Маннă ял

18 Ака, 2015

Çапла калаççĕ хăйсем пирки Муркаш районĕнчи Коминтерн выççăлккинче пурăнакансем. Ял çыннисем каланă тăрăх, 1923 çулта таврари çичĕ ялтан куçса килнĕ кунта. Сĕнтĕр тăрăхĕнчи Шупуçсемпе Апчарсем те йăва çавăрнă вăрманта. Чи кирли - тĕрлĕ ялтан пуçтарăннă халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăннă. «Коммунист интернационалне» кĕскетсе Коминтерн теме тытăннă выççăлккăна. Тепĕр майлă, коммунистсен ялĕ. Темшĕн выççăлкки те, урамĕ те, колхозĕ те пĕр ятлă пулса тăнă вĕсен. Апла-и, капла-и, тĕлĕнмелле ĕçчен çынсем килсе вырнаçнă вăрман варрине. 60 гектар йывăç-тĕме кăкласа унта тырпул çитĕнтерме тытăннă. Шел те, Коминтерн выççăлккин историне Юнкă ял тăрăхĕн библиотекинче те тупса параймарĕç.

Çул çук...

Яла çитме паянхи кун нихăш енчен те çул çук. Хытă чул та сарса паман Коминтернсене. Эпир Ивановка витĕр каяс терĕмĕр. Асфальт çул вăрман хĕрри таран кăна. Малалла вара, тепĕр 700 метр - пылчăк, шыв-шур. Кĕрлĕ-çурлă вăхăтра атăсăр утса тухма та çук. Хĕллехи кунсенче çула тракторпа тасатма тытăннă юлашки вăхăтра, малтан вара маякпах çырлахнă кунта пурăнакансем. Выççăлккăра тĕпленнисем çил-тăманра çула уçса панишĕн Юнкă ял тăрăхне тем пекех тав тăваççĕ халĕ. Эпир Коминтерна Юнкă ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакан çар пайĕн инспекторĕпе Галина Маряшкинăпа çул тытрăмăр. Телей пур иккен, вăрмана кĕнĕ çĕрти шыв пĕр кун маларах юхса кайма ĕлкĕрнĕ. Унсăрăн атăпа та каçаяс çукчĕ. Пусмассерен кăпăшка юр путса анать пулин те тĕпĕнче ытлашши йĕпех марччĕ. Мăнкун умĕнхи шăматкун кунĕпех лÿшкенĕ çурхи çумăр та çула пăртак хытарма ĕлкĕрнĕ.

...çуратакан пур

Вăрманпа утнă май выççăлккăри Марина Ивановăна тĕлпултăмăр. Кĕçех ача çуратма хатĕрленекенскер çурăмĕ хыçне пысăк кутамкка çакса Муркаша кайма тухнă. Урине калуш, ăшă çăм чăлха тăхăннăскер вăрманпа вĕçтерсе çеç пырать. Ял хĕрарăмĕсем çирĕп те маттур çав. Ирех тăрса кил-çуртри, хуçалăхри ĕçе вĕçленĕ хыççăн больницăна кайма тухнă вăл. Хăрамасăр вăрманпа пĕчченех утни те тĕлĕнтерчĕ.

- Никамран шикленмелли те çук. Хăнăхнă эпир ку çула. Кашни йывăç-тĕме паллатпăр. Кунне темиçе те тухса кĕме пултаратпăр, - тесе малалла уттарчĕ 41 çулти Марина. Тăваттăмĕшне çуратма хатĕрленет хĕрарăм. Аслисем çитĕннĕ унăн, пĕр ывăлĕ 22-ре, иккĕмĕшĕ 20-ре, чи кĕçĕнни - 9 çулта. «Кун пек пĕчĕк ялта та çуратакансем пулсан Коминтерн пурăнать-ха» текен шухăш вĕлтлетрĕ пуçра. Пĕчĕк ачапа ял тата та пуянланать, илемленет çеç. Вăт епле, маттур та ĕçчен чăваш хĕрарăмне ялта кăвак çулăм çунманни те, çул çукки те хăратмасть.

