Марафона Экологи çулталăкне халалланă

7 Раштав, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Экологи çулталăкне халалланă пĕрремĕш телемарафона хутшăннă, ăна Пĕтĕм тĕнчери "Чĕрĕ Планета" экологи юхăмĕ, РФ Общество палати тата Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви йĕркеленĕ.

"Чĕрĕ Планета" юхăм правленийĕн председателĕ Николай Дроздов профессор палăртнă тăрăх — çитес çул, Экологи çулталăкĕнче, федераци шайĕнче Пĕрремĕш общество экологи телекуравне йĕркелесси тĕп пуçарусенчен пĕри пулса тăрать. "Ку — çĕршыври экологи лару-тăрăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене çĕклемелли уçă площадка. Эпир регионсем унта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасса, эфира хăйсен программисене кăларасса шанатпăр. Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурнăçлакан хăшпĕр проект çинчен каласа кăтартрĕ. Çак ĕç — экологин çивĕч ыйтăвĕсене патшалăх шайĕнче яваплăха туйса татса панин питĕ лайăх тĕслĕхĕ", — тенĕ Николай Дроздов.

Телемарафонра сăмах илнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика Правительстви çут çанталăка упрас, экологи хăрушсăрлăхне çирĕплетес, симĕс зонăсен шутне ӳстерес енĕпе тимлĕ ĕçленине палăртнă. Вăл Чăваш Енре пурнăçа кĕртнĕ виçĕ инфратытăм проекчĕ çинчен каласа панă — вĕсем çĕршыври чи лайăх инвестици практикисем тесе йышăннă. Çав шутра — хытă каяшсен полигонĕ, Çĕнĕ Шупашкарти тасатакан биологи сооруженийĕсен реконструкцийĕ тата Шупашкарти тасатакан водопровод станцийĕнчи ятарлă комплекс. "Çитĕнекен ăрăва воспитани парассипе çыхăннă ĕç пирки уйрăммăн каласшăн. Паян экологи акцийĕсене, субботниксене ача сачĕсене çӳрекенсем, шкул ачисем, студентсем хутшăнаççĕ. Кунта нумай укçа кирлĕ мар, пуçарулăх, тавралăха сыхлассин пысăк пĕлтерĕшне тĕпе хурса çине тăрса ĕçлени кирлĕ. Çак пуçарусене хапăл туса йышăнакан çынсене тав тăватăп, сывă экологи Чăваш Ен Правительствин ĕçĕнче малашне те социаллă политикăн тĕп пайĕсенчен пĕри пулассине çирĕплететĕп", — тенĕ Михаил Игнатьев.

М.АНДРЕЕВА

 

Автор: