Мăшăрăм узбек пулин те «Хыпара» юратса вулать
Шупашкар районĕнчи Тутаркасси поселокĕнче пурăнакан Альбина Ишовăн кил-йышĕ тĕрлĕ халăха пĕрлештерет: хăй тата кинĕ — чăвашсем, упăшки — узбек, кĕрĕвĕ — белорус. Çакă çемьери хутшăнусене, юратăва çирĕплетет кăна.
Вĕрентекен сăмахне тÿрре кăларнă
Валентин Артемьевичпа Тамара Константиновна Артемьевсен 8 ачаллă çемйинче çитĕннĕ Альбина Шупашкар районĕнчи Коснарта — 4 çул, малалла Апаш шкулĕнче вĕреннĕ. Ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртмен. Вĕсем пекех ăслă-тăнлă та хастар пулнă. Ашшĕ Аслă Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Рейхстаг стени çине хăй кам пулнине çырса хăварнă. Амăшĕн питĕ агроном пулас килнĕ, анчах май килмен. Альбина 8 класс хыççăн унăн ĕмĕтне çитерес тесе Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кĕнĕ. Анчах хăйне 1-мĕш класра чухнех вĕрентекен: «Кукаçу пек чăн-чăн учитель пулмалли çын эсĕ», — тенине аса илнĕ те техникумран пăрахса килнĕ, пĕлĕве вăтам шкул-та тарăнлатнă. «Кукаçи Константин Афанасьевич Афанасьев «РФ тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята районта чи малтан илнĕ, — мăнаçланма сăлтав пуррине палăртрĕ Альбина Валентиновна. — Анне ĕмĕтне йăмăксем Фаинăпа Ираида пурнăçларĕç. Вĕсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренчĕç». Палăртма кăмăллă: Коснар хĕрĕ пĕрремĕш вĕрентекен сăмахне тÿрре кăларнă кăна мар, кукашшĕ пекех пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. Вăл — ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, РФ халăх вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, районти филологсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕн ертÿçи, ĕç ветеранĕ. Хисеп е тав хучĕ вара темĕн чухлех.
1973 çулта аттестат илнĕ пултаруллă хĕр Апаш шкулĕн вăл вăхăтри директорĕ Виталий Иванович Смородинов сĕннипе аслă вожатăйра ĕçлеме килĕшнĕ. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх университетĕнче куçăн мар майпа чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ пулма хатĕрленнĕ. Шкула каяс шухăш-тĕллев чун-чĕрине хăпартлантарса тăнă пулин те çав çулах педагогра вăй хурайман-ха вăл. Ăна, тин çеç диплом илнĕ çамрăк специалиста, ВЛКСМ Шупашкар райкомĕ йĕркелÿ пайĕн заведующийĕ пулма чĕнсе илнĕ. 5 çул яланах халăхпа тĕл пулнă вăл, çивĕч ыйтусене вăхăтра татса панă. Çав хушăра хăйĕн телейне тупнă.
«Ку каччă питĕ кăмăллă, эсĕ ăна ан пăрах»
1982 çулта ВЛКСМ 19-мĕш сћезчĕн делегачĕсем колхозсемпе совхозсене мелиораци программине пурнăçлама пулăшас тĕллевпе района килсе çитнĕ. 30 çынран тăракан отряд командирĕ Ка-раматулло Ишов, Душанбе хулинчи ял хуçалăх техникумĕнче «Производство вĕрентĕвĕн мастерĕ» специальноçне алла илнĕскер, ыттисенчен пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе уйрăлса тăнă. «Пĕрле сÿтсе явмалли ыйтусем час-часах тупăннăран эпир пĕр-пĕринпе тĕл пулсах тăнă, — юрату çимĕçĕ епле тĕвĕленнипе паллаштарчĕ Альбина Ишова. — Манран кăштах çÿллĕрех, чипер, йăл-йăл кулать, ăслă-тăнлă калаçать, хăйĕн шухăшне уççăн палăртать — кунран-кун ытларах та ытларах килĕшме тытăнчĕ. Килни 10 кун çитрĕ пулĕ, колхоз çамрăкĕсемпе тĕлпулу ирттертĕмĕр. Концертра çамрăксем хăйсен халăхĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Караматуллопа пĕрле ташларăмăр. Çавăн чухне вĕри туйăмне уçса пачĕ те. «Ку каччă питĕ кăмăллă, эсĕ ăна ан кÿрентер», — анне те килĕштерчĕ ăна. «Чăваш та, вырăс та мар-çке, Караматулло — узбек, — терĕм аннене. — Аттене пĕлтерсен мĕн тейĕ-ши?» «Эпĕ хирĕç мар. Хăвăн кăмăлу», — атте ырă çеç сунчĕ. Эпир çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче паллашнă. Уйăх та 6 кун çеç иртрĕ — утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче туй кĕрлеттертĕмĕр».
«Çÿпçипе хупăлчи», — теççĕ халăхра пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланакан, чунтан килĕштерсе пурăнакан мăшăра. Икĕ çак сăмаха Ишовсем çинченех каланăн туйăнать.
Туслă кил-йыш яланах пĕрле
Караматулло Нарзуллаевич 11 ачаллă çемьере ашшĕсĕр çитĕннĕ. Амăшĕ чирлĕ, аран-аран çÿрет. Хура- шура нумай тÿснĕрен пурнăçа лайăх пĕлет. Туя чи аслă пиччĕшĕ кăна хутшăннă. Инçетре пулсан та çамрăк мăшăр узбек халăхĕн йăли-йĕркине пăхăнса Караматуллон тăван çĕршывĕнче те пулса курнă. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче каччă енчи тăванĕсем туй ирттернĕ. «Кăнтăр ене çулленех кайса тăратпăр. Ытларах — çурла уйăхĕнче. Отпуск вăхăчĕпе усă курса юлма тăрăшатпăр, — терĕ Альбина Валентиновна. — Мăшăр хăй тĕллĕн нихăçан та çула пуçтарăнмасть. Ачасем çитĕннĕ вăхăтра яланах тăватсăмăр каяттăмăр. Акмаль ывăлпа Джамиля хĕр пирĕн. Халĕ вĕсен хăйсен çемье. Вĕсене упăшкапа килĕшсе татăлса узбек халăхĕн ячĕсене патăмăр. Эпĕ — православи, вăл мăсăльман тĕнне тытатпăр. Анчах 37 çул хушшинче ку енĕпе нихăçан та нимĕнле хивре калаçу та пулман. Эпир ачасене Шĕмшер чиркĕвĕнче шыва кĕртнĕ. Мăшăр хирĕç пулмарĕ. Çак чиркĕвех çÿретĕп. Шупашкарта пулнă чухне те кĕркелетĕп. Караматулло хăйсен пысăк уявĕсенче тĕп хулари мечетсенче пулма тăрăшать. Юлташĕсем пирĕн патăмăрта пуçтарăнаççĕ. Ачасем те килеççĕ саламлама. Упăшка 8 чĕлхе пĕлет, пĕтĕм чăваш хаçатне вулать. Эпĕ маларах çакăн çинчен пĕлмен. Пĕррехинче аллинче «Хыпар» хаçат тытса ларать. Чылай вăхăт иртрĕ. «Сăн ÿкерчĕксене халĕ те курса пĕтереймерĕн-и?» — тетĕп. Хамăн та питĕ вулас килет ара. Çук иккен, эпĕ шухăшланă пек пулмарĕ. Тимлесех материалсене вулать-мĕн. Манăн енчен тăвансем пуçтарăнсан вĕсем хăш-пĕр сăмаха тĕрĕс те таса калаймасан та кулманнине пĕлет те — чăвашлах калаçать. Палламан çынсемпе — вырăсла. Хамăртан кулнине е йĕкĕлтенине кам юраттăр-ха?»
Караматулло 37 çул хушшинче чăнласах чăвашланнă. Арăмĕн йăли-йĕркине те хисеплет. Мăнкун ăна уйрăмах килĕшет. Ун пек тутлă плов хатĕрлекен çын çук пулĕ. Хĕле ăсатнă чухне шашлăк ăшалать. Сурхуринче йăва пĕçерет. Хăйсен икерчине аса илтернĕрен вăл ăна юратса çиет. Йăви, тĕрлĕ çимĕç хушнăран, чăнласах тутлă иккен. Чăваш халăхĕн уявĕсенчен чылайăшĕ узбексен йăли-йĕркинче çук. Çавăнпа вĕсем Караматуллошăн питех те кăсăк.
Хăна-вĕрле йышăнма ялан тарават
Ишовсен кĕрĕвĕ вара белорус, Игорь Соловьев. Джамиля Караматуллаевнăпа Игорь Геннадьевич çемйинче 6 çулти Роман çитĕнет. Акмаль Ишов Вăрнар районĕнчи чăваш хĕрĕпе Екатеринăпа пĕрлешнĕ, вĕсен ывăлĕ Артем 5 çулта. Альбина Валентиновнăпа Караматулло Нарзуллаевич мăнукĕсемпе чун- чĕререн савăнаççĕ. Иртнĕ кăларăмсенчен пĕринче Абдували Махмудович Ергашев кил-йышĕпе паллаштарнă май узбексен йăли-йĕрки çин-чен тĕплĕ каласа кăтартнăччĕ. Хальхинче белорус халăхĕн культури, уявĕсем çинче чарăнса тăрас килет.
— Хĕрĕм малтан — Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн филиалне, кайран Чăваш патшалăх университетне пĕтерчĕ, экономист, — терĕ Альбина Ишова. — Кĕрÿ Минск хулинче çуралнă. Ашшĕ çулĕпе кайса информатика специальноçĕпе аслă пĕлÿ илнĕ. Хăтапа тата тăхлачпа — Геннадий Александровичпа тата Мария Павловна Соловьевсемпе — хутшăнсах тăратпăр. Белоруссен, пирĕнпе танлаштарсан, уйрăмлăх сахал. Уяв ячĕсем хăйсен чĕлхипе урăхла илтĕнеççĕ кăна. Халăх ăшă кăмăллă, хăна-вĕрле йышăнма ялан тарават.
Çăварнире хĕле ăсатнине евĕрлесе катемпи-кĕлеткене çунтарасси, ут кÿлнĕ çунапа, пĕккине капăр тутăрсемпе илемлетсе, ял урамĕсем тăрăх вĕçтерсе çÿресси йăлара пирĕн. Белоруссен унашкал йăла çук. Аслă Мăнкун типпине кĕриччен тутлă çисе юлма тăрăшаççĕ. Сĕтел çине услам çу сĕрсе çемçетнĕ икерчĕ- кукăль, ăшаланă сысна какайĕ, студень лартаççĕ. Уяв кĕçнерникун пуçланса вырсарникун вĕçленет. Çăварнине ăсатнă кун сĕтрен хатĕрленĕ çимĕçпе сăйланнă.
Хĕрсем, ытти халăхăннипе танлаштарсан, хăйсене сăпайлăрах, лăпкăрах тытаççĕ, лайăх вĕренсе аслă пĕлÿ илме тăрăшаççĕ. Косметикăпа питĕ сахал усă кураççĕ, яваплăх туйăмĕ пысăк. Качча кайма васкамаççĕ. Малалла вулас...
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментари хушас