Мĕнле шыв ĕçетпĕр?

21 Утă, 2014

Муниципалитетсенчи çивĕч ыйтусенчен пĕри - предприяти-организацирен, пурăнмалли çурт-йĕртен юхса тухакан шĕвĕ каяша, çумăр шывне, ĕçмелли шыва тасатмалли объектсенчен чылайăшĕ кивелни, вĕсене хальхи технологисемпе çĕнетейменни.

Ăна кашни ял, хула тăрăхĕнче пилĕк çулта татса пама республика хыснинче çулталăкра пуçтарăнакан 35 млрд тенкĕ те çитмест. Ку тĕллев питĕ пысăк тăкаклă. Шĕвек каяша тата ĕçмелли шыва тасатмалли хатĕрсене модернизацилемелли программăна вунă çула тăсас пулсан та ЧР бюджечĕ çавнашкал йывăр çĕклеме хăйĕн çине илеймест. Хыснаран кĕмĕл уйăракан объект, программа пайтах. Çавăнпа тасату хатĕрĕсене çĕнетме федераци хыснинчен нухрат ытларах ыйтса илме тăрăшмалла. Сооруженисем тума кÿршĕ регионсене çуллен укçа мĕн чухлĕ параççĕ? Çакăнпа та кăсăкланмалла. Хамăр килте тусан вĕçтернĕ, кÿршĕ çемйи кукăль çинĕ пек ан пултăр.

Çĕнĕ Шупашкарти тасату хатĕрĕсен сооруженине лайăхлатма РФ бюджетĕнчен - темиçе çĕр, ЧР бюджетĕнчен вун-вун млн тенкĕ куçарчĕç. Икĕ хуларан унта пуçтарăнакан шĕвек каяша ГЭС хыçне чăмтариччен лайăх тасатнине ырлатăп çеç. Анчах паян хыснари кашни пуса тăкакличчен: «Укçа пĕтерсе республикăра пурăнакансене мĕнле усă парăпăр-ха?» - тесе шухăшламалла. Чăваш Ен Çĕнĕ Шупашкарти биологи тасату хатĕрне юлашки 7-8 çулта федераципе республика бюджетĕнчен пурĕ млрд тенкĕ ытла хывса Вăтам тата Анат Атăл халăхĕн сывлăхĕшĕн акăш-макăш тăрăшрĕ. Уншăн эпир Раççейĕн экологи енĕпе паракан патшалăх премине илме тивĕçлĕ.

Спутник хулари биологин тасату хатĕрĕсене /БТХ/ модернизациленĕ çулсенче Тури Атăл тăрăхĕнчи регионсем Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшса юхан шыва каяш юхтарса кăларакан пĕр предприятире те пулин паянхи пурнăç ыйтакан технологие ĕçе кĕртрĕç-ши? Ыйтăва сооруженисен директорĕ хуравлаймарĕ. Вăл Вологда, Ярославль, Иваново, Кострома, Владимир, Мускав, Рязань, Тамбов, Пенза, Чул хула облаçĕсенчи, Мордвари предприятисемшĕн явап тытма пултараймасть. Çавăнпа хуравлайманни - йĕркеллĕ. Вĕсем Атăла, унăн çĕр-çĕр юппине мĕнле каяш чăмтарнине тата Тури Атăлтан анса Шупашкар управĕнче пуçтарăнакан шыв пахалăхĕ мĕнлереххине республикăн экологи ыйтăвĕшĕн, çын сывлăхĕшĕн яваплă органĕсенче вăй хуракансен çĕр варринче ыйхăран вăратса ыйтсан та лайăх пĕлмелле. Хальлĕхе журналистсене пухса е республика шайĕнчи пуху-канашлура лару-тăрăва хак панине, ку енĕпе тĕллевлĕн ĕçлеме программа çирĕплетнине ас тумастăп. Тури Атăл регионĕсем Чăваш Ен шывне варалаççĕ тĕк тăкака саплаштармалли йĕрке пулмалла.

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти «Водоканал» предприятисем ĕçмелли, апат-çимĕç хатĕрлемелли, йăлара усă курмалли шыва Атăлтан уçласа саппасламалли сооруженисене тултараççĕ. Вĕсене пăрăхпа çынсем пурăнакан çуртсене çитериччен хими-биологи шайĕнче тасатса çитерееççĕ-и? Çак ыйтăвăн хуравĕ маншăн уçăмлă мар. Тĕпчевçĕсем Шупашкар управĕпе Сăрта биологи ресурсĕсем чухăнланнине, çав шутра пулă сахалланнине шывра йывăр металсен çăралăхĕ, химин ытти элеменчĕ пысăккипе ăнлантараççĕ. ГЭСа хута янăранпа биоресурссен чылай тĕсĕ пачах пĕтнĕ.

Темиçе çул каялла Раççейри экологи организацийĕ пуçарнипе Атăл тăрăх аннă экологсен ушкăнĕ Шупашкар управĕнчи шыв пахалăхне тĕрĕслеме тĕслĕх илчĕ. Вăл юхан шыв çумĕнчи кашни пысăк хула тĕлĕнче тултарнă. Кун пек çул çÿрев регионта кăна мар, çĕр-шывра та сайра иртет. Регионсен çеç мар, Мускав МИХĕсем те унта хутшăннă çамрăк экологсем этем ĕçекен шыв пахалăхĕпе паллаштарасса кĕтрĕç. Анчах кĕтсе илеймерĕç. Шупашкарта та пĕтĕмлетĕве уçăмлатмарĕç. Икĕ хула çыннисем мĕнле шыв ĕçнине çав-çавах пĕлмеççĕ.

Иртнĕ çулсенче Патăрьел райцентрĕнчи тасату хатĕрне çĕнетрĕç. Анчах унта çивĕч ыйту сахал мар. Сăмахран, районсен хушшинчи Шупашкар çут çанталăк прокуратури кăçал çурт-йĕртен пухăнакан шĕвĕ каяша тасатмасăрах çывăхри çырмана юхтарса кăларнине тупса палăртрĕ. Çавнашкал тĕслĕхе Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав станцийĕнче, Шупашкар районĕнчи Ишлей ялĕнче, Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнче, ытти вун-вун ял-хулара çирĕплетрĕ.

Тасатса çитермен шĕвек каяш шыв-шура юхса чĕрĕ организмсене вĕлерет, пусăсемпе çăл куçсене, Шупашкар управне лексе шыв пахалăхне начарлатать. Ырă тĕслĕх çук мар. Сăмахран, пĕлтĕр Йĕпреç поселокĕнче федерацин «Таса шыв» программипе килĕшÿллĕн биологин тасату хатĕрне тума пуçланă. Ăна кăçалхи раштав уйăхĕнче хута ярасшăн. Федераци хыснинчен 115 млн тенкĕ ыйтса илме май килнĕ. Ку кашни районшăн - ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Ун пек сооружени кашни муниципалитетра пултăр. Апла пулсан район-хула администрацийĕсен федераципе республика программине лекессишĕн тăрăшмалла.


Юрий МИХАЙЛОВ