Мăрьерен тĕтĕм тухсан - ял пурăнать!
Журналистика анинче икĕ теçетке çула яхăн ĕçлесе çĕр-çĕр яла /çав шутра республика тулашĕсенчисене те, Çĕпĕртисене те/ çитсе курнă, анчах Вăрнар районĕнчи Юлапăш пеккине курманах! Унта пырса кĕрсенех чунра сÿ! пулса кайрĕ. Пĕр урамлă пĕчĕк ялта ытла та тискер: пушă çуртсем тăлăххăн лараççĕ, лупас-витесенчен юлнă ишĕлчĕксенчен хăшĕсем масар çинчи хĕрес юписене аса илтереççĕ. Пĕр тĕлте вара çурт пулнă вырăнта кирпĕчрен купаланă хапха юписем кăна тÿпенелле «кармашаççĕ». Ытла та тискер çакă, ку вырăнта вăрçă-харçă пулнă тейĕн. Тепĕр пÿрт вырăнне ăвăслăх пусса илнĕ. Вĕсенчен тĕреклĕреххи çинчи шăнкăрч вĕлли кунта тахçан çынсем пурăннине аса илтерет. Леререхре ав, кил-çурт вырăнĕнче çамрăк чăрăшсем ешереççĕ. «Ахăртнех, пĕри, илемсĕрлĕхе курса йăлăхнăран, чунĕ чăтманран лăсăллă йывăçсене лартса хăварнă», - мĕлтлетрĕ пуçра шухăш.
Ăçта ан пăх - пур çĕрте те хытхура. Урам вĕçнелле куç ывăтатăп. Пĕр енче кăна пăтти-патти çуртсем курăнкалаççĕ. Тепĕр енче вара ватă йăмрасем кăна «рете тытса» лараççĕ. Вĕсем ĕмĕрхи йăмрасем ĕнтĕ: лăпăстатса, хитремарланса кайнă, хăшĕ-пĕри хуçăла-хуçăла аннă. Маларах хайхисем çурт умĕсенче ешернĕ-тĕр, халĕ ав вĕсем те тăлăха юлнă. Ял хушшинче шăплăх хуçаланни кăмăла килмерĕ. Ĕçрен ывăнса таврăнсан шăв-шава илтес килмест, халĕ вара çав шăплăх мана сехĕрлентерчĕ. Пĕр хушă аптăраса тăп пултăм. «...Тăтăм эпĕ итлесе кĕрхи çил юрланине. Халь эпир санпа ютсем, ютшăнмаççĕ йывăçсем», - аса килчĕç юрă сăмахĕсем. Эх, лаштра йăмра! Мĕн чухлĕ вăрттăнлăха упратăн-тăр эсĕ! Шел, санăн «чĕлхÿне» ăнкармастăп. Йăлтах, пĕтĕмпех каласа парăттăн эсĕ мана... Эпĕ те чун ыратăвне санпа пусарăттăм. Çак самантра хĕвел пăхса ячĕ те пушă анкартисем урлă уялла тинкертĕм. Вăт кĕрхи çанталăк: хĕвел пăхнăран хир аякран сап-сарă тулă пусси пек курăнать!