Выççăлккăра лавкка, больница, шкул çукки те нимех те мар. Ватлăхра йăпанмашкăн, хăйсене пăхмашкăн тепĕр тĕпренчĕк кирлине ăша хывнă Ивановсем. Галина Маряшкина каланă тăрăх, ĕçчен те тăрăшуллă ку çемье. Выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ, улма-çырла, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Çĕнĕ пÿрт лартас ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ.

 

Çутă ĕмĕт татăлнă

Чи малтан Пелагея Федоровна Федорова патĕнче чарăнтăмăр. 96 çула çитнĕ Пăлаки аппа шăллĕн арăмĕпе Антонинăпа пурăнать. Тоня аппан та çулĕсем пур, вăл 82 çулта. «Инкене 15 çул пăхатăп, хам та çамрăк мар, ывăнса та çитетĕп тепĕр чухне. Мĕн тăвăн, мансăр пуçне унăн урăх никам та çук-çке. Чи çывăх çынни те пĕр эпĕ кăна юлнă. Иккĕн-иккĕнех, кичем мар», - сăмах пуçарать Антонина Григорьевна. 82-ри Тоня аппа нумай пулмасть çеç ĕнине сутса янă. Кăштăртатса çÿрекенскер сурăхсем, чăх-чĕп усрать. Пахчаçимĕçне те лартса ÿстерет. Вĕлле хурчĕсене те пĕр-ик çул каялла çеç тытма пăрахнă.

Пăлаки аппа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 21 çулта пулнă. Шăпах качча кайса çемье çавăрмалли вăхăт. Хĕр чухне хĕрĕх теççĕ, куç хывни унăн та пулман мар. Хăрушă вăрçă вара пĕр кунра миллион-миллион çутă ĕмĕте татнă. Çав шутра - çак пĕчĕк выççăлккăра пурăнакан чипер Пăлакинне те. Арçынсем вăрçа ăсаннă май мĕнпур йывăр ĕç ялти хĕрарăмсемпе хĕр упраç çине тиеннĕ. Пăлаки те фронта пулăшас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Хăйне трактор шанса парсан çав тери хĕпĕртенĕ вăл. Хурçă утпа уй-хир тăрăх хĕрача вĕçтерсе çÿренине ăмсанакансем те пулнă. «Тăхăр çул ĕçлерĕм трактористра. Чи телейлĕ те илемлĕ çулсемччĕ вĕсем. Çамрăкчĕ, вăй тапса тăратчĕ. Мĕн чухлĕ çĕр сухаламан-ши, мĕн чухлĕ тырпул акман-ши эпĕ хам ĕмĕрте», - çĕкленÿллĕн калаçать Пăлаки аппа.

Вăрçа ăсатса янă каччăсем каялла таврăнайман. Çемье çавăрма арçын та пулман ялта. Чипер Пăлаки те качча каяймасăрах ватăлнă.

Шел те, ĕç стажĕн тăхăр çулĕ çухалнă Пелагея Федоровнăн. Çавна пула пенси укçи те ыттисенчен чылай сахалрах килет. Агрегат заводĕнче ĕçленĕ май Антонина Григорьевнăн унăн докуменчĕсене шыраттарма вăхăчĕ пулман, кайран кая юлнă.

Юнкă ял тăрăхĕн администраци ĕçченĕ Галина Маряшкина Пелагея Федоровнăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул» медальпе чысларĕ. Тем пекех хĕпĕртерĕ, хăйне манманшăн, килсе хисеп тунăшăн савăнчĕ Пăлаки аппа. Ури ыратнипе, шыçнипе асапланать кинеми. Иртнĕ çул урама та чиперех тухса çÿренĕ-мĕн, кăçал хăйне йывăртарах туять. Ача чухнехине, кампа выляса ÿснине, мĕнпур тăванне лайăх астăвать Пелагея Федоровна. 100 çула çывхарса пыракан Пăлаки аппа халĕ те хитре сăнне çухатманни унăн çутă кăвак куçĕсенче палăрчĕ. Алăран тытса пил пачĕ ырă чунлă кинеми.

