Мăшăр хăма та саваланă, кукăль те пĕрлех пĕçернĕ
22 Oct, 2014

Мулендеевсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă.     «Талантлă çын пур енĕпе те ăста»,- тесе ахальтен каламан пулĕ. Кирек хăш ĕçе пикенсен те пултарать вăл. Вăй-хăвачĕ ăçтан тухать-ши, чун хавалĕ епле çитет-ши тесе тĕлĕнетĕн вара. 1930 çулта Нăрваш Шăхальте çут тĕнчене килнĕ Андрей Мулендеев ăста специалист пулнă. Андрей Сергеевич платник, столяр ĕçне те пултарнă, çав вăхăтрах кирпĕч купаланă, сăтел-пукан ăсталанă, купăс каланă, хурт-хăмăр тытнă. Çĕр ĕçне те шутсăр кăмăлланă. Паллах, нумай ĕç вăрттăнлăхне хăйĕнчен аслă ăстасенчен вĕреннĕ.

«Атте нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ /Сергей Ивановичпа Ольга Петровна/ вăтам хресченсем шутланнă. Çĕр-шывра колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра вĕсен хуçалăхĕ тĕреклĕ те çирĕп пулнă. Мулендеевсем те ыттисемпе пĕрлех колхоза кĕнĕ. Колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Атте те пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ. Ачаранах пуртăпа, мăлатукпа, савапа, пăчкăпа ĕçлеме юратнă. Малтанах пĕчĕк хăма татăкĕсенчен теттесем ăсталанă. Каярах йывăçран савăт-сапа тума вĕреннĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан асаттене фронта илсе кайнă. Йывăр çак тапхăрта мĕн пур ĕç асаннепе ачисем çине тиеннĕ. Мĕн кăна тÿсмен-ши вĕсем ун чухне? Сиввине те, выçлăхне те, хурлăхне те, нуши-асапне те чăтса ирттернĕ. Атте те çемйине вăй çитнĕ таран пулăшнă. Вăл килĕнче виççĕмĕш ача пулнă. Кăштах та пулин пулăшу пултăр тесе вăл çынсене сехет тÿрлетсе, кивĕ тирĕк-чашăка сапласа, юсаса панă. Каярах йывăçран савăт-сапа тума вĕреннĕ. Хаяр вăрçă вăхăтĕнче вăкăр кÿлсе ĕçленĕ, вăрман турттарнă. Вун пиллĕкре чухнех вăл хĕр тупри хумалли арча тума вĕреннĕ. Хăйсен ялĕнчи больницăра ĕçлекен хĕрсене арчасем ăсталаса панă. Çав вăхăтрах чÿрече рами те, япала çумалли валашка та, кĕвенте таврашне те тума тытăннă. Хурт-хăмăр та тытнă», - çапла аса илет паян ашшĕне хĕрĕ Нина.

1958 çулта Андрей Мулендеев Антонина Черноглазовăпа çемье çавăрнă. Çулталăкранах вĕсем хăйсем валли пĕчĕк çурт лартса уйрăлса тухнă. 1962 çулта вара пысăкрах йывăç çурт çĕкленĕ. Мулендеевсем çурт латма хăмисене те хăйсемех алă вĕççĕнех саваланă. Кăнтăрла колхозра ĕçленĕ, кайран килти ĕçсене тунă. Каçсерен Андрей Сергеевич хăйне килĕшекен ĕçпе аппаланнă. Чÿрече рами, сĕтел-пукан, çурт эрешĕсем тунă. Çак ăсталăха вăл хăйсенчен инçех мар пурăнакан Александр Мулендеевран вĕреннĕ. Мĕн пĕлменнине йăлтах Санькка тетерен /ялта ăна пурте çапла чĕннĕ/ ыйтнă. Ăна кура инструментсем, токарь станокне ăсталанă. Кун пек станок вăл вăхăтра ялĕпе те 2-3 çеç пулнă.

Шупашкарти гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев каласа панă тăрăх - Андрей Сергеевич Мулендеев нумай çул колхоз стройкинче вăй хунă, строительсен бригадине ертсе пынă. Çав бригадăпа вĕсем 18 объект хута янă: выльăх-чĕрлĕх усрамалли витесем, правленин икĕ хутлă çуртне, клуб, палăксем, механизаторсен çурчĕ тата ытти те. Унсăр пуçне район стройкинче те ĕçленĕ. Патăрьелти тĕп больницăна, СПТУ, сĕт-çу завочĕ тунă çĕрте вăй хунă. Мăшăрĕ те унпа пĕр бригадăрах вăй хунă. Ку çеç-и? Вăл тăван ял тата кÿршĕ ял çыннисем валли те тем те пĕр ăсталанă. Çĕр-çĕр саккаса колхозран килсен пурнăçланă. Вĕсен шутĕнче - çурт эрешĕсем, вĕллесем, сĕтел-пукан, шкап, йывăç кравать, кĕреçе-çава, пуртă аврисем, тата ытти те. Нумай чухне укçасăрах туса панă.

Канмалли кунсенче ахаль ларман вăл. Колхозра каменщиксен бригадирĕ пулнă май ял çыннисем валли пÿрт купаланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ялсенче çуртсене кирпĕчрен тума пуçланă. Ун чухне каменщиксем нумай пулман. Константин Иванов, Петр Груздев, Мария Митрофанова тата Андрей Мулендеев çак ăсталăха алла илнĕ. Платник ĕçĕсене ытларах мăшăрĕпе пĕрле Антонина Александровнăпа тунă. Пÿрт тăррисене витме аслă ывăлĕсем - Валерийпе Николай - нумай пулăшнă. Ун чухне вĕсем шкулта вĕреннĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче Андрей Сергеевич мĕнле кăна ĕç туман-ши? Кăмака та купаланă, тимĕртен шетниксем, витресем, валаксемпе пăрăхсем ăсталанă, хăваран карçинккасем, витресем авнă. Çăка хăвăлĕнчен чĕрессем те тунă. Ытларах пыл чĕресĕ меллештернĕ.

Мулендеевсем 5 ача пăхса ÿстернĕ. Юрра-кĕвве ăстаскерсем ачисене те купăс, балалайка калама хăнăхтарнă. Купăсне Андрей Сергеевич ашшĕпе пĕр тăван ачисенчен Кольăран, Володьăран, Тольăран вĕреннĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел Мулендеевсен ачисем те ашшĕпе амăшĕ пекех пултаруллă та ăста, ĕçчен те сăпайлă, тараватлă та ăш пиллĕ. Вĕсен аслă ывăлĕ Валерий Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ. Вăл пĕчĕкрен спортпа туслă пулнă, каярах велосипедпа чупса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă, «СССР спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ. Вĕсем мăшăрĕпе Генриеттăпа пĕр ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Ачисем те тăрушăллă та ĕçчен. Ывăлĕ Андрей Чул хулари ШĔМ академине тата Мускаври коопераци университетне пĕтернĕ. Халĕ - полиции майорĕ, хĕç-пăшалпа усă курма лицензи паракан инспекторта вăй хурать. Мăшăрĕ Лидия Геннадьевна çав университетах пĕтернĕ, халĕ ЧР Физкультурăпа спорт министерствинче бухгалтерта ĕçлет. Вĕсем икĕ хĕр - Аньăпа Василиса - ÿстереççĕ. Мулендеевсен хĕрĕ Анастасия И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра стоматологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Мускаври стоматологи университетĕнче ординатура пĕтернĕ. Халĕ шăл тухтăрĕнче вăй хурать, çав вăхăтрах студентсене те пĕлÿ парать. Унăн мăшăрĕ Геннадий Петрович «Атăл» çул-йĕр хуçалăхĕн эксперчĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Ольга виçĕ аслă пĕлÿ илнĕ, халĕ Мускавра реклама агентствинче ĕçлет. Ывăлĕ Николай И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ пĕтернĕ хыççăн Чĕмпĕрте ĕçлесе пурăнать. Вĕсем мăшăрĕпе Оксанăпа 2 ывăл пăхса ÿстернĕ. Евгенийпе Сергей инженер-программистсем. Елена Мускавра ĕçлесе пурăнать. Мăшăрĕпе пĕр ывăл ÿстернĕ. Сергей компьютерсемпе кăсăкланать. Нина И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлÿ илнĕ. 20 çул ытла Шупашкарти 2-мĕш гимназире ачасене вĕрентет. Мăшăрĕпе Владимирпа пĕр ывăл ÿстереççĕ. Гена Патăрьелте пурăнать. Мăшăрĕпе Анфисăпа 2 ывăл ÿстереççĕ. Максим - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн стоматологи факультечĕн 4-мĕш курс студенчĕ, Павел шкулта вĕренет. Мулендеевсен çемйи, чăн та, питĕ пысăк тата туслă. 2013 çулта Антонина Александровнăпа Андрей Сергеевич Мулендеевсем пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнине паллă тунă. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕн Указĕпе «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысланă. Шел те, нумай пулмасть Андрей Сергеевич пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Мулендеевсен çемйи ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Кунта аслисем кĕçĕннисене вĕрентсе пыраççĕ. Кĕçĕннисем аслисене хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.

Анна Иванова.

Патăрьел районĕ.

Автортан: Материала хатĕрлеме пулăшнăшăн Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорне Юрий Исаева тав тăватăп.

Анна Иванова