«Мĕн тумалла ку Юмартпа?» - тесе вăрçаççĕ. «Персе пăрахăр!» – терĕм те тухса кайрăм пухуран...

22 Çурла, 2018

Геннадий Федорович ТРОФИМОВ /ЮМАРТ/ — тĕпчевçĕ, поэт, куçаруçă. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ /1988/, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Нестор Янкас ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ.

ХАКЛАВ: 
В.Г. Родионов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан сотрудникĕ, филологи наукисен докторĕ:

Геннадий Федорович Юмарта эпĕ тĕплĕ ĕçлекен текстолог тесе хаклатăп. Вăл «Чăваш халăх сăмахлăхĕн» виçĕ томне пухса хатĕрлеме хутшăнчĕ. Çĕнĕ ярăмри «Халăх эпосĕ» тома пухрĕ, «Истори халапĕсем», «Ĕçпе йăла юррисем» кĕнекесене пухса кăларас ĕçе те хутшăнчĕ. Икĕ томлă «Революцичченхи чăваш литератури» виçĕ кĕнекене пухса хатĕрлерĕмĕр /А. Васанпа пĕрле, редакторĕ эпĕ пултăм/. «Чăваш литератури XX ĕмĕрччен» хроникăпа библиографи кĕнекине те каллех эпир виççĕн /Г.Ф. Юмарт, А.В. Васильев тата эпĕ/ хатĕрлесе кăлартăмăр. Çак ĕçсенче вăл хăйне чăн-чăн ученăй пек кăтартрĕ, çанă тавăрса, вăйне, сывлăхне шеллемесĕр тăрăшрĕ.

— Геннадий Федорович, ăслăлăх анине сухалама епле пуçларăр?
— Мана вулакансем ытларах сăвăç пек пĕлеççĕ, анчах эпĕ хама тĕпчевçĕ тесе шутлатăп. Чи малтанхи тĕпчев ĕçĕ манăн – Красноармейски районĕн хаçатĕнче çамрăк авторсен пултарулăхне тишкерсе çырнă статья. Астăватăп: Анатолий Емельяновăн хайлавĕсене хак панăччĕ. 1960 çулта рецензисем çыркаларăм. Микушкелте ĕçленĕ чухне те çамрăк сăвăçсен пултарулăхне тĕпчесе статьясем çырнăччĕ, каярахпа «Советская Чувашия» хаçатра пичетлерĕм.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçленĕ чухне планпа палăртнă тăрăх 25 кĕнеке пухса редакцилесе кăлартăм. Çеçпĕл Мишшипе Константин Иванов çырнисен пуххине виçĕ хутчен кăларма хутшăнтăм. Митта Ваçлейĕ, Тарас Кириллов, Гаврил Кореньков çырнисемпе суйласа илнисене пухса хатĕрлерĕм. Унсăр пуçне тата «Чăваш халăх сăмахлăхĕн» виçĕ томне пухса хатĕрлеме хутшăнтăм. Хальхи çĕнĕ ярăмри «Халăх эпосĕ» тома пухса патăм, «Истори халапĕсем», «Ĕçпе йăла юррисем» кĕнекесене пухса кăларас ĕçе те хутшăнтăм. Анатолий Васильевпа /Васан/ пĕрле икĕ томлă «Революцичченхи чăваш литератури» виçĕ кĕнекене пухса хатĕрлерĕмĕр /редакторĕ — В.Г.Родионов/. «Чăваш литератури XX ĕмĕрччен» хроникă
па библиографи кĕнекине те каллех эпир виççĕн /В.Г.Родионов, А.В.Васильев тата эпĕ/ хатĕрлесе кăларнă.
— Халăх сăмахлăхĕпе ĕçленĕ май, ахăртнех, экспедицисене те сахал мар çÿренĕ?
— Фольклор экспедицийĕсене нумай хутшăннă. Пушкăрт, Тутар Республикисене, Самар, Саратов, Ульяновск облаçĕсене çитсе чăваш халăх сăмахлăхне, этнографи материалĕсене пухса килнĕ. Çав ĕçлĕ çул çÿревсене тухса кайма питĕ юрататтăм. Инçетре пурăнакан чăваш çыннисемпе паллашни паха материалсем тупма май паратчĕ. Халăх чĕлхи – иксĕлми çăл куç. Мĕн чухлĕ ытларах тĕпчетĕн, çавăн чухлĕ пуянрах та пахарах материал пухăнать.
Фольклор классики, литература халăх усă курмалли кĕнекесем пулса тăчĕç, литература историне пуянлатрĕç. Эпĕ çав пурнăçа кĕнĕшĕн питĕ савăнатăп. Генна-дий Айхи сăвăç манăн ĕçе халăх культурине витĕм кÿрет тесе хакларĕ. Ку та питĕ пĕлтерĕшлĕ маншăн.
Геннадий Айхине хÿтĕленĕшĕн сире хур курнă тенине илтнĕ. Епле пулчĕ?
— 1970 çулсен пуçламăшĕнче Европăра Геннадий Айхи çинчен çырнă статьясем пичетленчĕç. Вăл «Франци поэчĕсем» антологи кăларчĕ /1968, 1992 çç./, уншăн ăна 1972 çулта Франци академийĕн премине пачĕç. 1987 çулта Шупашкарта вăл – «Польша поэчĕсем», 1974 çулта «Венгри поэчĕсем» антологи пичетлерĕ.
— Пĕр пичевре икĕ лашана /литературăпа ăслăлăха/ кÿлме йывăр килмерĕ-и?
— Чăваш патшалăх университетĕнче доцент пулса ĕçлерĕм, студентсемпе «Авалхи сăмахлăх», «Текст тĕпчевĕ», «Ача-пăча литератури» ятарлă курссем ирттертĕм, лекцисем вуларăм. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.