 

Кунта министрсем пурăнаççĕ

1988-92 çулсенче ЧР культура министрĕнче ĕçленĕ Г.М.Алексеев Коминтернра пурăнать тенине илтсен темшĕн ĕненесех килмерĕ. «Ку тĕттĕм выççăлккăра мĕн çухатнă экс-министр?» - чи малтан çапла шухăшласа илтĕм ăшăмра. Герольд Михайловичăн телейпе çиçекен сăн-питне, ăшă куллине курсан вăл çăтмах тĕнчинче пурăннине хăй калама пуçличченех ăнлантăм.

ЧР ĕç министрĕнче ĕçленĕ Крета Лазаревна Валицкая та - çак тăрăхранах. Мăн Сĕнтĕрте çуралса ÿснă вăл. Кайран Кăпасри шкулта вĕреннĕ. Крета Валицкаяна та вăхăтĕнче Коминтерн выççăлкки тыткăнланă. Вăл çакăнта çурт килсе туяннă. Анчах та мăшăрĕ чирлесе вилнĕ хыççăн кунта пĕччен пурăнас темен. Çуртне тем пек шел пулсан та иртнĕ кĕркунне тăванне сутса куçса кайнă. «Чăхсем усратчĕ Крета Лазаревна. Питĕ юрататчĕ выççăлккăна. Вăрманта уçăлса çÿреме, çырла-кăмпа пуçтарма кăмăллатчĕ», - каласа кăтартать кÿрши.

Экс-министрсем вăрман варринчи улах кĕтесре мĕн тупнине «ЧХ» çитес номерĕсенче каласа кăтартăпăр.

 

Вăрман юнашар пулин те...

Вăрманĕ çумрах пулин те кунта пурăнакансен вутта аякран кÿрсе килме тивет. Хальхи саккунпа килĕшÿллĕн, йывăçшăн çеç мар, хăрăк-турата сĕтĕрнине курсан та штрафлаççĕ. Çĕрсе вырттăрах вăл, анчах та çынна ахаль пама шел. Малтан Тоня аппа та çунашкапа сĕтĕрнĕ-ха, халь çĕрĕк йывăçа вăрлама хăрать кинеми. «Тепĕр çул валли вутă çук пирĕн. Пĕлместĕп, мĕнле хĕл каçăпăр? Юмахри пек хальлĕхе: кахалланнипе карчăкки вилетĕп, хĕрĕ качча каятăп тесе ыраш акман пĕр çулхине. Эпир те çаплах, 96 çулти карчăкки вилетĕп тет, эпĕ унтан çамрăкрах та, ман качча каймалла пуль ĕнтĕ», - шÿтлет Тоня аппа. Герольд Алексеева Хĕрлĕ Чутайĕнчен пĕр машина юман вутти кÿрсе панă. «7 пин çурăпа туянтăм. Аптрамалла, Муркашра вутă хатĕрлеме пултаракан çын çук-ши?» - ют районтан тиесе килнинчен тĕлĕнет Герольд Михайлович.

Салтака сĕлĕ çăлса хăварнă

Выççăлккăри чи ватă çын, Семен Васильевич Овчинников, иртнĕ çул кăна вилнĕ. Халь ку ялта чи ватти Пăлаки аппа шутланать. Чи çамрăкки - Маринăн хĕрĕ, 9 çулти Люба. 102 çула çитнĕ вăрçă ветеранне хĕрĕ Мария пăхса пурăннă. Интереслĕ шăпаллă пулнă вăл. Тыткăна лекнĕскерне нимĕçсем пĕр вĕçĕм лаша пăхтарнă. Хăйне вара йĕркеллĕ апат та çитермен. «Ку салтак çавракалансах пырать. Хăйне майлă çак вырăссем. Ниепле те парăнтарма çук вĕсене», - çапла каласа тĕлĕннĕ тет нимĕçсем. Семен Васильевич вара витере лаша сĕлли çисе пурăннă, çăварĕ типсен шыв ĕçнĕ. Хырăмĕ яланах тутă пулнă чăваш салтакĕн.

Юнкă ял тăрăхне кĕрекен Коминтернра паян 8 çын пропискăра тăрать. Çуллахи вăхăтра выççăлккă йăлтах чĕрĕлет-мĕн. Пĕр пÿрт те пушă лармасть ун чухне. Кăçал вара вăрманлă ялта 6 çын хĕл каçнă.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.