Кĕрхи çак ÿкерчĕк кăмăла çавăрчĕ - Юлапăшсемпе паллашма васкатрĕ. Сăмах май, вĕсем темшĕн ял ятне чăвашла çырман. «Елабыши, Елабыш» тесе çеç палăртнă. Тăван чĕлхепе питĕ илемлĕ янăрать-çке! 82 çулти Мария Никифорова - ялта чи ватă çын иккен. Вăрнар тăрăхĕнчи Хоронсор Çармăсран качча килнĕскер, мăшăрĕпе çак ялта 62 çул пурăннă. 88 çулти упăшкине вăл /ялти чи ватă арçынна/ çирĕм кун каялла юлашки çула ăсатнă. Мария Петровна пĕлтернĕ тăрăх - вăл качча килнĕ чухне кунта 20 кил пулнă. Халĕ вара 6 çуртран кăна мăрьерен тĕтĕм тухать. 4 пÿрчĕ вара - пуш-пушă. «Ватăсем ĕлĕкех: «Юлапăшăн 25 килтен иртмелле мар»,- тенĕ. Çапла пĕчĕк ял пулсах юлнă вăл. Апла пулин те иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче кунта «Çутталла» колхоз та йĕркеленĕ. Ял çывăхĕнче, çырма хĕрринче ĕне, сурăх, чăх фермисем, лаша вити те пулнă. Манăн хуняма та фермăра ĕçленĕ. Хăй вăхăтĕнче килĕрен 6-7-шер ачаччĕ. Вĕттисен сасси тахçанах илтĕнмест ялта. Ас тăватăп-ха, пĕр вăхăтра ялĕпе 15 ĕнеччĕ. Черетпе кĕтĕве каяттăмăр. Халĕ вара Юлапăшра пĕр ĕне кăна», - пĕлтерет Марье аппа. Ялта лавкка та, клуб та, вулавăш та, медпункт та нихăçан та пулман. Вăл çеç-и? Асăннă ялăн масар та çук. Туçи Мăрата пытараççĕ. Мария Никифорова колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ĕç ветеранĕ. Çичĕ ача пăхса ÿстернĕскер «Ача амăшĕ героиня» ята тивĕçнĕ. Паян вăл чăх кăна усрать. Тата - йытăпа кушак. «Халĕ эпĕ алĕçĕ те тумастăп ĕнтĕ. Тунсăх та, кичем те. Хĕллехи вăхăтра урамалла пăхсан çын мар, анчăк чупса иртнине те кураймастăн. Начар тесе ăçта кайса пурнăн ĕнтĕ? Ĕмĕрĕм çакăнта иртрĕ те», - ассăн сывларĕ шураппа.
Ял ячĕ мĕне пĕлтернине, унăн историне пĕлсех каймасть вăл. «Шупашкартан 95 çухрăмра вырнаçнă, 2002 çулта - 9 кил, 13 çын пурăнать. Вунтăххăрмĕш ĕмĕрти документсем тăрăх - Юлабаш - çамрăк ял, ячĕ вара аваллăхпа çыхăннă. «Юлэ» - çармăс сăмахĕ, «çуннă вырăн, вăрманта суха тума тасатнă вырăн тенине пĕлтерет», «вош» - «пĕчĕк юхан шыв»: Юлавăш, Юлапăш»,- вулатăп И.С.Дубановăн «Чăваш Республикинчи географи ячĕсем» кĕнекере. Илепер тата Айкăш çырмисем пĕрлешнĕ вырăнта вырнаçнă Юлавăша, шел те, çутçанталăк газĕ кĕртмен. Ялтисем калашле «пĕве, тарăн çырма урлă каçасшăн пулман». Çынни те шутлă кăна... Пурте пенсионерсем тата. Юрать хăть пĕчĕк яла 2010 çулта асфальт çул çитнĕ. «Çак пĕвене иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче тунăччĕ. Уйсене шăвараччĕç. Пĕвинче пулă нумайччĕ. Ял çумĕнче çуллахи лагерь вырнаçнăччĕ. Халĕ вăл та, ку та юхăннă, шывĕ те тĕпĕнче кăна. Хуçалăхăн хăмла плантацийĕ тем пысăкăшчĕ! Çырма хĕрринче виçĕ хутлă сушилка вырнаçнăччĕ. Хăмла туса илессипе республикăра пĕрремĕш вырăна тухаттăмăр»,- каласа парать Олег Николаев. Маларах вăл Шупашкарта автокрановщикра ĕçленĕ, темиçе çул каялла вара вĕсем мăшăрĕпе Галина Викторовнăпа яла куçса килнĕ. Халĕ икĕ качака, кролик усраççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ. Çăкăра та килтех пĕçереççĕ. «Юлавăша паян çурт вырăнĕ туянас текенсем те килмеççĕ. Кирек хăш ялăн та çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри вăл - ĕç вырăнĕ çукки. Çамрăксем паян ĕçлесшĕн мар, кахал. Эпĕ халĕччен пурне те: «Пирĕн ял пысăк»,- тесе пĕлтернĕччĕ. Хăвăн пирки начаррине епле калăн-ха? Мĕскĕнленес те килмест. Халĕ тĕлĕнеççĕ ĕнтĕ манран»,- пăшăрханчĕ Олег Николаевич. Эпир унпа ял çумĕнчи пĕве патне кайса пăхрăмăр, шыв юххипе çулсерен çийĕнекен çырана шеллерĕмĕр. «Ав çавăнта тарăн, чăнкă тăвайккиччĕ, 20-30 ача пуçтарăнса çунашкапа ярăнаттăмăрччĕ. Çăварнире лашасене капăрлатса çунапа çÿреттĕмĕр. Хирте пирĕн Киремет вырăнĕ пур. Унти вак укçана пуçтарса миçе хутчен кинона кайман-ши эпир?» - ачалăхри самантсене аса илчĕ Олег Николаев. «Хытхурана мĕншĕн çулмастăр? Лăпăстатса кайнă йăмрасене те касмаллах ĕнтĕ. Хапха юписем те ав ял сăнне пăсаççĕ»,- хама хумхантаракан ыйтусен хуравне çаплипех шыратăп-ха эпĕ. «Пур япалана та тирпейлесе пĕтерейместĕн. Кама кирлĕ? Эпир хăнăхнă ĕнтĕ çакна. Пирĕн патăмăрта çуркунне илемлĕ, çавăн чухне килсе курăр», - шухăшне палăртрĕ арçын. Калас тенине пĕтĕмлетсе пăнчă лартиччен 63 çулти Владимир Николаев пирки те каламаллах. Ăна ялта пурте Ромашка тесе чĕнеççĕ. Ку хушма ят шкулта вĕреннĕ вăхăтрах «çыпăçнă» ун çумне. Ашшĕ ячĕ Романович пулнăран-ши - хĕрачасем ăна хирти чечек ятне панă. Владимир Романович та маларах Шупашкарта стройкăра вăй хунă, каярах чунĕ тăван тăрăхаллах туртăннă. Паян вăл упа пек пĕчченех пурăнать, выльăх тытмасть. Мăшăрĕ пĕчĕк ял тесе тахçанах тухса тарнă имĕш. Çавăнпа çăкăрне те, апатне те хăйĕнех пĕçермелле. Уйăхсерен тивĕçекен пенси укçи вара 6000 тенкĕ ытларах кăна иккен.
Юлапăшсем «ах, пĕтетпĕр, ялта пурнăç кичем» тесе йĕрмĕшменни килĕшрĕ мана. Тепĕр тесен «начар-начар» тесе макăрса ларнипе мĕнех ылмашĕ? Вăхăт пĕрех малалла ыткăнать. Йĕри-тавра мĕн пулса иртни йăлтах - пурнăç чăнлăхĕ. «Мăрьерен тĕтĕм тухать тĕк - ял пĕтмен»,- çирĕппĕнех каларĕ Олег Николаев манпа сыв пуллашнă чухне. Пире, калемçăсене, хăшĕ-пĕри «яла пĕр-ик сехетлĕхе кăна каяççĕ те унăн пурнăçне сăнлама пăхаççĕ» тесе питлеме пăхать. Эпĕ Юлапăшра кун каçнипе, çĕр каçнипе мĕнех улшăнтăр. Хам та ялтан тухнă, çуллахи вăхăтра унтах пурăнатăп темелле. Чăваш Енри ялсен шăпи вара пĕрешкелех. Пĕчĕккисем кăна мар, пысăккисем те пушанса пыраççĕ. Хăшĕсем вара ялтан урама çаврăнаççĕ... Пĕчĕк пенси илекенскерсен савăнмаллиех темех çук ĕнтĕ. Çавăнпа арçыннисем хушăран «çуттине» сыпса хăть чуна пусараççĕ. Пурнăçра кашни самантпа - пĕрремĕш юр çунипе, кайăк юррипе, çанталăк лайăх тăнипе - киленмелле тени ытла та кулăшла илтĕнет. Хитре çакăн пек сăмахсене калама кăна лайăх... Çутă шанăçпах пурăннă çав хăй вăхăтĕнче Юлавăшсем, колхозне ахальтенех «Çутталла» ят паман ĕнтĕ. Анчах çулĕ унталлах выртман-мĕн.
Роза Власова
Комментари хушас