Маша Китай культурипе паллашать

Чăваш наци радиовне кунсерен итлекенсем асăрхарĕç пуль: юлашки вăхăтра «Ирхи кăмăл» кăларăмра Мария Самделовăн сасси янăрамасть. Владислав Московцевăн республика çыннисене ирсерен пĕчченех вăратма тивет. Пăшăрханса ÿкрĕр-и? Лăплантарма васкам: Маша кĕçех эфира тухĕ, хальлĕхе вăл Китай çĕршывĕпе киленет.

Маша ахаль çул çÿреве тухман, вăл Китай çамрăкĕсемпе паллашать, çак çĕршывпа Раççей çамрăкĕсен форумне хутшăнать. «Один пояс — один путь!» мероприятие çĕршыври 14 субьектри студентсемпе ертÿçĕсем Аньхой профинцийĕнчи Хэфэй хулинче пухăннă. Чăваш Енрен форума 10 студент хутшăнать.

Мария Самделова Китайра — пĕрремĕш хут. Унăн шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлмесĕр епле чăтам-ха?

— Ку форума лекни маншăн — телей! Вăл федерацин Атăлçи округĕпе Китайри Янцзы тăрăхĕ хушшинче туслăх кĕперне хывассипе çыхăннă. Кунта эпир тĕрлĕ халăх культурипе, йăли-йĕркипе, апат-çимĕçĕпе, чĕлхипе, тумĕпе паллашатпăр. Форум 10 куна тăсăлĕ. Пире çав тери сумлăн кĕтсе илчĕç, 5 çăлтăрлă отеле вырнаçтарчĕç. Апат-çимĕç — сĕтел тулли, анчах йăлтах пăрăçлă. Китай халăхĕ чĕлхене «пĕçертекен» çимĕçе юратать çав! Çĕртмен 6-мĕшĕнче форум уçăлчĕ, йăлтах вырăс тата китай чĕлхипе иртрĕ. Тепĕр кунхине халăх культурипе паллашмалли мероприятие хутшăнтăмăр. Эпĕ унта Петĕр Хусанкай сăввине пăхмасăр каларăм. Вырăнти çамрăксем пирĕнпе питĕ кăсăкланаççĕ, пĕрле сăн ÿкерĕнеççĕ. Çакă питĕ кăмăллă», — пĕлтерчĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн студентки.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.