Механизаторĕсем йышлă, анчах...
Ял хуçалăхĕнчи трактор-машина паркĕ çуллен çĕнĕ техникăпа пуянланать. Ку — вырăнти ырă улшăнусен пĕр палăрăмĕ.
Республика Технадзорĕ пăхса-сăнаса тăракан техника кăçалхи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа палăртнă куна çитичченхинчен 386 хушăнса 24573 çитнĕ. Çĕнĕ 182 трактор — 2018 çулхинчен 78 нумайрах — туяннă. Ман шухăшпа, экономикăн паянхи тапхăрĕнче чылай! Çĕр ĕçченĕсем тырра пухса кĕртмелли 13 комбайн /иртнĕ çулхинчен 4 ытларах/, выльăх апатне çулса пуçтармалли 2 комбайн илсе килнĕ. Паян тыр-пула вырса çапмалли комбайн темиçе млн тенкĕ тăнă, налук-тÿлев самаях хĕснĕ чухне çĕннине туянма хуçалăхсене йывăр.
Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем 30 комбайна кăçал иртнĕ çулхинчен сахалрах регистрацилеттернĕ. Çакăн сăлтавĕ мĕнре- ши? Хуравне Технадзорта пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ техника çĕр ĕçĕнчи тăкака пĕчĕклетме май парать. «Тырра çапса тĕшĕлемелли çĕнĕ комбайн илсе килтĕмĕр те — уйра улăмпа пĕрле пĕрчĕсем выртса юлмаççĕ, çухату тÿсместпĕр, — тенĕччĕ Тăвай районĕнчи Вячеслав Николаев фермер. — Ăна туяниччен кивĕ комбайнсемпе çапса хире нумай хăвараттăмăр. Паянхи комбайнсем 10-20 çул каялла е совет тапхăрĕнче туса кăларнисенчен вăйлăрах, хăвăртрах ĕçлеççĕ».
«Хальхи вăхăтра тĕш тырă культурисене акмалли сеялка харăсах темиçе ĕç пурнăçлать — тăпрана кăпкалатать, çĕре тикĕслет, вăрлăха акать, тымар патне минерал удобренийĕ парса тăпрапа хуплать, — тет Çĕрпÿ районĕнчи «Воддорстрой» обществăн ертÿçи Анатолий Федоров. — Унччен çав ĕçсене тĕрлĕ машинăпа тунă. Паллах, вĕсене пĕр агрегатпа пурнăçланăран халĕ тăкак темиçе хут сахалрах. Пирĕн «ВДС» общество çеç мар, республикăри нумай хуçалăх иртнĕ çулсенче кивĕ техникăна тимĕр-тăмăр заводне ярса çĕнĕ трактор-машина туяннă, вĕсен хăватне пысăклатнă».
Техника паркне кил хуçалăхĕсем те çуллен пуянлатни-йышлатнине палăртас килет. Республика Технадзорĕ пĕлтернĕ тăрăх — автомобиль çулĕсен айккинче усă курмалли мотохатĕр кăçал пĕлтĕрхинчен — 26, прицеп — 14, çулсем тумалли тата строительствăра усă курмалли 81 машина, трактор 295 нумайрах туяннă.
Раççей Правительствин 2013 çулхи 1013-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн мĕн пур йышши хуçалăхсен, çав шутра кил хуçалăхĕсен, хăйсем тĕллĕн çÿрекен трактор-машинăпа прицепа, ыттине техника тĕрĕслевĕ витĕр çуллен кăлармалла. Республика Технадзорĕ ăна районсенче, ял тăрăхĕсенче, хуçалăхсенче графикпа йĕркелеме ятарлă хушу кăларать. Кăçал тĕрĕслев ирттерме рете техникăн 13966 хатĕрне, вăл шутра агропромра — 3330, уйрăм çынсен секторĕнче 8146 тăратнă. Çав шутран 13699-шĕ /АПКра — 3190, уйрăм çынсен хуçалăхĕнче — 8046/ техтĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă.
— 2019 çулта регистрациленĕ пĕтĕм техникăран — 56%, ку шутран агропромра — 65%, уйрăм çынсен секторĕнче 53% хăйне тĕрĕслевпе шанăç кÿнине çирĕплетекен свидетельствăна тивĕçнĕ, — тет ЧР технадзорĕн ертÿçи Сергей Вязовский. — Техтĕрĕслев витĕр тухассине кирлĕ ĕçсен йышне кĕртнисен шучĕ çуллен ÿсет.
Кăçал республикăра пĕлÿ илнĕ хыççăн трактористăн 4185 удостоверенине /2018 çулхинчен 296 нумайрах/, çав шутра вĕренÿ заведенине пĕтернĕ хыççăн 1894 çынна, панă, 2291-шĕ çĕннипе улăштарнă. Паян Чăваш Енре тракторист-машинист удостоверенине тивĕçни 43160-ĕн.
Халĕ вулакансене пĕр «инкек» çинчен шухăшлама сĕнес килет. Ака-вырмара хуçалăхсене механизаторсем çитмеççĕ, ертÿçĕсем вĕсене шыраса хăшкăлаççĕ. «Тепĕр чухне ĕçлеме кăнтăрти çĕршывсенчен гастарбайтерсене чĕнсе илесси патнех çитетпĕр», — тенĕччĕ кăçал «Воддорстройăн» тĕп директорĕ Анатолий Федоров.
Республикăра тракторист-машинистсен икĕ «дивизийĕ» пур чухне çуллен Раççей Çарĕн пĕр полкĕ чухлĕ 31 заведенире вĕрентсе кăларсан та çитмеççĕ хуçалăхсене. Мĕншĕн çапла пулса тухать? Сăлтавне хуçалăхсенчех шырамалла мар-ши?
Чăн та, çав заведенисенчен пĕлтернĕ тăрăх — 164-шĕ хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçнă, 16-шĕ Раççей Çарĕн ретне тăнă, 12-шĕ ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ паракан шкулсене вĕренме кĕнĕ. ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствин ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсем 2019 çулта 88-шне «Ял хуçалăх производствин тракторист-машинисчĕ» профессие алла илмешкĕн вĕренме янă, 71- шĕ вĕренсе пĕтернĕ, ку шутран 62-шĕ ĕçе вырнаçнă. Çак цифрăсенчен ял хуçалăхĕнче ĕçлеме тивĕçлĕ кадрсем тĕрлĕ сăлтава пула вĕреннĕ чухнех таçта çĕтнине ăнланатпăр. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Сергей МИХЕЕВ.
Комментари хушас