Маршрутсем – сахалрах, автобуссем – пысăкрах

20 Утă, 2017

Шупашкар хула администрацийĕнче паян автомобиль тата электричество транспорчĕпе пассажирсене илсе çÿрессине планламалли проекта халăхпа сÿтсе яврĕç.

Çак документра тĕп хулари транспорт тĕлĕшпе чăннипех пысăк улшăнусене "симĕс çутă" пама пăхнă. Шупашкарăн çĕнĕ "пассажир моделĕпе" килĕшÿллĕн 20 маршрута хупма, 18 маршрут трассине улăштарма, çĕнĕ пĕр троллейбус маршручĕ йĕркелеме палăртнă. Пĕчĕккисен вырăнне хула урамĕсене пысăк автобуссем ытларах тухĕç, пассажирсене троллейбуссемпе илсе çÿресси 21% чухлех пысăкланмалла, ытти улшăну та пулĕ.

Мэрири тĕл пулура администраци представителĕсем çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă май пухăннисен сĕнĕвĕсене те итлерĕç, вĕсен чылай ыйтăвне хуравларĕç.

 

Рубрика: 

Комментари хушас