«Мĕнле пурăнатăн-ха, кукамай?»
Пурăнма та талант кирлĕ. Çапла пĕтĕмлетрĕм республикăри чи ватă çынсенчен пĕрин, Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче пурăнакан 103 çулти Дария Калинникова, патĕнче пулнă хыççăн. Пытармастăп: пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă çынпа курнăçма, калаçма хальччен пÿрменччĕ-ха. Ытла та пысăк чыс ку... Сăмаха ăçтан пуçламаллине те тÿрех пĕлеймĕн. Телее, кил хуçисем çав тери ырă кăмăллă çынсем пулчĕç.
Дария Михайловнăн хăлхи хытăрах пулнăран хĕрĕпе Елена Арсентьевнăпа кĕрĕвĕ Николай Петрович мана нумай пулăшрĕç. Тарье аппан пĕртăванĕн Трофимăн ывăлĕсене те, Комсомольски районĕнчи Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Анатолипе Василий Лисинсене, чĕннĕ.
Тарье аппа çав тери тирпейлĕ кинемей. Эпир пынă чухне вăл çемçе пукан çинче тап-таса çи-пуçпа, шупка тутăрпа, чăлт шурă çăм нускипе ларатчĕ. Чĕрçи çинче — юратнă кушакĕ Мурзик мăрлататчĕ. Çав тери туслă вĕсем, пĕрлех çывăраççĕ. Хушăран кушакĕ ватă çинче меллешсе, тăсăлсах выртать... Халăхра: «Питри чипер пĕтет, ăшри ĕмĕре юлать», — теççĕ пулин те Дария Михайловнăн сăн-пичĕ яках-ха. Пĕркеленчĕк те сахал. — Пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă тесе калаймăн. Çав вăхăтрах черченкĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, сăпайлă хĕрарăмăн шăпи пĕрре те çăмăл килмен.
«Тарье аппа Каçал тăрăхĕнчи Хирти Шăхасанта ултă ачаллă çемьере çитĕннĕ. 1921 çулта вĕсем çунса кайнă. Пÿртне Ыхраçырмисем туса кăна пĕтернĕ, ĕç хатĕрĕсене илсе кайма та ĕлкĕреймен. Ялта пушар тухнă та пĕр урам, 27 кил, кĕле çаврăннă. Асатте мунчаран çарамасах чупса тухнă, анчах хуçалăхне упраса хăварайман. Вĕсене, нимсĕр юлнăскерсене, пĕри Çĕпĕре чĕннĕ. Хайхи асаттепе асанне, вĕсен ачисем Георгий, Герасим, Трофим, Палюк, Тарье, Варкка Хусана çитеççĕ. Анчах унтан пурте ларса каяймаççĕ. Асатте пĕрех меслет тупса тавар турттаракан пуйăспа икĕ ачине Иркутска илсе çитерет. Асанне ытти ачипе яла таврăнать. Килет те кил вырăнĕ кăна, çурт çук. Выçлăх тата. Мĕн тумалла? Тарье аппа ун чухне çиччĕре кăна пулнă. Çын патĕнче хÿтлĕх тупаççĕ. Çынна кансĕрлесе нумай пурăнăн-и ĕнтĕ? Каярахпа вĕсем пĕчĕк пÿрт лартма вăй çитереççĕ. Ăна хам та астăватăп. Асатте шкулта пĕр кун та вĕренмен, ачисене те яман. «Ĕçлемелле!» — тенĕ. Тарье аппа хутла вĕренеймен. Каярахпа, чылай çул иртсен, ялти учительница ăна киле пырсах саспаллисем паллаттарнă, алă пусма хăнăхтарнă», — каласа кăтартрĕ Анатолий Лисин.
Тарье аппана Чăваш Ишекĕнчи вĕреннĕ йĕкĕте Арсентий Калинникова тупса панă. Çирĕп, тăн-тăн пурăннă вĕсем. Çунса та кайнă пулин те ура çине тăма пултарнă. Пуян пурăнаççĕ тесе çуртне сÿтсе кайни те пулнă. Пĕрех хуçăлман вĕсем. Ĕçлесе ура çине тăма пултарнă. Тарьене туйлах, юланутсемпе, лашасемпе пырсах качча илсе килнĕ. Туй халăхĕпех тăванĕсем патне те кĕрсе савăнса тухнă. Шел те, Калинниковсен арлă-арăмлă пурнăçĕ нумая пыман, 1938 çулта Арсентий салтака кайнă. Ун чухне çамрăк арăмăн çие юлнă. 1938 çулта вара Вера çуралнă. Упăшки Совет-финн вăрçинче, унтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Дария Михайловна ĕмĕрне колхозра ĕçлесех ирттернĕ. 1952 çулта Тарье аппа тепĕр хĕр çуратать. Еленăн çемйипе пурăнать паян ватă.
«Вăрăм ĕмĕрлĕ пуласси йăхран нумай килет. Аннепе пĕртăван Герасим 95 çултан иртиччен пурăннă. Анатолипе Василий Лисинсем те 8, 7 теçетке çула хыçа хăварнă. Çирĕп-ха вĕсем, хăйсен çулĕсенчен çамрăк курăнаççĕ. Анне ку тарана çитсе те çÿçне шампуньпе çуман. Ĕлĕкрех кĕл тăррипе, тăпăрчă шывĕпе, сĕтпе çăватчĕ. Халĕ çÿçĕ сахал та тăрă шывпа кăна чÿхет. Апат тиркемест, анчах сахалшарăн çиет. Икĕ алла пĕр ĕç тенешкел, яланах ĕçленĕ вăл. Апат пĕçерме юрататчĕ. Çăкăр, капăртма, кукăль тутлă янтăлатчĕ. Сĕтел çинче яланах яшка пăсланатчĕ, хуппипе пĕçернĕ çĕрулмине шуратса суханпа, çупа сиктерсе лартатчĕ. Каçсерен алĕç нумай тунă. Çыхнă, пир тĕртнĕ. Арчара пир тăрăхĕн шучĕ те çук. Анне лăпкă çын, кăшкăрашнине, «çатăр-çатăр тунине» нихăçан та курман. Шÿтлеме вара кăмăллать. Кинсем мунчара çуса ярсан икĕ аллине çĕклесе: «Ай хараша!» — тет. «Лайăх çурăр!» — тесшĕн ĕнтĕ. Нушине пайтах курнă. Атте вăрçă хыççăн ăна хулана илсе каясшăн пулнă, анчах анне килĕшмен. Атте вара тепре авланнă, майрана качча илнĕ», — тĕлĕнтерчĕ Елена Арсентьевна.
ЦИТАТА Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлă хĕ:— Пĕлтерĕшлĕ кăтартусенчен пĕри нумай пурăнакансен йышĕ ÿсни пулса тăрать: паян Чăваш Енре пурăнакан 17355 çын 85-рен иртнĕ, 98 çын хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. /Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыруран/. |
Вăрçă хыççăнхи çулсенче Арсентий килне майрапа килсе кĕрет. Тем пек йывăр пулсан та тÿсет сăпайлă та çав тери ырă хĕрарăм. Упăшкипе майри мунча пăлтăрĕнче вырăн тупаççĕ. Тарье аппа: «Ара, вăл манăн упăшка-çке», — тет те мунча еннелле утать. Мăшăрĕпе юнашар кĕрсе выртать... Арсентин пĕр енче майра, тепĕр енче Тарук... «Астăватăп-ха: пĕрре аттепе майри кунта килсе пĕр уйăх пурăнса кайрĕç. Анне ун чухне кăштах кăмăлсăртарах пулнăччĕ. «Ан шавла, килеççĕ те каяççĕ, хăв айăплă. Чĕннĕ чухне упăшкупа мĕншĕн кайман?» — терĕм ун чухне. Аттен шăллĕ Чулхула облаçĕнче пурăннă. Атте унта хваттер илнĕччĕ. Майрипе вĕсем çавăнта тĕпленнĕччĕ. Атте 1993 çулта пурнăçран уйрăлчĕ. Юлашки çула ăсатма ăна тăвансемпе пĕрле кайса килтĕмĕр. Унăн арăмĕ виçĕ çул маларах куçне ĕмĕрлĕхех хупнăччĕ. Аппа Вера çемйипе Иркутскра пурăнатчĕ. Вăл та пирĕнпе çук ĕнтĕ. Ачисене аннен 100 çулне чĕннĕччĕ-ха. Пĕтĕм тăвана пухса юбилее ай-яй! вăйлă турăмăр. Мăнукĕсем аннене 100 кĕлчечек парнелерĕç. Йĕпписем çине 5 пин тенкĕлĕх укçасем тирсе пачĕç. Аннен хушăран пуçĕ ыратать, юн пусăмĕ вылять. Ури утмасть, çавăтса тухса лартатăп. Мунчана