Медицина пулăшăвĕн трасса çинчи черетлĕ пукчĕ уçăлнă

15 Çурла, 2018

Муркаш районĕнчи Ярославка ялĕнчи трасса çинче те медицина васкавлă пулăшăвĕн пункчĕ пур халĕ.

Паллах, кунашкал пунктсем уçнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Ара, çул çинчи инкексенче çынсем вилнĕ тата суранланнă тĕслĕхсем чакмаççĕ, ку ыйту яланхи пекех çивĕччисен йышĕнче. Çул çинчех «хатĕррисем» пурри вара васкавлă пулăшу ыйтăвне сирме пулăшмаллах. Ара, авари вырăнне медиксем мĕн чухлĕ иртерех çитни пĕлтерхĕшлĕ-çке.

Халĕ çывăхри ял-салара пурăнакансем те, М-7 трасса çинче шар курнисем те васкавлă пулăшу машинине хăвăртах кĕтсе илейĕç. Медицинăн трасса çинчи пулăшăвĕн çĕнĕ пункчĕ Нискассинчи çемье тухтăрĕн офисĕн çуртĕнче вырнаçнă. Федераци трасси юнашарах кунта. Шăпах ку вырăна суйлани те ахаль мар — трассăн ку сыпăкĕнче инкек час-часах пулать.

Васкавлă пулăшу бригади пурнăçшăн хăрушă самантсенче Муркаш, Етĕрне тата Çĕмĕрле районĕсен çывăхри ялĕсене те тухса çÿрĕ. Çул çинче хăйсене япăх туйнăран пыракансене те пулăшу кÿрĕç фельдшерсем.

Республикăри кунашкал иккĕмĕш пункт пулса тăнă Ярославккăри пункт. Маларах кунашкаллине Куславкка районĕнчи Энтри Пасарта та уçнăччĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас