«Мăнукĕсен пурнăçне пĕлменнисем вĕсене ăнланмаççĕ»

9 Нарăс, 2017

«Пирĕнтен кашниех пĕр çынна та пулин телейлĕ тусан çĕр çинче кашниех телейлĕ пулĕччĕ», — тенĕ СССР халăх артисчĕ Юрий Никулин. Ку сăмахсемпе килĕшме тиветех. Тепĕр çынна кăштах та пулин савăнăç кӳме йывăр та мар-çке. Усал сунманни, ăшшăн пăхни хăех мĕн тери паха. Шупашкар районĕнчи Кӳкеç лицейĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Анастасия Иванова хăй ырă чунлă пулнăран таврари пур çынна та телейлĕ курасшăн.

Çак пархатарлă тĕллеве вăл пултарулăхĕ пулăшнипе пурнăçлать, халăха илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарать. Чăваш Ен ячĕпе ытти регионсене тухса концертсене хутшăннă чухне залри çынсен хаваслă сăнĕсене курсан хăй те хĕпĕртет. Эппин, унăн кăмăлтан тухакан кĕвви куракан патне çитет, чун-чĕрине сĕртĕнсе киленĕç кӳрет.

Настьăн çитĕнĕвĕсем тĕрлĕ енлĕ. Хастарскер Мус-кавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча пултарулăхĕн тата искусствин «Чунга-Чанга»-2014 фестивальне те, пĕлтĕр ЮТВ телеканал ирттернĕ «Открытие года» вокал конкурсне те, «Мехел» пултарулăх ăмăртăвне те хутшăннă, Хисеп хутне тивĕçнĕ. Пĕлтерĕшлĕ çĕнтерӳсен пĕчĕк пайĕ кăна-ха ку, вĕсене пурне те асăнса тухаймăн. Унсăр пуçне хĕрача спортра та хастар. Виçĕмçул «Çĕнĕ ăру» уçă фестивальте кекусинкай каратэ енĕпе вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Атьăр-ха маттур хĕрачапа тĕплĕнрех паллашар.

— Настя, эсĕ питĕ хастар та пултаруллă. Каратэ енĕпе те ăста кĕрешетĕн-ха тата! Анчах хăшĕ сана çывăхрах: юрласси е кĕрешесси?

— Эпĕ те ыттисем пекех-çке, ытлашши нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп. Ултă çулта ишев, çăмăл атлетика тата каратэ секцийĕсене, ташă тата вокал енĕпе пултарулăх кружокĕсене çӳреме пуçларăм. Ун чухнех хальхи ташă тата юрă конкурсĕсене хутшăнса дипломсем çĕнсе илтĕм. Халĕ пиллĕкмĕш класра вĕренетĕп. Предметсем çулсерен йывăрланса пыраççĕ, çавăнпа вĕренӳ нумай вăхăт йышăнать. Спорт вара — чун киленĕçĕ кăна. Пушă вăхăтра çеç май тупатăп ăна валли. Вокалпа тата наци ташшисемпе хатĕрленме вара эрнере виçĕ кун çӳретĕп. Спорта юрататăп эпĕ, анчах пултарулăх кружокĕсем ытларах хавхалантараççĕ. Çавăнпах пулĕ çитĕнӳсем нумай кĕттермеççĕ, 2016 çулта ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçрĕм.

— Пĕрремĕш хут сцена çине тухнине, ун чухнехи кăмăл-туйăма астăватăн-и?

— Çичĕ çулта Кӳкеçри «Феерия» вокал студине çӳреме тытăнтăм. Çавăн чухне юрăпа туслашрăм та. Вокал вĕрентекенĕ Олеся Владимировна Саксонская мана хавхалантарсах тăрать. Вăл питĕ хитре юрлать, илемлĕ кĕвĕ çырать. Пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕнче, пĕрремĕш хутчен сцена çине тухнăччĕ. Эпĕ юрласа пĕтерсен залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç. Савăнăç тулсах тăратчĕ, хумхану та пурччĕ.

— Эсĕ час-часах тĕрлĕ шайри конкурса хутшăнатăн. Вĕсем мĕнпе асра юлаççĕ? Такăнтаракан пулăмсем сиксе тухаççĕ-и? Кун пек чухне хăвна мĕнле тытатăн?

— Çапла, такăнтаракан пулăмсем те йĕрлесех çӳреççĕ тепĕр чухне. Питĕр хулинчи вокал конкурсне хутшăнни асрах. Ăмăрту пуçланиччен хулана курса çӳрес килчĕ, Санкт-Петербургри интереслĕ вырăнсем кăсăклантарчĕç. Кĕркунне, юпа уйăхĕччĕ. Сивĕ çумăр çăватчĕ. Конкурс умĕн чирлесе ӳкрĕм. Ӳт температури — 39,8 градус. Анчах сцена çине тухсан чирленине те манса кайрăм. Юрланă хыççăн ыйхă пусса килчĕ, гримернăйĕнче эпĕ тăватă сехетех çывăрнă терĕç кайран.

— Пултарулăх ăмăртăвĕсене хутшăннă май паллă çынсене час-часах тĕл пулатăн ĕнтĕ? Вĕсем каланисене те асра хăваратăн пулĕ?

— «Чунга-чанга» конкурсра ачасем валли юрă çыракан Юрий Энтин ача-пăча поэчĕпе тата Евгений Крылатов композиторпа паллашнăччĕ. Вĕсем питĕ ырă тата пултаруллă çынсем. Юрий Энтин пире ачалăха хаваслă ирттерме тата савăк юрă-кĕвĕ шăрантарма сĕнет. Евгений Крылатов вара питĕ хитре кĕвĕ çырать. Пĕрле ĕçленĕ чухне вĕсен чаплă юрăсем çуралаççĕ.

— Эсĕ ташăпа та кăсăкланатăн-çке?

— Халăх ташшисем мана питĕ килĕшеççĕ. Çак ăсталăха пире «Сувар» халăх ташă коллективĕн ертӳçи Анатолий Николаевич Музыкантов вĕрентет. Эрнере виçĕ хутчен, уроксем хыççăн эпĕ кăмăлтанах Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменне васкатăп. Çакă мана пысăк савăнăç кӳрет.

— Аслă ăру çитĕнекеннине час-часах ытла та канлĕ, шухăшсăр пурăннăшăн ӳпкелет. Эсĕ çакăн пирки мĕн шухăшлатăн?

— Ман таврари аслă çынсем эпир пур çĕре те хутшăннăшăн, çитĕнӳ тунăшăн савăнаççĕ кăна. Юрăсемпе тата ташăсемпе вĕсен кăмăлне çĕклетпĕр. Нумайăшĕ мăнукĕсене кружока илсе çӳрет, çитĕнӳ пысăк тăрăшулăхсăр килменнине курать, ăнланать. Паянхи ачасене ӳпкелекенсен çамрăклăхĕ çăмăл килмен ĕнтĕ. Вĕсен нумай ĕçлеме тивнĕ, çавăнпа ачисен çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртеме вăхăчĕ те пулман. Тата мăнукĕсен пурнăçне пĕлменнисем вĕсене ăнланмаççĕ.

— Пурнăç вăл самант кăна теççĕ. Кĕске вăхăтрах темĕн туса та ĕлкĕрмелле. Эсĕ хăвăн пурнăçун тĕллевне мĕнре куратăн?

— Мĕн пурнăç вĕçне çитичченех лайăх çын пуласчĕ, Амвросий Оптинский сĕнĕвне пăхăнасчĕ: «Пурăннă чухне — ан кулян, никама та ан ӳпкеле, ан тарăхтар. Пурне те ырă сунатăп!»

— Анчах та пурнăçра тĕрлĕрен пулать-çке: эсĕ ырă сунсан та сана такăнтаракан тупăнатех. Пур çĕре те ĕлкĕрекенсене уйрăмах ăмсанаççĕ. Ун пеккисем санăн пур-и?

— Çук, хальлĕхе — манăн пултарулăха кăмăллакансем кăна.

— Эппин, питĕ аван. Пирĕн вулакансене мĕн сунас килет-ха?

— «Тантăш» тусĕсене пурне те вĕренӳре ăнăçу сунатăп. Анчах шкулсăр пуçне тĕрлĕрен кружок та пур. Унта эсир хăвăра тупма, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тума пултаратăр. Кружоксем пултарулăха аталантарма пулăшаççĕ. Вара эсир те ыттисене савăнăç кӳме пуçлатăр. Тата, паллах, тунсăхлама вăхăт та юлмасть.

— Тавтапуç кăмăллă калаçушăн, Настя! Ăнăçу яланах санпа пĕрле çӳретĕр!

Лариса ПЕТРОВА калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.