Мефодий Денисов çуралнăранпа 95 çул çитнине тăванĕсемпе паллă тунă

17 Пуш, 2017

Чăваш Енре паллă сцени ăсти, баритон, кирлĕ самантра тенор евĕр те юрланă Мефодий Денисов çуралнăранпа 95 çул çитнине тивĕçлипе паллă тăваççĕ. Шупашкарти Ачасемпе çaмрăксен пултарулăх центрĕнче тата Чăваш наци музейĕнче те уява сумлăн палăртнă. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче астăвăм каçĕ иртнĕ.

Унти уява Мефодий Денисовăн тăванĕсем хутшăннă. Чăваш Республикин халăх артисчĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССРĕн К.В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ ачаранпах вăйлă сасăллă пулнă. Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта 1922 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Хăйĕн тантăшĕсем пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Саратоври консерваторин Чăваш опера студине яшсемпе хĕрсене пухнине пĕлсен Мефодий те конкурса хутшăннă. Сумлă комисси 100 ытла çамрăкран суйласа илнĕ 12 хĕрпе каччă хушшинче Мефодий Денисов та пулнă.

Саратоври консерваториpeн вĕренсе тухнă хыççăн вăл Чăваш патшалăх филармонийĕнче солист-вокалистра ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕпе туслă çыхăну тытнă. Шупашкарта музыкăпа драма театрĕ уçăлсан сцени ăстине унта ĕçлеме йыхравланă.

Пултаруллă çын пур енлĕ маттур, таçта та ĕлкĕрет. Мефодий Денисов та çавăн йышши пулнă. Вăл Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекенсене соло тата вокал ăсталăхне 30 çул ытла ăша хывтарнă. Çав вăхăтрах сцена çине тухса хăватлă сассипе куракана тыткăнланă.
 

  •  Мефодий Денисов репертуарĕнче 500-е яхăн юрă пулнă. Унăн юррисем паян та Раççей тата Чăваш радио фончĕсенче упранаççĕ. Грампластинкăсен "Мелодия" пĕтĕм союзри фирми ентешĕмĕрĕн 50 ытла юррине çырса илнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас