Мĕнле урай лайăхрах?

19 Пуш, 2015

Кĕркуннепе çуркунне выльăхсем тăракан кил хушши çăрăлса пĕтет. Ĕне çиллисем вараланаççĕ. Выльăх тăракан вырăна мĕн сарсан лайăхрах-ши?

Людмила ИВАНОВА.

Элĕк районĕ.

Вите хăпартнă майăн кил хушшине мĕнле усă курмаллине те планламалла. Выльăха тăма вите умне карта тытмалла. Çав картара, паллах, ĕнене кирлĕ условисем тумалла. Бетонран хунă урайĕнче ĕне шăнма пултарать, çилĕсем чирлеççĕ, сăвăм та пĕчĕкленет. Çавăнпа урайне лайăх япала сарни тăкаклăрах пулсан та хакне кăларĕ. Выльăха мĕнле пăхатăн - çавăн пек тупăш илетĕн теççĕ-çке халăхра. Пĕтĕмĕшле кил хушшине асфальт сарса хытарма пулать. Выльăх тăмалли вырăна хăма сарни вырăнлă - вăл ăшă тытать.

Выльăх тăракан вырăна урайне пĕтĕмĕшле кил хушшинчинчен кăштах хăпартса сармалла. Вăл ăшă тата шăк, каяш юхасран питĕ пулмалла. Урайне каяш юхса анмашкăн кăштах сĕвекрех тумалла - 2-3 см. Сĕвеклĕх пысăкрах пулсан йывăрăш кайри урасем çине ытларах тиенет. Урасем чире кайма пултараççĕ. Пĕтĕ выльăхшăн пысăк сĕвеклĕх пушшех сиенлĕ.

Хăма сариччен çав лаптăка тăм хурса кăштах çÿллĕлетмелле, вăйлă пусарса хытармалла. Унта вара тÿрех хăма сармалла. Хăмана тăм çине сармасан, хушăк хăварсан, хăма хушăкĕсенчен шăк, каяш юхса анса пуçтарăнать. Вăл çĕрнипе-йÿçнипе сывлăша аммиак, ытти йывăр газ пуçтарăнса выльăха наркăмăшлать. Тата кашта хурса сарнă урай хăвăртрах пăсăлать, шăтать, çурăлать. Яланах юсаса тăма тивет. Ку, паллах, тăкаклă. Урайне кашни кунах тасатса тăмалла. Çавăнпа хăмасене сĕвеке майăн хурсан аванрах.

Выльăх айне типĕ улăм сарса памалла, айсарăм вараланнăçемĕн ăна тасипе улăштармалла. Картара икĕ е виçĕ ĕне пулсан пĕр-пĕрне кансĕрлесрен вĕсене кăкарса тытмалла. Пăяв вăрăмăшĕ выльăха выртма-тăма, апат курити, шыв савăчĕ патне çитме чăрмантармалла мар.

Пĕр-икĕ сăмах вите пирки. Витене нумайăшĕ кирпĕчрен е бетон блокран хăпартать. Паллах, кунашкал витесем çирĕпрех пулаççĕ, анчах сивĕрех. Хĕлле кирпĕч витĕрех шăнать, çуркунне, çулла стенасем ытларах чухне нÿрĕк. Çавăнпа витене те йывăçран туни аванрах. Витен никĕсне цементпа ямалла, унта йывăç пура лартмалла. Вите типĕ те ăшă пулĕ. Пĕр ĕне валли 6 тăваткал метра яхăн лаптăк пулмалла. Пăрупа ĕне валли - 10 тăваткал метр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.