Мĕнпур чĕрчуна шута илĕç

19 Кăрлач, 2017

Часах Раççей территорийĕнчи чĕрчунсем хăйне майлă идентификаци номерĕсем илĕç. 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕршыври фермерсен тата килте чĕрчун тытакансен вĕсене номерлĕ чиппа, татуировкăпа е тавропа тивĕçтермелле. Патшалăхăн ятарласа йĕркеленĕ информаци тытăмĕнче чĕрчун пурнăçне сăнлани çырăнĕ. Раççей вице-премьерĕ Аркадий Дворкович хушăвĕпе нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен РФ Ял хуçалăх, Экономика аталанăвĕн тата Финанс министерствисен идентификацие пурнăçа кĕртме "çул-йĕр картти" хатĕрлемелле.

Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче палăртнă тăрăх – хушăва ведомствăн "Идентификаципе учета лекекен чĕрчунсен переченьне çирĕплетесси çинчен" приказне тĕпе хурса панă. Документпа килĕшÿллĕн идентификаци лашасене, мăйракаллă шултра выльăха, пăлансене, тĕвесене, килти чăх-чĕппе кайăк-кĕшĕке, йытăсене, кушаксене, сыснасене, кроликсене, çăмламас чĕрчунсене, пыл хурчĕсене тата пулăсене пырса тивет. Списока ирĕкре çÿрекен тискер чĕрчунсене кĕртмен.

Ял хуçалăх министерствин приказĕн проекчĕпе пĕр чĕрчуна уйрăммăн та, ушкăнпа та маркăлама юрать. Тĕслĕхрен, вĕлле хурчĕсене – тÿрех утарпа. Чĕрчуна 15 паллăллă /саспаллиллĕ тата цифрăллă\ идентификаторпа тивĕçтерĕç.

Пирвайхи регистрацие чĕрчун çуралсан е ăна Раççее илсе килсен виçĕ уйăх хушшинче пурнăçламалла. Маркăлама кирек мĕнле хатĕрпе те усă курма ирĕк панă. Çав шутра – куçа курăнаканни /бирка, татуировка, тавро, мăйкăч тата ытти те\, электронли /информациллĕ чипсене организм ăшне вырнаçтарни\, хутăшши.

Япала интернечĕн Раççейри ассоциацийĕн пуçлăхĕн Андрей Колесниковăн шухăшĕпе выльăха аш валли самăртсан ун çинчен информацие тавар туянаканăн та пĕлмелле. Чип лавкка сентри çине лекмест, паллах, анчах аш туянакан унти хыпара кĕсье телефонĕпе ÿкерсе илсе выльăха хăçан пуснине, самăртнă чух антибиотикпа усă курнине тата ыттине те пĕлме пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.