Мăнукĕсен умĕнче макăрма хăранă

21 Нарăс, 2019

«Валя, Андрей ÿкрĕ!» — пахчана чупса тухнă мăшăрĕ çапла каланине илтсен япала çакса тăракан Валентина Буяндайкина пÿрте васканă. Ывăлĕ Андрей урайĕнче хускалмасăр выртнă. Амăшĕ ăна йăтса илнĕ, анчах тĕпренчĕкĕн юлашки сывлăшĕ тухма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Çурт хăпартма — вăрмана

«Икĕ ача çуратса ÿстертĕм, иккĕшне те вăхăтсăр çухатрăм», — калаçăва пуçларĕ Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче пурăнакан 71 çулти Валентина Буяндайкина. Çак яла вăл Палтайран качча килнĕ. Арăм пулса тăриччен пулас мăшăрĕпе 4 çул хĕрпе каччăлла çÿренĕ. Малтан савнине салтака ăсатнă, кайран вăл Чулхула облаçĕнчи Сергач хулинче тепловоз çинче ĕçленĕ чухне кĕтнĕ. Вăл вăхăтра служба пĕтсен 40 кунра ĕçе вырнаçмалла пулнă. Пĕр-пĕрин патне тăтăшах çыру вĕçтернĕ вĕсем. Пĕррехинче каччă черетлĕ çырура сăн ÿкерчĕк ярса панă. «Юрататăн пулсан упра, çук тăк — çурса тăк», — тесе çырнă вăл. «Епле çурăн? Сăн ÿкерчĕкре епле хитре каччăччĕ та-ха», — шÿтлесе аса илет кинемей.
Валя аппа тăван шкулĕнчен штукатур-маляр профессине алла илсе тухнă. Кайран çамрăкскер Шупашкарти пир-авăр комбинатне çул тытнă. Укçа пулман, çи-пуç çук — ирĕксĕрех ĕçе вырнаçма тивнĕ. Çемьере иккĕмĕш ача пулнăран кĕçĕннисемшĕн тăрăшнă, ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ĕçленĕ хушăрах Валентинăн комбинат çумĕнчи техникума вĕренме кĕмешкĕн май тупăннă. Ирхи смена хыççăн вăл каçхи занятие васканă, каçхине ĕçлесен ирхине вĕреннĕ. Алла диплом илеймен хĕр — качча тухнă. Хăй каланă тăрăх, савнийĕ урăххипе çемье çавăрасран хăранă. Мăшăрĕ хыççăн Сергач хулине çул тытнă вăл, çамрăк мăшăр унта тĕпленнĕ. Пĕр çул иртнĕ-и, иртмен-и — Вла-дислав Кирилловичăн ашшĕ çĕре кĕнĕ. Хунямăшĕ пĕртен-пĕр ывăлне яла таврăнма ыйтнă. «Хĕрсем качча кайса пĕтеççĕ, арçыннăн тĕп килтех юлмалла», — тенĕ. Упăшкин амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ Валентина. 75 çула çитиччен пурăннăскер кинне тăван хĕрĕ пекех юратнă. Пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман, хисепленĕ.
Çемьере умлăн-хыçлăн икĕ ача çуралнă. Çамрăк мăшăр çĕнĕ çурт лартма шухăшланă. Вăхăчĕ çăмăлах пулман, пÿрт хăпартма укçа нумай кирлĕ. Буяндайкинсем Мари Республикине вăрмана ĕçлемешкĕн кайма шухăшланă. Виçĕ, пилĕк çулти тĕпренчĕкĕсене хунямăшĕпе хăварнă. Пепкисенчен уйрăлма çăмăл килмен çамрăк амăшне, макăрман кун пулман. Вăрман каснă çĕрте çур çул тăрăшнă вăхăтра тăван ялне темиçе хут çеç килсе кайнă вĕсем. Кĕрпе хĕл улшăннă — çам-рăксем укçине нумаях ĕçлесе илеймен пулин те хăма туянма мехел çитернĕ, кайран çĕнĕ çурт лартайнă.

Хĕрĕ хыççăн — ывăлĕ

Пилĕк çул каялла Буяндайкинсем 40 çулти хĕрне Таньăна хура тăпрапа хупланă. Палтай ялĕнчи шкул столовăйĕнче тăрăшнă вăл. «Усал шыçă терĕç», — çакна аса илме çăмăл пулмарĕ Валентина Ильиничнăна. Татьянăн ура хырăмĕ çинче Турă палли пулнă. Пĕр кунхине хĕрарăм ăна витрепе шăйăрса илнĕ. Суран çийĕнчех шыçса тухнă. Таня тÿрех больницăна кайма васкаман, тухтăр патне çур çултан çеç çитнĕ. Тĕрĕслеттернĕ те… Тухтăрсем вăл вăхăта сая янишĕн ятланă, Шупашкара çитме направлени панă. Сурана каснă, анчах вăл сарăлса кайнă. Чир шала кайма ĕлкĕрнине пĕлтернĕ. Каснă тĕлте мăкăль тухнă. Унран та хăтăлма шухăшланă тухтăрсем. Чир шала та шала кайнă, малтан пĕвере сиенлетнĕ, кайран пуçа…
Çамрăклах пурнăçран уйрăлнă Таньăн икĕ ачи çурма тăлăха юлнă. Асли Виктор ун чухне 15-ре пулнă, Нина — 11 çулта. Валентина Ильинична мăнукĕсемшĕн амăшĕ вырăнĕнче юлнă. Вĕсен умĕнче макăрма хăранă вăл. Куççульне шăла-шăла анкартие тухнă. Унсăрăн Викторпа Нина та йĕме тытăнĕç…
Кирек мĕнле йывăр саманта та шÿте çавăрма тăрăшнă Валя аппа. «Халĕ Таня çуккине хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Малтанхи вăхăтра кĕç-вĕç ĕçрен килсе кĕрессĕн туйăнатчĕ», — куççульне шăлчĕ амăшĕ. Хĕрĕпе кĕрĕвне вăл кÿршĕри кивĕ çурта туянса панă. Унта юсав ĕçĕсем иртиччен çемье вĕсем патĕнче пурăннă. Пÿрт пысăк, пурин валли те вырăн çитет. Татьяна пурнăçран уйрăлнă хыççăн çав çурт çаплипех пушă ларать. «Кĕрĕвĕн алли усăнчĕ пуль», — хаш сывларĕ Валя аппа. Ăна мухтарĕ вăл, Татьянăн мăшăрĕн алли ылтăн. Темĕн тума та пĕлет, час-часах Мускава шапаша çÿрет, анчах хăш-пĕр чухне улталаççĕ-мĕн, укçасăр таврăнни те пулнă. Хунямăшĕн килĕнче вăл ампар, гараж çĕкленĕ. Арçын ĕçĕ-и, хĕрарăмăн-и — ÿркенсе тăмасть. Хунямăшне пулăшать, кашни кун ĕне шăварать, кирлĕ тăк хăех сăвать. Кĕрĕвне тепĕр хут авлантарасшăн Валентина аппа. Кун пирки час-часах калать. «Вăхăт иртет, темĕн кĕтсе пурăнать», — тет. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.