Медпулăшу пысăк шайра

30 Кăрлач, 2017

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Европăри Чĕркуççи хирургийĕн ассоциацийĕн тата Спорт травматологийĕн ассоциацийĕн секци председателĕпе Ролнад Бекерпа, çак секци вице-председателĕпе Нанне Коптпа тата Федерацин травматологи центрĕн тĕп врачĕпе Николай Николаевпа ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулура пациентсене травматологипе ортопеди пулăшăвĕ парассин пахалăхне лайăхлатас ыйтусене сÿтсе явнă. Ролнад Бекер палăртнă тăрăх, Шупашкарти травматоло- ги центрне Европăра лайăх пĕлеççĕ: «Клиника шайне курса тĕлĕнтĕм. Унти операцисен шучĕ пĕрлехи тĕпчевсем ирттер- ме май парать». Михаил Игнатьев РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви Шу- пашкарти центр хăйĕн профилĕпе Раççейре чи лайăххи тесе йышăннине палăртнă. Кунта сипленĕ пациентсен шучĕ 2,2 пин- рен /2009 ç./ 7,8 пин çын таран /2016 ç./ ÿснĕ. Пĕлтĕр 7,2 пин ытла операци тунă. 8 çулта Раççейĕн 76 регионĕнчи 45,7 пине яхăн пациента пысăк технологиллĕ пулăшу кÿнĕ. Аса илтерер: кăрлачăн 27-28-мĕшĕнче Шупашкарти травма- тологи центрĕнче Европăри спорт травматологийĕ пуçарнипе тĕнче шайĕнчи наука-практика конференцийĕ иртнĕ. Унта Раççейри тата ют çĕршывсенчи ăсчахсемпе врачсем хутшăннă. К.ВАСИЛЬЕВ.

Комментари хушас

Новости по теме