Машинăрах çунса кайнă
Эрнекун каçхине, 20 сехет хыççăн, Муркаш районĕн полицине инкек пирки хыпар çитнĕ: Юрпаш ялĕ хĕрринче «Лада Калина» автомобиле вут-çулăм ярса илнĕ иккен. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вырăна çитсе ăна сÿнтернĕ, машинăри водитель вырăнĕнче вара 49 çулти хĕрарăм виллине тупнă...
Следстви пайĕ ку тĕслĕхпе тĕрĕслев ирттерет. Тепĕр тесен мĕн пулса иртни уçăмлă теме те юрать ĕнтĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх - çав кун каç еннелле хайхи хĕрарăм, Шупашкарта пурăнаканскер, хăйĕн автомобилĕпе Муркаш районне хĕр тусĕсем патне килнĕ. Пĕрле эрех ĕçнĕ. Унтан машинăпа ял хĕррине кайнă. Ĕçкĕ унта машина салонĕнчех малалла тăсăлнă. Эрехпе хĕрнĕскерсем автомобилĕн ĕçлесе ларакан двигателĕ хĕрсе çитнипе мотор отсекĕ тивсе кайнине асăрхаман та. Тĕтĕм салона та кĕнĕ, сĕрĕм тивнипе хĕрарăмсем тăнне çухатнă.
Иртсе каякан автомашинăсен водителĕсем «Калинăран» йăсăрланакан тĕтĕме, транспорт хатĕрĕ тивсе кайнине асăрхаса çакăн çинчен вырăнти пушар чаçне пĕлтернĕ. Çăлавçăсем çитичченех ял çыннисемпе пĕрле салонри тăнсăр хĕрарăмсене /пĕри - Муркаш районĕнчен, 52 çулта, тепри - Етĕрне районĕн çынни, 48-та/ сĕтĕрсе кăларнă, вĕсене çийĕнчех больницăна ăсатнă. Водителе вара çăлма май килмен. Вăл, малта лараканскер, хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăннă пулнă - çав вăхăт тĕлне вут-çулăм ярса илме ĕлкĕрнĕ машинăран ăна ниепле те кăларайман.
Хĕрарăм салонрах çунса кайнă. Унăн виллине пушара сÿнтернĕ хыççăн МЧС сотрудникĕсем çеç кăларнă. Унăн пассажирĕсене вара медпулăшу кÿнĕ - пурнăçĕшĕн хăрушлăх çук.
Машина двигатель хĕрсе çитнипе тивсе кайнă текен версиех тÿрре тухать-тĕр, мĕншĕн тесен пушарăн, хĕрарăм вилĕмĕн криминаллă урăх сăлтавĕсен паллисем çук. Апла пулин те пушарпа техника тата судпа медицина экспертизисене ирттерме палăртнă - вĕсем инкек сăлтавĕ тĕлĕшпе пăнчă лартма май парĕç.
Н.КОНОВАЛОВ