Маттур ачасене хавхалану кирлех!

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов Хĕрлĕ Чутай районĕн хастар та пултаруллă шкул ачисене çулсеренех стипенди парса хавхалантарать. Кăçал çак хисепе Çĕн Атикасси шкулĕнче 10-мĕш класра ăс пухакан Сергей Егоров та тивĕçрĕ.

Тăрăшуллă ачана таçта та асăрхаççĕ. Сергей район шайĕнчи предмет олимпиадисенче тăтăшах малти вырăна тухать. Пĕлтĕр технологипе çĕнтерсе республикăри ăмăртăва та хутшăнса курчĕ. Мухтанма юратмасть вăл, ытларах тăрăшасчĕ тесе ĕмĕтленет. Унăн тĕслĕх кăтартакан та пур-çке _ иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Женя Долгов. Вăл шкулта вĕреннĕ чухне предмет олимпиадисенче тăтăшах çĕнтернĕ. Республика конкурсĕсенче те пĕрре мар палăрнă. Хатĕрленмесĕр çитĕнÿ пулас çук. Пиччĕшне сăнанă май Сергей çакна питĕ аван ăнланать, çавăнпа хăй те унран юласшăн мар. Тăрăшнин усси пурах.

_ Стипендие тивĕçнине пĕлсен питĕ савăнтăм. Пысăк та ырă кĕтменлĕх пулчĕ вăл маншăн, _ хаваслăн пĕлтерет маттур каччă. _ Вĕрентекенсене пурне те тав тăвас килет. Вĕсенчен кашниех пире ыррине вĕрентет, çутă пуласлăх патне çитме çул уçса парать.

Шкул ачисем кĕнеке вуласшăн çунманни хастар вĕренекене питĕ пăшăрхантарать. Хăй вăл ялан нумай пĕлме ăнтăлать те кĕнекесĕр пурăнма пултараймасть. Ытларах ăслăлăхпа çыхăннисене кăмăллать. Историпе те шутсăр кăсăкланать. Сергей _ «Тантăш» хаçат тусĕсенчен пĕри, кашни кăларăма юратса вулать.

Сисĕнмесĕрех шкул вăхăчĕ те иртсе каять акă. Вуннăмĕш класс каччи малашлăх пирки шутлама тытăннă та, инженер пулас ĕмĕтпе çунатланать. Çак ĕç хальхи вăхăтра чи кирлисенчен пĕри тесе шутлать вăл. Эппин, шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса ĕмĕте пурнăçа кĕртмелле çеç.

Стипенди укçине мĕнлерех тăкакламаллине хальлĕхе палăртман-ха Сергей, вăл кирлĕ çĕре каясси пирки пĕрре те иккĕленмест.

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.