Мăрьерен тĕтĕм тухни курăнмарĕ

«Алена сире кĕртмесен те пултарать. Хапхине питĕрнĕ пулсан карта хушăкĕпе кĕрĕр. Эпĕ хам та ун патне пĕр кунхине çавăн пек кĕтĕм», — çапла вĕрентсе ячĕ пире Муркаш районĕнчи Юнкă ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин. Унăн сĕнĕвĕ пире, чăнах та, кирлĕ пулчĕ — кил хапхине тĕкĕленĕччĕ. «Во дворе добрый пес со слабыми нервами» табличка курсан хăрамалла-ши е хăрамалла мар-ши тесе шухăша кайрăм… Йытă сасси илтĕнмерĕ. Кĕреçе хапха çумĕнчех выртатчĕ пулин те кил умне хырса тасатманччĕ. Çавăнтах эрех-сăра кĕленчи тултарнă михĕ ларатчĕ. Юр çинчи ура йĕрĕсем карта патнеллех илсе кайрĕç. Çавăнти хушăкран чиперех кĕтĕм.

«Суд тăрăх чуптарчĕ»

Алена Тепеева ял тăрăхĕн администрацийĕнче ăнăçсăр çемьесен йышĕнче шутра тăрать. Пĕр вăхăт ăна амăшĕн правинчен хăтарас тĕлĕшпе ĕç пуçарнă. Суд Алена майлă пулнă, икĕ ачине унпах хăварнă. Вĕсем патне тăтăшах тĕрлĕ çĕртен килсе тĕрĕсленине Алена хăнăхнă пулас, хыпкаланса ÿкмерĕ. Пÿрте палламан çынсем кĕрсе тăрсан та вăл çĕр улми шуратса ларчĕ.
Ирĕк ыйтса малалла иртрĕмĕр. «Паян урай çуман- ха, пÿртре те пуçтарман», — тÿрре тухам пекки турĕ вăл. Сăрри кайса пĕтнĕ урая те ĕнер çунă, те уйăх каялла — пĕлме çук. Юлашки кунсенче ун патне никам та килмен-мĕн, хăй те ниçта та тухман. Ачисем каникулта пĕр вăхăт хулара кумăшĕ патĕнче пурăннă.
Аленăн — икĕ хĕр. Вĕсен ашшĕпе вăл икĕ çул пĕрле пурăнмасть. «Ытлашши нумай хĕнерĕ, — сăлтавне уçăмлатрĕ 37-ри хĕрарăм. — Вăл манран ачасене туртса илмелле тăвасшăнччĕ, суд тăрăх чуптарчĕ». Ашшĕ ачисемшĕн алимент тÿлемест. Вĕсем çырăнмасăрах пурăннăран ăна шыраса илме йывăр. Аленăн яланхи тупăш çук, вăл ниçта та ĕçлемест. Вĕсене амăшĕн пĕртăванĕ пулăшнине, кашни икĕ эрнере çимеллисем илсе килнине пĕлтерчĕ. Хăй вара биржăна тăрасшăн иккен. «Калăм тупатăп. Çăм атă тĕплетĕп, атă-пушмак саплатăп. Мана 7 çултах атте вĕрентнĕ. Çуркунне çитсен мĕн кĕркуннеччен — калăмра. Çулла виктори пуçтарма каятăп. Кунне 1 пин тенкĕ ĕçлесе илетĕп. Лайăхрах тăрăшсан 2 пин тенке те ларать. Хĕлле Маряшкинсем патне хур тĕкĕ тасатма кайкалатăп. Вĕсем лавкка тытаççĕ, çимĕçпе те, ытти енчен те пулăшаççĕ. Çулла ĕçлесе тататăп», — мĕнле майпа ачисене тăрантарнине каларĕ Алена.
Кĕçĕн хĕрĕ кăçал 1-мĕш класа кайнă. Ăна шкула ямашкăн миçе тенкĕ пĕтернине вăл шутламан. Çăвĕпе ĕçлесе пухса пынă укçапа йăлтах çĕнĕ япала илсе тумлантарнине каларĕ. «Асли çине укçа нумай пĕтермерĕм, туфли кăна туянса патăм. Хĕрĕме те хампа пĕле çырла пуçтарма илсе çÿрерĕм», — терĕ амăшĕ.
Çурта вĕсем кăмака хутса ăшăтаççĕ. Вутă туянмашкăн ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ пулăшнă.

Эрех ĕçейми пулнă

Алена пек хĕрарăмсем мана мĕншĕн килĕшеççĕ? Питĕ уçă чунлишĕн. Çуррине суяççĕ пулин те йăлтах каласа параççĕ. Эрех ĕçмесен вĕсенчен ылтăн çын та çук пулĕ! Анчах «симĕс çĕлен» пĕтерет. Акă Алена айккинче савни Коля пуррине пытармарĕ. Кăштах пулăшкалать те-мĕн. «Вăл Липецка вахта мелĕпе ĕçлеме çÿрет. Уйăхра пĕрре ман пата килкелет. Хăш ялтан пулнине пĕлместĕп, Турай енчен. Тĕпленсе пурăнас — ачасем кĕртесшĕн мар, 1-2 кунлăха хăнана килме чармаççĕ. Ашшĕ мана хĕненине манман вĕсем, сахал мар тухса тарнă. Коля вăрçаканскер мар. Арăмĕнчен уйрăлнă, манран 7 çул кĕçĕн. Çĕнĕ çула ачасем валли кучченеçсем илсе килчĕ, телефон туянса пама та шантарчĕ», — каласа пачĕ Алена. Чим-ха, савнине ăçта çывăратмалла? Уйрăм выртса тăмашкăн вырăн та çук. «Качча тухса ун патне кайса пурăнас килмест-и? Санăн, ав, хуралтусем йăтăнаççĕ», — кăсăклантăм унран. Кил картишĕнче сÿтсе тăкмалли сарайсăр пуçне нимĕн те çукчĕ, çурчĕ те кивĕ, мунча кĕме те çын патне утаççĕ. «Ниçта та каймастăп. Ют çĕрте пурăнаймастăп», — хуравларĕ вăл. Хут уйăрттармасăр пурăннă упăшкине те вăл хăйĕн килне кĕртнĕ. Арçынни çак ялсемех. Халĕ урамра тĕл пулсан калаçаççĕ, хирĕçмеççĕ. Ачисем те ун патне кайса çÿрекелеççĕ-мĕн. «Укçине памасть, мĕншĕн тесен хăйне те тыттармаççĕ. Шăллĕ ăна калăма илсе çÿрет, укçине ĕçсе ярасран карточка çине хурса пырать, 500 пин тенкĕ те пухăнчĕ пуль», — ăнлантарчĕ Алена. Ачасен ашшĕпе вăл 12 çул пурăннă. «Юратмасăрах икĕ ача туман ĕнтĕ», — терĕ. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.