллă сăрăпа сăрламалла е сад варĕпе сĕрмелле.

Вăйлă сиенленнĕ туратсене касса çунтармалла.

Тăпрара кальци çитмесен те йывăç вулли тĕрĕс аталанаймасть. Йывăçа кали, магни удобренийĕсемпе ытларах апатлантарсан кальцие тымар илеймест.

Маларах каларăмăр, вулла чĕркесе хÿтĕлемелле. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех йывăç вуллине юртан уçмалла мар, пушшех юрпа хупламалла. Вăйлă сивĕсем иртсен йывăç йĕри-тавра юра уçма юрать.

Монилиоз, клястероспориоз чирĕсем те йывăç вуллине амантаççĕ. Инфекци чирĕсенчен хÿтĕлекен препаратсемпе пĕрĕхни пулăшать. Çак чирсем çулла палăраççĕ. Йывăç çулçи çинчи хăмăр пăнчăсем, типсе хăрнă, чăмăртаннă çулçăсем йывăç чирлине пĕлтереççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.