йăтса кайса çуса килетпĕр. Халĕ ав пĕр куçĕ хупланса пырать. «Манăн автансăр яла кăна каймалла та, мĕн туса пурăнмалла?» — тет хăй яланах. Çамрăксем пурнăçран уйрăлнине пĕлсен: «Мĕншĕн вĕсен вилмелле, мĕншĕн манăн вилмелле мар?» — тесе кулянать. Патăрьелтен кукăль-булка илсе килсен: «Ку камăн?» — тесе ыйтать. Малтан хамăн çисе кăтартмалла, атту астивмест. Эмел те ĕçесшĕнех мар. Анне юлашки вăхăтра ытларах çывăрать. Пылак чей ĕçме кăмăллать. Пыла та тиркемест. Лавкка апатне çитерме питех тăрăшмастпăр. Панулмине, кишĕре, чĕкĕнтĕре теркăпа хырса паратпăр. Маларах майонеза кăмăллатчĕ, халĕ çимест. Хăй вăхăтĕнче анне çынна хăна тума шутсăр юрататчĕ. Мăнукĕсемпе кинĕсем килсен, кÿршĕ-аршă каçсан сăмаварпа чей лартатчĕ», — хавхаланса калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Елена Петровнăпа Николай Петрович Кураковсем 5 ывăл пăхса ÿстернĕ. 9 мăнук вĕсен. Ачисем те, кинĕсем те Тарье аппана çав тери юратаççĕ. Ара, вĕсене пăхса ÿстерме нумай пулăшнă-çке вăл. Кÿршĕ-аршă та сĕре кăмăллать Дария Михайловнăна. «Кукамай мĕнле пурăнатăн-ха?» — тесе йăпăрт чупса каçаççĕ вĕсем. Çемçе çимĕç, кучченеç илсе кĕреççĕ. Пĕччен пурăннă тапхăрта Дария Калинниковăна пахча лартма, сухалама Сергей Семеновпа Андрей Салицев çемйисем нумай пулăшнă. Чи ватă çын ял-йышра чи хисеплĕ çын паян. «Çемьере тирĕк-чашăк шакăртатмасăр пулмасть. Кĕрĕвне юратать, хÿтĕлет. «Эсир иртĕнсе кайнă, арçынна вăрçмаççĕ. Пĕр пăта çапма та мĕнле йывăр», — тет. Çак кунсенче çăм çипне çунăччĕ те аннепе иксĕмĕр пĕрле çăмхаларăмăр. «Анне илтнĕ чухне мĕншĕн ытларах калаçса юлман-ши?» — тесе кулянатăп халĕ», — чунне уçрĕ Елена Арсентьевна.
Дария Калинникова çамрăк чухне çав тери чипер пулнă. Сарă кăтра çÿçлĕскере, янкăр кăвак тÿпе пек кăн-кăвак куçлăскере куç ÿкесрен хунямăшĕ ирсерен кĕтÿ хăвалама та турă шывĕ сапса кăларнă. Ĕçчен те тирпейлĕ, сăпайлă кинне хуняшшĕпе хунямăшĕ çав тери юратнă. «Кинĕм, тĕн-тĕшмĕше ан çÿре, Шурут чиркĕвне сывлăхшăн çурта лартма кăна кай. Килти усал-тĕселе, чир-чĕре йăлтах хампа пĕрле илсе каятăп», — тенĕ вилес умĕн хуняшшĕ. Тен, çавăнпах нумай пурăнать-и, Тарье аппа? Ватă çын пехилĕ çитетех-çке. Ахăртнех, шăпа тени паян Тарье аппа умĕнче хăйĕн парăмне татать — хăй вăхăтĕнче çавнашкал терт кăтартма тивнишĕн, упăшки пур çинчех ĕмĕрне арçынсăр пурăнса ирттернишĕн. Пурнăçра пурте парăмлă. Асап курнă чун патне Турă амăшĕн курки яланах туллин çаврăнса çитет теççĕ. Çапла пурнăç саккунĕ, йĕрки.
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас