Маттур çамрăк

29 Ака, 2015

Ялта хастар çамрăксем пурри савăнтарать. Акă Патăрьел районĕнчи Тăрмăшра пурăнакан Лев Семенов патшалăх пулăшăвĕсĕрех фермер хуçалăхĕ йĕркелеме пултарнă. Паянхи кун унăн картиш тулли выльăх-чĕрлĕх: 20 яхăн ĕне выльăх, çак шутран виççĕшĕ - сăвăнаканни, сысна, чăх-чĕп.

«Кашни кунах патшалăха 40-45 литр сĕт паратпăр. Шел, вăл кунсеренех йÿнелсе пырать. Халĕ ăна пирĕн тăрăхра 16,5 тенкĕпе ?1 литр% пуçтараççĕ. Сĕтсĕр пуçне ашран та тупăш илетпĕр. Ялта выльăх-чĕрлĕх тытмасан мĕн ĕçлемелле?» - терĕ Лев Георгиевич.

Тăрăшуллă çын валли ĕç тупăнсах пырать. Сăмахран, виçĕ пĕртăван Семеновсем - Рудольф, Лев тата Владислав - çемйисемпе пĕрле çулсеренех 3 гектар севок çитĕнтереççĕ. Унран та тупăш илеççĕ. Çак пахчаçимĕç çемье бюджетне ÿстерме самаях пулăшать. Анчах пилĕк авмасăр, вăй хумасăр тухăç илме май çуккине кашниех лайăх ăнланать.

Выльăх апачĕ туса илме Семеновсен 50 гектар çĕр пур. Унта нумай çул ÿсекен курăк, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. «Кавăн выльăхшăн питĕ усăллă. Çавăнпа ăна кашни çулах ÿстеретпĕр. Унсăр пуçне кăшман та. Унăн вăррине хамăрах туса илетпĕр», - малалла сăмахларĕ фермер. Техника тĕлĕшпе чăрмав çук. Мĕн кирли - пурте пур. Кредитсăрах алă çавăрма тăрăшать вăл. Тенкĕ çумне тенкĕ хушса пĕр çул пĕр хатĕр-хĕтĕре туянать, тепĕр çул - теприне.

«Кунашкал пысăк хуçалăха тытса пыма çăмăл мар пулĕ?» - кăсăклантăм эпĕ. «Эпир хăнăхнă ĕçлеме. Унсăр пурăнаймастпăр. Ирхине 6 сехетрен пуçласа каçхине 10-11 сехетченех ура çинче», - пулчĕ хурав.

Кил хуçи хĕрарăмĕ ĕнесене алăпах сăвать. «Аппарат туянма ĕлкĕреймерĕр-им?» - ыйтрăм каллех. «Кунашкал мел ĕнене маститпа аптратмасть», - терĕ Лев Семенов. Вăл каланă тăрăх - аппарат сĕте пĕтĕмпех суса пĕтереймест. Çавна май ĕне çилли шыçать.

Пушмак пăрусен витине кĕтĕмĕр. Улашкасем типĕ утта çăвар тулли пĕтĕреççĕ. Чăваш наци радиовĕ вĕсене юрă-кĕвĕпе савăнтарать. Фермер каланă тăрăх - пушмаксем юрă итлеме кăмăллаççĕ иккен. Ахальтен мар кунсеренех витере радио кĕрлет. Ăна пăрусем çеç мар, ĕнесем, сыснасем итлеççĕ. Юрă-кĕвĕ выльăхшăн та чун çемми пулас. Ара, чĕрĕ чуншăн вăл - кăмăл çĕкленĕвĕ. Кил хуçи те, выльăх-чĕрлĕх те кĕвĕ-çемĕпе пурăнать, аталанать.

Валентина ПЕТРОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.