Марина Карягинăн кĕнекине пахаланă
Ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекин ĕçченĕсем Раççей писателĕсен союзĕн членĕн Марина Карягинăн пултарулăхне кăмăллакансене пухнă. Марина Федоровна 20 ытла кĕнеке авторĕ, тĕрлĕ жанрпа ĕçлет, прозăпа, поэзипе, драматургипе. Хальхинче вăл вулакансене вăтам çулсенчи шкул ачисем валли хайланă "Золотое яблоко" / 2011 çулта пичетленнĕ "Ылтăн панулми" кĕнекен вырăсла куçарăвĕ/ "чун çимĕçĕпе" паллаштарнă. Унта Ваçкăпа унăн юлташĕсен тĕлĕнтермĕш ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă. Асăннă кăларăма çавăн пекех уйрăм калавсем кĕнĕ.
Хайлавсене Зоя Романовăпа Ирина Митта куçарнă. Кĕнекене Елена Енькка ÿкерчĕкĕсемпе капăрлатнă. Вĕсем авторпа епле ĕçлени, унăн произведенийĕсем çинчен каласа панă. Кĕнеке уявне çавăн пекех Чăваш Республикинчи культурăпа искусство, пичет ĕçченĕсем хутшăннă. Çакна та палăртмалла, ку - Марина Карягинăн ачасем валли çырнă пĕрремĕш кĕнеки мар. 2006 çулта унăн "Сас палли çĕршывĕнче" /"В стране букв"/, кăшт каярах "Кăтра хĕвелçаврăнăш"/ /"Кудрявый подсолнушек"/ кăларăмĕсем пичетленнĕ. Сăмах май, юлашкинчен асăнни "Литературăллă Чăваш Ен, 2010 çулта чи нумай вуланă кĕнеке" республика конкурсĕнче "Ача-пăча валли чăвашла çырнă чи нумай вуланă кĕнеке" номинацире çĕнтернĕ.
А.ГРОМОВА. А.ВРАЖКИН сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас